Ферит ГИБАТДИНОВ: Çамрăксем яла юлаççĕ - çакă пирĕн пуянлăх

2 Чÿк, 2016

Чÿк, 4: Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ

«Несĕлсен ырă йăлине пăрахмарăм – аннене пĕччен хăвармарăм»

— Ферит Абдуллович, калăр-ха: Чăваш Енре тутар наци-культура автономийĕ хăçан йĕркеленнĕ?

— Общество организацийĕ 20 çул каяллах йĕркеленнĕ. Икĕ теçетке çул ертсе пыратăп ăна. Чăваш Ре¬спубликинче 37 пин тутар пурă¬нать. Вĕсем пурте пирĕн организа¬ци йышĕнче теме пулать. Автоно¬ми канашĕнче — 36 çын. Президи¬ум йышĕнче — хастар та пуçаруллă ертÿçĕсем, предпринимательсем, учительсем, служащисем. Культура центрĕ Каçал тăрăхĕнчи Урмаелте вырнаçнă. Ку центр мĕн тума кирлĕ- ха? Чи малтан хамăр нацие пулăш¬ма. Чăваш Республикинчи тутарсем начар пурăнмаççĕ. Чăвашсемпе, ирçесемпе, вырăссемпе тата Чă¬ваш Енри ытти халăхпа килĕште¬ретпĕр. Историе аса илес тĕк, ми¬шерсем Чăваш Ене Чулхула, Ря¬зань облаçĕсенчен 16-17 ĕмĕрсен¬че патша службинче тăнă салтак¬сем пек куçса килнĕ. Пирĕн центр Чăваш Республикин ертÿлĕхĕпе халăхсен хутшăнăвĕсене йĕркеле¬ме кирлĕ. Тăван чĕлхене, культу¬рăна, йăла-йĕркене упрас тесе ну¬май мероприяти ирттеретпĕр. Клуб¬семпе, шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пысăк уявсене те, çав шутра тĕнпе çыхăннисене те, центр пуçарăвĕпе йĕркелетпĕр. Сăмах¬ран, Курбан-байрам, Рамазан. Мă¬сăльман юррисен «Арт-мадхия» фестивальне, ав, Чăваш Енре кăна ирттереççĕ. Сабантуя çулсеренех шавлăн та анлăн уявлатпăр. Фоль¬клор праçникĕсем тăватпăр. Ха¬лăха туйсем ирттерме, ачана ят хунă йăласене йĕркелеме пулă¬шатпăр. 25 çул эпир тутар эстра¬да юррисен пĕтĕм тĕнчери «Ур¬май моны» /Урмаел кĕввисем/ фе¬стивальне ирттертĕмĕр. Асăннă конкурс-фестиваль хăйĕн тĕллевĕ¬семпе тивĕçĕсене пурнăçларĕ те унпа хитрен кăна сывпуллашрă¬мăр. Паян чăваш тата тутар ялĕ¬сенче эстрада юррисене пурте пĕлеççĕ, шăрантараççĕ. Ун вырăн¬не мĕн те пулин çĕнни шырама пи¬кентĕмĕр. Чăвашсемпе тутарсен авалхи юрри-ташшине мĕншĕн аса илес мар? Вĕсене çамрăксене вĕрентсе хăвармалла-çке. Тĕрĕк тĕнчин йăла культурин «Урмай за¬лида» фестивальне пуçартăмăр. Урмай — ял ячĕпе çыхăннă, зали¬да — тутар ташшинчи иккĕн çав¬рăннă чухнехи хускану. Пурнăçра йăлтах çаврăнса пырать, авалхи, манăçни каялла çаврăнса çитет. Çĕнĕ çак фестивале пуçарнăранпа килес çул 5 çул пулать. Ăна эпир Урмаелпе Комсомольски салисен¬че те, Шупашкарпа Хусанта та ирт¬теретпĕр. Унта чăвашсем, тутар¬сем, пушкăртсем, якутсем, узбек¬семпе таджиксем, гагаузсем, азер¬байджансем, балкарсем, карачай¬сем, турккăсем хутшăнаççĕ. Çапла вара «Урмай залида» тĕрĕксен пы¬сăк тĕнчипе çывăхлатать. Унта эпир ăсталăх сехечĕсем те ирттеретпĕр, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе палла¬шатпăр. Манăçнă музыка инстру¬менчĕсене каялла тавăратпăр.

— «Мишар» ансамбль пирки те пĕлес килет.

