Пĕр ферма пур. Тепре тăвасшăн

4 Нарăс, 2020

Патăрьел районĕнче производство калăпăшне ÿстерекен хресчен-фермер хуçалăхĕ чылай. Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи Анат Чакă ялĕнчи Наталия Михайловна тата Сергей Николаевич Елисеевсен те ку шутра.

Технологие пăхăннăран тухăç лайăх

Н.М.Елисеева хресчен-фермер хуçалăхне налук органĕнче 2017
çулта шута илтернĕ. Выльăха вырнаçтарма вите тунă. Унта кĕрсе
куртăм: сăвакан 25 ĕне, пăрусем. «Пуш уйăхĕ вĕçлениччен пур-
те пăрулаççĕ, — терĕ Сергей Николаевич. — Сĕте илме куллен ки-
лет, кашни килограма 19 тенкĕ те 50 пуспа туянать. Хуçалăх тă-
какĕсем пĕчĕк мар. Пĕр-икĕ çулта кăна тунă тупăш груз турттара-
кан автомашина е трактор туянма çитмест. Пĕрне илес тесен те
укçа нумай çул пухмалла. Пуçтарса пыма йывăр. Тăкаксене кул-
лен саплаштарма тивет».
ХФХ 2019 çула начар ĕç кăтартăвĕсемпе вĕçлемен. Тухăçлă
тыр-пул, выльăх апачĕ çителĕклĕ туса илнĕ. Кашни гектартан тулă
тата урпа — 35-шер, фуражлăх сĕлĕ, урпа тата вика хутăшĕ 50 цент-
нер панă. Выльăха хĕл каçарма сенаж 400 тонна, утă-улăм, фураж-
лăх тырă нумай, Ульяновск облаçĕнчи заводран сахăр кăшманĕн
тутлăхлă элементсемпе пуян хутăшне çителĕклĕ хатĕрленĕ. Эпир
хуçалăхра пулнă кун /кăрлачăн 29-мĕшĕ/ тĕлне пăруланă кашни
ĕнерен 20-22 литр сĕт сăватчĕç.
«Тырă тухăçне мĕнле пысăклатрăр?» — ыйтрăм Сергей Нико-
лаевичран. «Тÿрех калатăп: эпир суперэлита е элита вăрлăх ак-
ман, тăпрана пĕрремĕш репродукцие варăнтартăмăр, — терĕ. —
Çапах пысăк тухăç парса савăнтарчĕ. Пĕлтĕр, ял хуçалăх куль-
турисем çитĕннĕ уйăхсенче, çанталăк нÿрĕк çителĕклĕ пачĕ, ăшă
тăчĕ — лайăх ÿсрĕç, пучахсем тулса пысăкланчĕç. Тата азот удо-
бренийĕ те пулăшрĕ: калча шăтсанах çум курăка пĕтерекен герби-
цидпа хутăштарса гарбамид сапрăмăр. Хыççăнах çумăр çурĕ, ма-
ларах сарă тĕс çапнă тырă ешĕлленчĕ, парка çитĕнчĕ. Гарбамид-
па кăçал та усă куратпăр».
Пысăк тухăç илме агротехнологие пăхăнса ĕçлени те пулăшнă:
кĕркунне çĕре плугпа сухаласа хăварнă, çуркунне ăна вăхăтра куль-
тивациленĕ, сÿреленĕ, вăрлăха хурт-кăпшанкă тата чир ан сиен-
летĕр тесе хими им-çамĕпе «наркăмăшлантарнă», тăпрара нÿрĕк
чи нумай чухне акнă, культурăсене çанталăк йĕпене кайиччен пух-
са кĕртнĕ. Çак ĕçсене Сергей Николаевичпа Наталия Михайловна
ертсе пынипе пурнăçланă. Тырра пухса кĕртнĕ чухне кÿршĕ ялти
Борис Емельянов фермер комбайн уйăрнă, Александр Никитин
фермер та кирлĕ техника парать. Фермер хуçалăхĕн ĕçне çулта-
лăкăн кирек хăш тапхăрĕнче, çав шутра вырмара, иккĕн-виççĕн
кăна туса пĕтерейместĕн. Ăна вăхăтра пурнăçлама туслă та ĕçчен
команда кирлĕ. Çакна Сергей тата Наталия Елисеевсем çеç мар,
вĕсене пулăшакансем те ăнланаççĕ. ХФХ «лавне» малалла тур-
такансен хушшинче — Елисеевсен Шупашкарта вĕренекен ачисем
Артем тата Алена, Сергей Николаевич шăллĕ Петр тата унăн мă-
шăрĕ Татьяна, хуняшшĕпе хунямăшĕ Михаилпа Вера Шашкинсем,
Сергей Сидоров ветеринар, ял çыннисем. Пĕлтĕр Владимир Мар-
лынов автомашинăпа хиртен тырă турттарнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.