Фермерсене - пулăшу

28 Кăрлач, 2015

Çĕршывра 2012 çулта йышăннă «Ĕçе пуçăнакан фермерсене 2012-2014 çулсенче пулăшасси», «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисене хресчен-фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче аталантарасси» программăсем ялхуçалăхне çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртрĕç. Çак тапхăрта ĕçе пуçăнакан 151 фермер тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен 16 çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарчĕ.

Программăсем хута кайни республикăра выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине палăрмаллах ÿстерме, фермер хуçалăхĕсене ура çине тăма пулăшрĕ. Виçĕ çулта çемье фермине тума патшалăхран - 91 млн, фермер хуçалăхне йĕркелесе яма 159 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Конкурспа суйласа илнĕ фермерсенчен 40-ĕшĕ тырпул ÿстерет, 5-ĕшĕ сурăх, 122-шĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Патшалăх пулăшăвĕ харама кайманни куç умĕнчех. 2014 çулхи тăхăр уйăхра умĕнхи çулăн çав тапхăрĕпе танлаштарсан мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх хисепĕ 1,8 хут ÿссе 1815 пуçа çитнĕ. 96 фермер хуçалăхĕ мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетет. Патăрьел районĕнчи Радий Бикчурин фермер 81 пуç усрать. Ку тăрăхри Анатолий Лялькин вара 65 ĕне выльăх тытать. Денис Харитонов ?Вăрнар районĕ%, Сергей Сергеев ?Елчĕк% фермерсен те кĕтĕвĕ пĕчĕкех мар, 63-шер пуç. Республика фермер ĕçне пуçăнакансене, çемье фермине йĕркелекенсене пулăшма федерацин патшалăх пулăшăвĕн программисене тăваттăмĕш çул хутшăнать. Иртнĕ çулхи кĕркунне Чăваш Енрен кирлĕ документсене Раççей ялхуçалăх министерствине тăратнă ĕнтĕ. Кăçал фермер хуçалăхĕсене пулăшма 39 млн тенкĕ ытларах уйăрма палăртнă. Чăваш Ен бюджетĕнчен 16,3 млн тенкĕ. Вăл 53 фермера пулăшма çитмелле.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Рубрика: