Фарфорăн иккĕмĕш пурнaçĕ

Фарфор чашăк-тирĕк вансан кăларса ывăтатпăр та — ĕçĕ те пĕтнĕ. Анчах тепĕр чухне пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă асăнмалăх савăт е кÿлепе /статуэтка/ çурăлса кайсан кăларса ывăтма шел.

Кун пек чухне япалана çыпăç­тармалли, тĕрĕссипе, сыпăнтармалли кăсăк меслетпе усă курма сĕнетпĕр. Çĕмрĕк савăт хуçăлнă шăмă пек сыпăнса ларĕ.

Япала анчах çĕмĕрĕлнĕ пулсан çума кирлех мар, тахçантарах çурăлнă савăтăн çурăк тĕлĕ тĕк­сĕмленет, ăна савăт çумалли шĕвекпе тасатмалла. Типĕтмелле, катăка пĕрлештерсе резинкăпа е çиппе явакласа çыхмалла. Скотчпа çыпăçтармалла мар. Çурăк ен йăлтах вырнаçакан савăт илетпĕр, катăка унта хуратпăр та сĕт яратпăр. Çурăк сĕтпе витĕнтĕр. 3-4 кун пÿлĕмре лартатпăр. Сĕт çак вăхăтра йÿçĕхет, çапла кирлĕ те.

Çурăк тĕксĕмленмен тĕк фарфор куркана сĕтрен кăларнă тĕле çыпăçнă йĕр палăрмĕ те. Маларах тĕксĕмленнĕ йĕр те сĕтре тăнипе çуталать, кăшт çеç палăракан пулать.

Фарфорăн иккĕмĕш пурнăçĕ пуçланать, унпа пĕрлех кăмăл та çĕкленĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.