Фермерăн - çĕнĕ комбайн!

6 Çурла, 2015

Августăн 4-мĕшĕ тĕлне Хĕрлĕ Чутай районĕнче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 550 га çинчен 1055 т пухса кĕртнĕ. Тухăç кашни гектартан 19,1 ц. Пурĕ пилĕк комбайн тырă вырса тĕшĕлет. Пĕр ĕç кунĕнче кашнине вăтамран 14,3 га тивнĕ. Иккĕшĕ - «Нива» кооперативра. Йĕтем çинче 320 тонна тырă пуçтарăннă.

Н.Лисаев фермер хуçалăхĕ кăçал 3,2 млн тенкĕлле Агромаш комбайн тата 400 пин тенкĕ тăракан пресс-подборщик туяннă. Çавăнпа фермер техника çуккипе тырпулпа улăм уйра юласран хăрамасть. Çĕнĕ комбайн çурçĕр иртичченех уйра, тырра автомашина кузовне пушатма тата комбайнер апатланнă чухне çеç чарăнса тăрать.

Рубрика: