Федераци хыснинчен - 0,5 миллиард тенкĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн Администрацийĕнче ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ.

Михаил Васильевич Владимир Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕсен индикативлă кăтартăвĕсене еплерех пурнăçланине пĕлтернĕ. Чăваш Ен федераципе кăçал партнерла хутшăнусене ăнăçлă йĕркелет. Темиçе кун каялла çеç, Санкт-Петербургри экономика форумĕнче, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ финанс министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулнă. Сăмах май вĕсен хушшинчи юлташла çирĕп çыхăну тахçанах йĕркеленнине палăртмалла. Икĕ енлĕ кашни тĕлпулу Чăваш Ене пысăк усă кÿни куçкĕрет. Республика бюджечĕн тăкакĕсемпе тупăшĕсен, ытти укçа пухăнăвĕн шайлашулăхне тивĕçтерме федераци хыснинчен 500 миллион тенкĕ уйăрас ыйтăва татса панă. Çав шайлашулăха тивĕçтерме кăçал пурĕ 841 миллион тенкĕ уйăрса парĕç.

Ытти регион хушшинче Чăваш Ен укçа-тенкĕпе усă курас ĕçре виçевлĕ-шутлавлă политика тытса пынипе палăрса тăрать. Ку бюджет çирĕплетессине, ăна пурнăçлассине, çавăн пекех патшалăх умĕнчи парăмпа татăлассине йĕркелесе пынине пырса тивет. ЧР Правительстви парăм политикине яланах пысăк яваплăхпа пурнăçа кĕртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - парăма кĕр, анчах унпа перекетлĕ усă кур.

Чăваш Ен - Раççей Финанс министерстви бюджетран кредит парассипе икĕ енлĕ килĕшÿре палăртнă пĕтĕм тивĕçе туллин пурнăçлакан нумай мар регионран пĕри. Çавăнпа федераци центрĕ республикăна хыснаран укçа хушса парас ыйтăва яланах ЧР ертÿлĕхĕпе сÿтсе явать, мĕншĕн тесен кунта укçана çийĕнчех вырăна çитереççĕ.

 

С.СЕРЕГИН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.