— Урмаелти культура центрĕ çумĕнчи «Мишар» ансамбле хăй вăхăтĕнче эпĕ пуçарнипе йĕрке¬ленĕ. «Эсир пултарулăх ушкăн¬не епле майпа «Мишар» ят пама пултарнă?» — ун чухне çак ыйтă¬ва ученăйсем пĕрре кăна мар ху¬скатнăччĕ. Çав тапхăрта мишер¬сем пирки хăюллăнах калаçман, ми¬шерсене иккĕмĕш сортлă тутарсем пек йышăннă. Паян вара ун пирки урăхларах шухăшлаççĕ. Хусан хули 1000 çул тултарнă чухне РФ Прези¬денчĕ Владимир Путин саламлама килнĕччĕ. Владимир Владимиро¬вич салам сăмахне тутарла кала¬нăччĕ. «Мĕнле калаçрăм эпĕ тутар¬ла? Çынсем ăнланчĕç-ши?» — ыйт¬нăччĕ вăл Тутарстан Президентĕ¬нчен. «Питĕ аван, тутар-мишерсем пекех вуларăр», — хуравларĕ ăна Минтимер Шаймиев. «Камсем вĕсем мишерсем?» — ыйтрĕ Вла¬димир Владимирович. «Вĕсем — тутар халăхĕн хăйми», — пулчĕ ху¬рав. Мишерсем хăйсен чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварнă. Паян ăна аталантарассишĕн тăрăшаççĕ. Çавăнпа эпир хамăр коллектива тĕрĕс ят панă. «Мишар» 30 çулта мишерсен чылай юрри-ташшине аса илсе куракан патне çитернĕ. Ăна ытти фольклор ушкăнĕнчен хăйнеевĕрлĕ пулнипе тÿрех уйăр¬са илме пулать. Авалхи юрăсене шăрантарнăран мишерсемпе этно¬графсем те кăсăкланаççĕ. Çамрăк¬сем репертуар тĕпчеме ют çĕршыв¬сенчен ятарласа килеççĕ. «Мишар» виçĕ ăру çыннине — ачасене, çам¬рăксене тата аслисене – пĕрлеш¬терет. Кунта паян пурĕ 70 ытла çын çÿрет.

— Калăр-ха: Крым тутарĕсемпе çыхăну тытатăр-и?

— Крым тутарĕсем пирĕнтен чĕлхипе тата культурипе уйрăлса тăраççĕ. Çав вăхăтрах пире нумай пĕрпеклĕх çыхăнтарать. Пĕр тĕне ĕненетпĕр. Кăçал эпир Крымра икĕ хутчен пултăмăр. Пĕтĕм тĕнчери «Алтын Майдан Крым» /Крымри ылтăн тÿрем/ фестивале хутшăн¬тăмăр. Курорт поселокĕнче иртекен пысăк çак мероприятие Раççейри тĕрлĕ наци халăхĕ — 800 яхăн çын — пухăнать. Асăннă фестивальте эпĕ улттăмĕш çул жюри комиссийĕнче ĕçлетĕп. Пĕр çулхине жюри пред¬седателĕ пулма шаннăччĕ. Пĕлтĕр асăннă фестивале «Мишар» ан¬самбль кайнăччĕ, кăçал вара Патă¬рьел районĕнчи Шăнкăртамри «Би¬ляр» фольклор ушкăнĕ, Комсомоль¬ски салинчи «Кубяночка» вокал ан¬самблĕ, Шупашкарти «Ялкын» ту¬тар ансамблĕ хутшăннă. «Ăçта кăна пулман эпир, анчах çакăн пек хăватлă фестиваль хальччен кур¬ман», — тенĕччĕ унта хутшăнни¬сем. Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче вара Симферопольти музыка театрĕнче тутар фольклор фестивалĕн гала- концерчĕ пулчĕ. Унта «Мишар» ан¬самбльпе /аслă ăрурисемпе/ кай¬рăмăр. Эпĕ — асăннă ушкăнăн про¬дюсерĕ. Пире Тутарстан Прези¬денчĕ Рустам Минниханов 43 вы¬рăнлă автобус парнеленĕ. Çавăнпа эпир Раççейри тĕрлĕ хулана çитсе хамăр пултарулăхпа савăнтарнă. Пĕлтĕр Кабарда-Балкарта, Чечня¬ра пултăмăр. Пĕр-пĕрин ăсталăхĕ¬пе паллашатпăр, çĕннине вĕрен¬се килетпĕр. Урмаелсем яланах çул çÿрессипе палăрнă. «Сирĕн халăх ăçта ĕçлет?» — ыйтать килен- каян яланах. Мишерсем ĕмĕр тăршшĕпех тĕрлĕ хулана ĕçлеме çÿреççĕ. Кирек ăçта кайсан та ялах таврăнаççĕ. Ĕçлесе илнĕ укçине тă¬ван яла аталантарма яраççĕ. «Аяк¬ка кайса унтах вырнаçасчĕ», — тесе шухăшламаççĕ вĕсем. Çамрăксем яла юлаççĕ — çакă пирĕн пуянлăх. Çакă пирĕн юнра. Пирĕн çамрăк мă¬шăрсем ялтах çурт лартса уйрăлса тухаççĕ. Чылай çемьере виçĕ ăру çынни килĕштерсе пурăнать. Манăн та хăй вăхăтĕнче ялтан кайма май пулнă. Хусана та ĕçлеме чĕннĕ. Ан¬чах несĕлсен ырă йăлине пăрахма¬рăм, аннене пĕччен хăвараймарăм. Вăл пире пĕчченех ура çине тăрат¬нă. Çитменнине, эпĕ çемьере пĕр ывăл кăна, ыттисем хĕрсем.

