Эй, савăнар, çĕр ĕçченне мухтар!

10 Утă, 2018

Чăваш Енре федерацин ХVIII Сабантуйĕ иртрĕ
Шăматкун çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан тутарсем çĕрпе суха уявне — Сабантуя — паллă тума Чăваш Енĕн тĕп хулине Шупашкара пухăнчĕç.
Хăнасем Раççейри 41 регионтан килнĕ. Вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Тутар Республикин Президентне Рустам Минниханова Чăваш наци конгресĕ çывăхĕнчи тÿремре кĕтсе илчĕç. Федерацин XVIII Сабантуйне пухăннисемпе тĕл пулса калаçнă хыççăн делегаци Хĕрлĕ тÿремри Арбатра халăх ăстисен ĕçĕсен куравĕпе паллашрĕ. Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов уйрăмах чăваш тĕрриллĕ япаласем, хушпусемпе тухьясем патĕнче ытларах чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех вăл кăçатă йăвалакансен ĕçĕсемпе кăсăкланса паллашрĕ.
Сабантуя официаллă лару-тăрура Михаил Игнатьев тата Рустам Минниханов уçрĕç.
— Паян уява пухăннă çынсен хаваслă сăнĕсене, ачасен çиçекен куçĕсене курма питĕ хавас. Кунта тутарсем çеç мар, чăвашсем, вырăссем, ытти халăх ывăлĕ-хĕрĕ те килнĕ. Эпир яланах туслă пурăннă, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисепленĕ, упраса пырса аталантарма тăрăшнă. Малашне те çаплах пулĕ, — терĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл Пĕтĕм Раççейри уява чăваш çĕрĕнче ирттерни республикăшăн пысăк чыс пулнине, федераци Сабантуйĕ тĕрлĕ наци çыннисене пĕрлештернине, çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма хăват панине палăртрĕ, Чăваш Ен тата Тутарстан лайăх кÿршĕсем пулни, регионсен экономика çыхăнăвĕсем, ĕçлĕ хутшăнăвĕсем çирĕп аталанса пыни, пĕр-пĕрин культурине хисеплени çинчен аса илтерчĕ.
Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов сăмах илсен чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхне тата унăн командине Сабантуй йĕркелеме пулăшнăшăн, хăнасене хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ.
— Чăваш Енре 34 пин тутар пурăнать. Вĕсем Чăваш Ен ырлăхĕшĕн ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Тутарстанра вара 116 пин чăваш тĕпленнĕ. Вĕсем пирĕн тăрăхра хăйсен тăван чĕлхине вĕренеççĕ, йăли-йĕркине упрассишĕн, аталантарассишĕн тăрăшаççĕ. Эпир чăвашсене ку енĕпе яланах пулăшса пыратпăр. Тĕрлĕ халăх çыннисем туслăхра, килĕшÿре пурăнни — пирĕн вăй, — терĕ Рустам Минниханов уява килнисене саламланă май. Вăл çавăн пекех килес çул Пĕтĕм Раççейри чăвашсен «Уявне» тутар çĕрĕнче ирттересси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе калаçса татăлни çинчен пĕлтерчĕ.
Кирек хăш уяври савăк самантсенчен пĕри вăл — ĕçре, пултарулăхра пысăк çитĕнÿ тунисене чыслани. Хальхинче те тутар халăх культурине упраса хăварас, аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнисене Чăваш Ен тата Тутарстан ертÿçисем патшалăх наградисемпе хавхалантарчĕç. Чăваш Республикинчи тутарсен наци культура автономийĕ Рустам Миннихановран пысăк парне йышăнчĕ: пĕрлĕх çĕнĕ микроавтобуслă пулса тăчĕ.
2018 çулхи Сабантуй ялавне çĕкленĕ хыççăн çĕр ĕçченне халалланă уяв хĕрсе кайрĕ. Тутарсем, вырăссем, чăвашсем туслă йышпа вăйă картине тăчĕç, ĕç çыннине мухтакан юрă-кĕвĕ Атăл тăрăх инçете саланчĕ... Амăшĕн палăкĕ çывăхĕнчи лапамра Чăваш Енре пурăнакан тата регионсенчен килнĕ тутарсем тутар çыннисен кулленхи пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан картишсем йĕркеленĕ. Кунтах тĕрлĕ вăйă выляма, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма май пулчĕ.
Рустам Минниханов, Тутар Республикин Президенчĕ:
— Сабантуй — пирĕн чи юратнă уяв. Хальхи вăхăтра вăл тутарсен уявĕ çеç мар. Ăна пĕтĕм Раççейре, 30 ытла çĕршывра, 57 ытла регионта, Чăваш Республикинче тутарсем пурăнакан районсенче анлă паллă тăваççĕ. Тутар Республики пирки вара каламалли те çук. Кунта кашни ялта Сабантуя уявлаççĕ. Çак уяв тутар халăхĕн хăйне евĕрлĕхне, культура пуянлăхне кăтартма май парать. Сабантуя килекенрен хăш халăх çынни пулни пирки никам та ыйтмасть. Хăть юрла, хăть ташла... Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнатăн-и? Е тăвансемпе пĕрле ларса чей ĕçетĕн-и? Тутарсем мĕнле пурăннипе кăсăкланатăн-и? Тархасшăн! Кÿршĕсене тĕп хулан тĕп лапамĕнче анлă Атăл хĕрринче çакăн пек пысăк уяв туса панăшăн тав тăватăп.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.