Фермер çăкăрĕ тăварлă

6 Раштав, 2017

Йĕпреç районĕнчи Тарăнвар тавра вăрман кашласа ларать. Аякри пĕчĕк яла çитсе килме те кансĕр. Асфальт çул ваннă. Ăна çынсем юлашки хут хăçан юсанине те астумаççĕ. Тарăн варта вырнаçнăскерте кĕсье телефонĕ те шăпланать.

Кивĕ çуртсене, чалăшнă картасене курсан: «Кунта пурăнакансем пур-ши?» — вĕçсе иртрĕ шухăш. Кăлăхах пăшăрханнă иккен. 30 килĕллĕ ялта та пурнăç вĕресе тăрать. Тарăнварта фермер хуçалăхĕ, хăма çуракан цех, лавкка пур. «Çăтмахра пурăнатпăр эпир. Сывлăш таса, вăрман çырлапа, кăмпапа пуян», — терĕç мана лавкка умĕнче тăракансем.

— Пĕчĕк ялта ĕçченсем тупма та йывăр-тăр, эсир вара хăрамасăрах фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, — тĕлĕнĕве пытармасăр ыйтрăм эпĕ фермертан.

— Чăн та, вăй питтисем ытларах Мускавра, Çурçĕрте вахта мелĕпе ĕçлеççĕ. Фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансем те пур. Шел, ялта ĕçкĕ-çикĕ хуçаланма тытăнни пăшăрхантарать. Шалу парсан 2-3 эрнесĕр ĕçе тухманни пулать. Тарăнварти вунă каччăна пĕр хĕр тивет. Яш-кĕрĕме пушă вăхăтра пуçтарăнма клуб çук — çурчĕ юхăннăран хупрĕç. Кÿршĕ ялсене вара темшĕн çÿресшĕн мар. Çулла уявсене урамра йĕркелетпĕр, ăмăртусем ирттеретпĕр, — паллаштарчĕ ял пурнăçĕпе Владимир Шуркин. — Пĕчĕк ялтан кÿршĕри Пăкăян шкулне 10 ача çÿрет.

Вăл хаваспах хуçалăхĕпе паллаштарма пикенчĕ. Фермăри ĕçе май çитнĕ таран çăмăллатма тăрăшнă. Сăрă блокран хăпартнăскерте ирĕклĕ, пысăк. Ĕнесем патне пăрăхпа шыв çитет. Тислĕк кăларассине те механизациленĕ, канализаци кĕртнĕ. Сĕт тытма ятарлă пÿлĕм пур. «Сĕт сивĕтме холодильник лартасшăн. Çулла сивĕтсе сутмасан йÿнĕпе каять, — ăнлантарать фермер. — Унсăр пуçне аш-какай та сутатăп. Пĕлтĕр ăна 2 тонна чĕрĕ виçепе панă».

Фермăра мăйракаллă шултра выльăх 32 пуç, çав шутра — 13 ĕне. Вĕсене сĕт аппарачĕпе сăваççĕ. «Хальлĕхе пĕринпех ĕлкĕретпĕр. Кĕтĕве пысăклатсан тепре те туянма пулĕ, — терĕ арçын. — Сахал ĕнепе тупăшлă ĕçлеме йывăр».

Шуркинсен фермер ху­çалăхĕ çурт-йĕртен инçех мар вырнаçнă. Юнашар тырă управĕ тума тытăннă. Малашне тыр-пул та ытларах туса илесшĕн. «Выльăхсене апат туянса тăрантарма пуçласан тăкакран тухса пĕтейместĕн. Ăна хамăрăн çителĕклĕ хатĕрлемелле, çав шутра комбикорм та», — палăртрĕ вăл. Кăçал 100 тонна «сарă ылтăн» пÿлмене кĕнĕ. Халĕ выльăхсене çитермелĕх те, сутлăх та çитет.

Унччен Владимир Иванович ку тăрăхри Киров ячĕллĕ колхоза ертсе пынă. Ĕçрен кайсан хушма хуçалăха аталантарма тытăннă. Выльăх йышне ÿстернĕ. Районта темиçе хут малти вырăнсем йышăнни ял бизнесне йĕркелеме хавхалантарнă. Тухăçлă аталанса пыракан фермер хуçалăхĕ Йĕпреç тăрăхĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Пайтаçăра тăрăшакан мăшăрĕ Татьяна Григорьевна упăшкине вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. «Ирхине ытларах пĕччен ĕçлетĕп. 5 сехетрех ĕçе тытăнатăп: ĕнесене апат паратăп, сăватăп, витене тасататăп. Суса пĕтерсен каллех çиллисене туртса тухатăп — маститпа аптăрасран. Сакăр сехет тĕлнелле пушанатăп, — пĕлтерчĕ арçын. — Фермăна çынна мар, хамăра шанса тунă. Çавăнпа тракторпа сухалама, утă çулма, ĕне сума та тивет. Юрать, сĕтне илме хапха умнех килеççĕ темелле. Анчах хакĕ пĕчĕкрех-ха, çулла 1 литрне 16 тенкĕпе туянчĕç, халĕ — 19-па. Пĕлтĕр юпа уйăхĕнчех 20 тенкĕпе илнĕччĕ. Иртнĕ çулсенче усламçăсем ял халăхĕнчен туяннă сĕтшĕн халĕ те укçине парса татман. Кун хыççăн хăйсем те çухалчĕç. Урăххисем сĕт пуçтарма килсен укçапа çийĕнчех татăласси пирки хытарсах каларăмăр. Хальлĕхе хăйсен сăмахне тытаççĕ».

Фермер иртнĕ çул ху­çалăха аталантарма патшалăх пулăшăвне те тивĕçнĕ. «Ун чухне грант виçи икĕ хут пĕчĕкрех пулчĕ. Укçа трактор туянмалăх та çитмерĕ, хушма тиврĕ. Фермăна та хамăр шутранах тунă, 2,5 млн тенкĕ тухса кайрĕ, — палăртрĕ вăл. — Хăшĕ-пĕри вара грант тивĕçсен те йĕркеллĕ ĕçлемест. Манăн шухăш-ĕмĕтсем пысăк: çитес çул каллех фермăна анлăлатасшăн, пăру вити тăвасшăн. Техника, çĕр пур. Производствăна малтан хăвăн укçа хывмалла, кайран тупăш пирки калаçма пулĕ. Эпир те халĕ пур-çук укçана хуçалăха аталантарма яратпăр». «Çемье ферми» программăна хутшăнма, ĕнесен йышне 60-70 пуçа çитерме те палăртать вăл. Ĕçлекен, малалла талпăнакан çынна кĕвĕçекенсем те пур иккен.

Анчах фермер çăкăрĕ тăварлă, кашни пусĕ çичĕ хут тарпа кĕрет. Шел, çакна ăнланакан сахалрах.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.