— Ферит Абдуллович, эсир Ур¬маел ял кунне уявлатăр-и?

— Пирĕн ун пек йăла çук. Вăйпа вара ăна пурнăçа кĕртейместĕн. Ун вырăнне эпир Сабантуя ан¬лăн уявлатпăр. Ăна мишерсем çул¬талăкĕпех кĕтеççĕ. Вăл ял, урам, çемье, йăх праçникĕ те. Çав кун çынсем мечĕте каяççĕ, пĕр клас¬ра вĕреннисемпе тĕл пулаççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçеççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ, наци апачĕ¬семпе сăйланаççĕ. Ку ĕçре пире ма¬нăн сайт нумай пулăшать.

— Иккĕмĕш сыпăкри йăмăкăра чă¬ваш йĕкĕтне качча пани пирки те пĕлес килет.

— 25 çул каялла Шăмăршăра пу¬рăнакан Расиме Карапай Шăмăр¬шă йĕкĕтне Валерăна качча тух¬нăччĕ. Мишер хĕрĕпе чăваш кач¬чи пĕр-пĕрне кăмăлланăччĕ, ан¬чах ашшĕ-амăшĕ вĕсене пĕрлеш¬тересшĕн марччĕ. Юлашкинчен вĕсен кăмăлне çавăрнăччĕ ĕнтĕ. Хĕр килĕшме килсен хайхи тутар хĕрарăмĕсемпе чăваш инкисем ниепле те пĕр-пĕринпе калаçса каяймаççĕ. Ютшăнаççĕ ĕнтĕ. Вĕсен хушшинче пысăк хÿме тейĕн. «Кун пек ĕç тухмасть, Ферит, эсĕ клубра ĕçленĕ, атя пулăш», — терĕ аттен шăллĕ мана чĕнсе илсе. «Айтăр- ха, инкесем, черккĕрсене тулта¬рăр», — терĕм. Вара «Тăпăртат¬са тăрать тур лаши» юрра юрла¬са ятăм. Ак хайхи, инкесем хускал¬са кайрĕç. «Ай-яй, Ферит чăваш¬ла юрлать!» — тĕлĕнчĕç тутарсем. Çакна тăхлачăсем паянчченех аса илеççĕ. Мĕн тетĕр? Çирĕп çемье пулчĕ. Халĕ Расимепе Валера Му¬скавра пурăнаççĕ. Пĕр ывăл пăхса ÿстерчĕç. Радик тутарсене те, чă¬вашсене те хисеплет. Икĕ чĕлхи¬не те аван пĕлет. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен тĕнĕсенех пăхăнаççĕ, Ра¬дик вара хăш тĕне йышăнмаллине суйлать-ха. Эпĕ тĕрлĕ наци çынни пĕрлешнине сивлеместĕп, анчах тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем çемье çавăрнине хирĕç. Çемьере ача çуралсан ят хунă чухне хирĕçÿ сик¬се тухма пултарать.

— Чăвашла ача чухнех вĕреннĕ- им эсир?

— Эпĕ ялти шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн агронома вĕрен¬ме кайнăччĕ. Ушкăнра вырăс хĕрĕпе Нинăпа мансăр пуçне пур¬те чăвашчĕ. Вĕсем хăйсен хуш¬шинче калаçатчĕç, эпир нимĕн те ăнланмастăмăр. «Кун пек епле пурăнмалла-ха?» — шухăшлаттăм ялан. Вара чăвашла вĕренес терĕм. Тепĕр икĕ уйăхранах чăвашла калаçма пуçларăм. Калаçу чĕлхине кашни кунах çĕнĕ сăмахсем кĕртсе пуянлатса пытăм. 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне чăваш юрри-ташшин ансамбльне йĕркелерĕм. Халĕ эпĕ чăвашла калаçма кăна мар, юрлама та, ташлама та пултаратăп.

— Агрономран ача-пăча искус¬ствăсен шкулĕн директорне епле çитрĕр?

— Эпĕ техникума вĕренме кай¬нă чухне аттен пиччĕшĕ Мине¬тулла Гибатдинов Урмаелте кол¬хоз председателĕнче ĕçлетчĕ. Ди¬плом илнĕ тĕле ун вырăнне урăх¬хине лартрĕç. Вĕренсе пĕтерсен хамăн специальноçпа ĕçлеме вы¬рăн пулмарĕ. Комсомольскинчи со¬вхозра та йышăнмарĕç. Вара тă¬вансем мана ялти клуба вăхăтлăх вырнаçма сĕнчĕç. Аннепе калаçса килĕшсе Урмаелти культура çуртĕ¬нче ĕçлеме пуçларăм. Вăл мана туртса кĕрсе кайрĕ. Унтанпа 36 çул хыçа юлчĕ. Астăватăп-ха: Урма¬ел клубĕ кĕрлесе кăна тăратчĕ. Ун¬тан шăпа мана район центрне илсе çитерчĕ. Район администрацийĕн культура пайĕн инспекторĕнче вăй хутăм. Ун чухне Комсомольски са¬лине килмен тĕк — пурнăçра хамăн чăн вырăна тупаймастăм та пулĕ. Кĕçех искусствăсен шкулне лекрĕм. Унта паян чăвашсемпе тутарсем, вырăссем килĕштерсе ĕçлеççĕ.

— Республикăмăрта Халăхсен туслăхĕн çурчĕ кирли пирки юлаш¬ки вăхăтра нумай калаçаççĕ.

— Пирĕн туслăх «çурчĕ» пур, вăл — чăваш çĕрĕ. Анчах, шел те, чăн çурчĕ çук. Ку эпир начар пурăннине пĕлтермест-ха. Нумаях пулмасть ав Чăваш Республикинчи халăхсен ассоциацине туса хутăмăр. Вăл хут çинче кăна ан юлтăр тесен ятарлă база кирлех. Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕ Ха¬лăхсен туслăхĕн çуртне йĕркелеме шăпах меллĕ. Туслăх çурчĕ пулсан эпир, тĕрлĕ халăх, Чăваш Енре пу¬рăнма хăтлă пулнине сăмахпа кăна мар, ĕçпе те кăтартăттăмăр.

— Культурăсăр пуçне тата мĕнпе кăсăкланатăр?

— Енчен те çын ялта пурăнать тĕк – чун киленĕçĕсĕр май çук. Эпĕ строительте те, комбайнерта та ĕçленĕ. Килти ĕçсене йăлтах тăва¬тăп. Тутар наци апатне хатĕрлетĕп. Плов янтăлама кăмăллатăп. Кир¬лех тĕк – япала та çăватăп. Эпир аттесĕр ÿснĕ — нимĕнле ĕçе те тир¬кемен. Хăй вăхăтĕнче пирĕн ялта йăла пурччĕ: арçынсен, арçын ача¬сен шыв ăсма кайма юрамастчĕ. Хĕрарăмсем кăна çÿренĕ. Манăн анне вара ялан ĕçреччĕ. Эпĕ шыв ăсма та кайнă, урай та çунă, апат та пĕçернĕ. Паянчченех нимĕнле ĕçе те тиркеместĕп.

— Ферит Абдуллович, пысăк тав интереслĕ калаçушăн! Сире Халăх¬сен пĕрлĕхĕн кунĕпе саламлатăп! Ĕçре тата та пысăкрах çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатăп!

Роза ВЛАСОВА

К,СКЕН

Ферит Абдуллович Гибатдинов 1959 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Урмаелте çуралнă. Шкул хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра пĕлÿ илнĕ. Ялти клубра, Комсомольски район ад¬министрацийĕн культура пайĕнче ĕçленĕ. Хусан культура институтĕнче вĕреннĕ. Комсомольски салинчи ача-пăча искусствăсен шкулне 28-мĕш çул ертсе пырать. «Чăваш Республикинчи тутар наци-культура авто¬номийĕ» общество организацийĕн председателĕ. Чăваш Республикин тата Тутар Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

ъ.

Рубрика: