Евчĕ патне туйăм шыраса килеççĕ

14 Ака, 2016

Этем уйрăмах çуркунне юрату шырать. Савни тупас текен çыннăн кашнин хăйĕн сăлтавĕ, Турă çырнипе тĕл пуласшăн çунакан та нумаййăн. Хăшĕ-пĕри ку ĕçре пулăшу ыйтма евчĕ патне çул тытать. Шупашкарти пĕр агентство ертÿçи Наталья Вовчанюк та çакна çирĕплетрĕ.

 Пĕр кĕрепле çине иккĕ пусас мар

- Наталья Геннадьевна, евчĕ пулма сире мĕн хистерĕ?

- Унччен бизнес тытса пыраттăм, ĕçтешсен хушшинче пĕччен хĕр-хĕрарăм чылайччĕ. Интернет урлă паллашасси ун чухне модăна кĕменччĕ. Çын урлă хусахсем пирки ыйтса пĕлеттĕм те пĕлĕшсенчен пĕрне, теприне савни тупса параттăм. Евчĕ пулма ниçта та вĕрентмеççĕ. Ку ĕç манран «пиçнине» туйрăм. Малтан «тавтапуçла» çеç паллаштараттăм. Кайран пĕчĕккĕн хамăн базăна йĕркелеме, хаçата пĕлтерÿ пама тытăнтăм. Бизнесран уйрăлса агентство уçрăм, пуçĕпех евчĕ ĕçне пикентĕм.

- Раççейри тĕп евчĕ Роза Сябитова хĕрсемпе каччăсене кăнттам ыйтăвĕсемпе тапăнать, кăмăллă мар хуравсемпе аптăратсах ярать. Эсир унăн сăнарне епле хаклатăр?

- Професси тĕлĕшĕнчен вăл хăйĕн вырăнĕнче тейĕттĕм. «Атя, пĕрлешер» телекăларăм ытларах пиарпа, рекламăпа çыхăннă. Рейтинг тăвас тесе темĕн те калама пулать. Сябитовăри хăш-пĕр ене ырласа йышăнатăп, килĕшменнисем те пур паллах. Клиентсене йышăннă чухне вăл хăйне урăхларах тытать ахăртнех. Пирĕн ĕçре тепĕр чухне çирĕпрех калаçасси пулать, мĕншĕн тесен клиент пурнăçа хăйне май хаклать, вăл пыракан çул-йĕр çеç тĕрĕс тесе шухăшлать. Çакă ăна хутшăну пуçарма чăрмантарать. Пурнăç кăларса тăратнă ыйтăва сÿтсе явсан, ăнлантарсан тин хăйĕн йăнăшне ăнкарать вăл. Тÿпере вĕçме хăнăхнă çынна çĕр çине антармаллах, куçне уçмаллах. 7 çулта çын психологине аван туйма хăнăхрăм. Пĕччен арçынсемпе хĕрарăмсен куççульне те самаях куртăм: бизнесра йăлтах йĕркеллĕ, укçа-тенкĕ пур вĕсен, анчах çемье телейне тупаймаççĕ. Евчĕ патне пĕчченлĕхрен хăтăлас тесе килеççĕ ĕнтĕ. Куратăр-и: манăн стенасем çинче мăшăр тупнă çынсен сăнÿкерчĕкĕсем, тав туса çырнисем аплипех çакăнса тăраççĕ.

- Пĕлĕшсене савни тупса пани - пĕрре, пач палламан çынсене мăшăрлă тăвасси яваплăрах пек туйăнать.

- Халĕ ку маншăн ĕç, вăл хăйĕн «çимĕçне» парать. Клиентсемпе 1,5-3 сехет сăмахласа ларнă май вĕсем çинчен нумай пĕлетĕп, кăмăлĕ те уçăлать. Пĕр кĕрепле çине тепĕр хутчен пусас мар тесен унчченхи хутшăнусемпе кăсăкланатăп, мĕншĕн уйрăлса кайнине ыйтатăп.

- Çынсем Интернета шанма пăрахрĕç-им?

- Манăн клиентсем пурте тенĕ пекех ку меле тĕрĕсленĕ, анчах путли нимĕн те тухман вĕсен. Тĕнче тетелĕнче пурте ирĕклĕ туяççĕ, тем те пĕр çырма пулать унта, çав шутра - суйса та. Кунта вара тĕлпулăва чĕнекен çыннăн сăнÿкерчĕкне те куратăн, ун çинчен 50-70: таран пĕлетĕн: ача пуррипе çуккине, мĕнле пĕлÿ илнине, ăçта ĕçленине, тупăшне, пурăнмалли çурт-йĕр пирки, çĕнĕ савнирен ача кĕтет-и вăл... Анкетăра йăлтах паллă.

- Сирĕн агентствăн сайтĕнче питĕ хитре, лайăх ĕçре тăрăшакан хĕр-хĕрарăм мăшăр шыранине куртăм. Чиперуксене те ку енĕпе йывăр-шим?

- Агентствăна ытларах килтен питех тухса çÿреме юратман йĕркеллĕ çынсем килеççĕ. Ĕç, кил, ачисем, ашшĕ-амăшĕ - çакнашкал графикпа пурăнма, пĕр çынсемпе кăна хутшăнма хăнăхнă вĕсем. Тухса çÿреме вăхăт çук е коллективра арçынсем е хĕрарăмсем кăна. Кафе-ресторанра вăхăта ирттерме кăмăллакансем ман пата пымĕç, мĕншĕн тесен вĕсен паллашма хăйсенех май çителĕклĕ.

- Ытларах хăш ÿсĕмрисем килеççĕ?

- 21-65 çулсенчи хĕр-хĕрарăм, 25-75 арçынсем. Чи пысăк йыш - 30-60 çулсенчисем.

- Çулсем кайнă май савни тупас ĕмĕт сÿнсех пырать пуль.

- Çук, пачах та. Аслă ăрурисен шанăç ытларах та. Ватлăх çитнине аван ăнланаканскерсене калаçу пуçарма çăмăлрах. Укçа-тенкĕ ыйтăвне мар, чунлăха мала хураççĕ вĕсем. Ĕмĕрĕн юлашки çулĕсене лайăх пурăнса ирттересшĕн, шăкăл-шăкăл калаçма çын тупасшăн. Ачисемпе мăнукĕсем ÿссе çитнĕ ĕнтĕ вĕсен. Пурнăçпа туллин киленсе пурăнакан 60-тан иртнĕ арçынсемпе хĕрарăмсем - 25: яхăн.

- Хĕрарăмсем ытларах мĕнле арçын шыраççĕ?

- Чунпа çывăххине, хăйĕнпе пĕрешкеллине. Сăмахран, пысăк должноç йышăнакан, хăйĕнпе пĕр шайрине, çын хушшине тухма, ачисене кăтартма намăс маррине.

- Эсир миçе çынна мăшăр тупса панă?

- Ятарлă статистика туса пымастăп. Ку мана кирлех мар. Çапах «нумай» теме пултаратăп. Пĕр-пĕрне килĕштерекенсем тупăннă хыççăн вĕсен хутшăнăвĕ туй патне çитнипе çитменнине сăнамастăп. Паллашса мăшăр пулаççĕ, урăххине шырама пăрахаççĕ - çакăнпа манăн ĕç вĕçленет. Эпĕ никама та çирĕппĕн тĕрĕслесе тăмастăп. Кăмăл пуррисем туя чĕнеççĕ, ача çуралнине пĕлтереççĕ. Хăшĕ-пĕри нимĕн те шарламасть.

Никама та

шантармасть

- Сирĕн пата килнĕ пур çынна та пулăшаятăр-и? Çулталăклăха 1800 тенкĕ тÿленине кашниех тÿрре кăларасшăн-çке.

- Никама та çирĕппĕн шантармастăп, унашкал тума ирĕк çук манăн. Пуринчен те çапла ыйтатăп: эсир ахаль чухне, хула урамĕпе утнă май, сăмахран, çулталăкра миçе çынпа паллашатăр, тĕлпулăва каятăр? Хуравĕ пĕр евĕрлĕрех: 1-3 çынран ытла мар. Вĕсем те иккĕленÿ çуратаççĕ: çемьеллĕ-и, ирĕклĕ-и, сывă ăс-пуçлă-и? Кунта вара эсир шыракан сăнара çывăх 15 çынпа /тен, ытларах та/ паллашма май пур. Ун çинчен йăлтах тĕрĕссине пĕлетĕр. Тĕрлĕ сферăра тăрăшакан клиентсем пур манăн. Çыхăнусем пулăшнипе çын пирки кирлĕ информаци пĕлме йывăр мар. Сăмахран, наркологи е ÿтпе венерологи диспансерĕн­че шутра тăмасть-и? «Эсир ăçтан йăлтах пĕлетĕр?» - тĕлĕнеççĕ хăшĕсем. «Пĕр шăнкăрав тунипех сирĕн пирки йăлтах уçăмлататăп», - тетĕп.

Кашни тĕлпулу ăнăçлă вĕç­ленмест паллах: эсир те суйлатăр, сире те суйлаççĕ. Çыхăну мĕн­шĕн йĕркеленменнине, тĕлпулура мĕнле йăнăшсем тунине пĕрле сÿтсе яватпăр. Чи пĕлтерĕшли - хăвăра лайăх енчен кăтартасси.

- Пĕрремĕш тĕлпулура çыннăн хăйне мĕнле тытмалла? Пирĕн вулакансене сĕнÿ парсамăр.

- Кая юлса килмелле мар, паллашу сире кăсăклантарнине кăтартмалла. Куçа питĕ йăмăхтаракан тум ан тăхăнăр, вăйлă ан сăрланăр. Тĕлпулăва хатĕрленмелле: сăмах чĕнмесĕр пĕр-пĕрин çине пăхса ларас мар тесен мĕн çинчен калаçмаллине, ыйтусене хут çине çырса хурăр. Капла вĕсем пуçа кĕрсе юлĕç. Унсăрăн пăлханнипе манăçĕç. Шÿтлесен, кулсан калаçу пĕчĕккĕн сыпăнатех. Вăтанчăклăх чиккинчен иртсен иксĕр те паллакан çынсем тупăнаççĕ. Вара эсир пĕр-пĕрне килĕшетĕрех. Юрату çуралмасан кулянмалла мар, туссем пек тăрса юлаятăр. Çакăн пек тĕслĕх пулнăччĕ: каччă тĕлпулăва килнĕ хĕр ăна валли маррине ăнланчĕ, анчах лайăхскере çухатас темерĕ - тусĕпе паллаштарчĕ. Кĕçех вĕсем пĕрле пурăнма тытăннине илтрĕм.

- Кăсăклă проектсемпе пал­лаштарăр-ха.

- Тĕлпулу каçĕсене кафере ирттеретпĕр, унта клиентсене кăна мар, кирек такама та килме чару çук. Çуралнă кун паллă тума та килеççĕ. 3 сехет çурăра юрлама-ташлама, вăйă-конкурс ирттерме ĕлкĕретпĕр. Вĕсене хамах ертсе пыратăп, хăнасене кĕтсе илетĕп. Пĕрисем савни тупаççĕ тĕк теприсем бизнесри партнера тĕл пулса хутшăну пуçараççĕ. Çулла Атăл тăрăх теплоходпа ярăнатпăр, уçă сывлăшра ташă каçĕсем йĕркелетпĕр. Лайăх специалист тупас тесе нумай шырарăм: астрологпа психолог, таро картпа юмăç пăхакан та пур. Планра - хĕрарăмсен клубне уçасси. Унăн тĕллевĕ - специалиста чĕнсе пĕр-пĕрне тĕрлĕ ыйтура пулăшасси. Пĕр шухăшлисен клубĕсем хĕрарăмсене питĕ кирлĕ. Теприсен, сăмахран, чуна уçса калаçма çывăх çын çук. Ĕçре е çемьере йывăрлăх тухсан кама каласа кăтартмаллине пĕлмеççĕ.

Телейне вĕçертнĕ

- Пĕр-пĕрне суйласси епле пулса иртет?

- Акă манăн алăра арçын анкети. Эпĕ ăна хамах сăн ÿкертĕм. Хĕрарăмсен каталогне тишкернĕ май кăмăла кайнисене суйлать, клиентка хăйĕн çинчен мĕн çырнине шĕкĕлчет, хам та ун çинчен каласа кăтартатăп. Хăш-пĕр чиперкке сăнÿкерчĕк нумай илсе килет. Тĕрĕс ку: эпĕ вĕсене çапла тума сĕнетĕп - хамăра кăтартма пĕлмелле, хĕрсем! Тепĕр ыйту та пур: пике çав арçынна килĕштерĕ-и? Анкетăра çырнин 50-70: тивĕçтерет тĕк унăн телефон номерне паратăп. Вара тĕлпулу пирки калаçса татăлаççĕ.

- Икĕ ачаллă хĕрарăма мăшăр тупма çăмăл-и?

- Пытармастăп, ку тĕлĕшпе йывăртарах. Çын ачишĕн явап илмелле-çке. Арçын хăй те ачаллă пулсан хĕрарăма ăнланатех. Теприсем, çынни лайăх пулсан, ачаллине тиркемеççĕ. Чи кирли - хĕрарăм çĕнĕ хутшăну пуçарма хатĕрри. Упăшкинчен хальтерех уйрăлнă клиентка килнĕччĕ, йĕрет хăй. Чун суранĕ тÿрленейменни курăнать. Май пур таран ăна пулăшма тăрăшăп-ха, анчах унчченхи туйăмран хăтăлма вăхăт кирлĕ, унсăрăн çĕнни пурнăçа кĕмест. Малтанхи упăшки чĕререн тухса пĕтмен тĕк çав хĕрарăм урăх никама та йышăнаймĕ, тĕлпулăва кайсан та усси пулмĕ. Çавăнпа пурин патне те çакнашкал сĕнÿ: ман пата киличчен унчченхи хутшăнусене татăклăн вĕçлемелле, таса листаран пурăнма тытăнмалла. Çакнашкал тĕслĕх пулнăччĕ: икĕ ачаллă хĕрарăма нумай арçын килĕштерчĕ. Анчах унăн малтанхи упăшки кавалерсене картлашкаран сирпĕнтерес патнех çитнĕччĕ. Ку нимĕнле арçынна та килĕшмĕ. Клиентсем пурте пĕр саслăн: «Вăл малтан упăшкипе ĕç-пуçа вĕçлетĕр, кайран пирĕнпе паллаштăр», - терĕç. Харпăр хăйĕн ыйтăвне тепĕр çын çине çакни, манăн шухăшпа, тĕрĕс мар.

- Пĕрре курнипех юрату çура­лать-и?

- Ун пекки те пулать. Çулталăк каялла 32-ри Андрей, профессипе - юрист, килнĕччĕ. Çутă сăн-питлĕ, сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă пикене шырарĕ вăл. Хаваслă, хăйне сăпайлă тыттăр, пурнăçа юраттăр... - савнире çак енсене курасшăн хайхискер. «Пур унашкалли», - терĕм. Эрне маларах амăшĕ пĕчĕк хĕрĕпе килнĕччĕ. Андрей сăнÿкерчĕке курсанах хĕрарăма килĕштерчĕ, урăх никампа та тĕл пулмарĕ. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче туй тусах пĕрлешрĕç вĕсем.

Пĕр клиент вара сайтра курнă сăнÿкерчĕке курсах хĕре килĕштернĕччĕ. Çине тăрсах унпа курнăçрĕ, анчах хутшăну йĕркеленеймерĕ - арçын хĕрĕн кăмăлне каймарĕ. Лешĕ тек никампа та паллашмарĕ.

- Ялтан килекенсем пур-и?

- Нумаййăн. Анчах ялта пурăнакансем темшĕн çурт-йĕр ыйтăвне татса парайманнине асăрхатăп. Хĕрарăмăн та, арçыннăн та - хăйĕн хуçалăхĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Кил-çуртне никам та пăрахса каясшăн мар.

- Хамăн çынна епле тупмалла-ха?

- Шалти туйăм ăна хăех систерĕ. Пĕр арçын çапла каларĕ: «Çĕр каçмалăх хĕрарăм тупма йывăр мар, чуна выртаканни, кĕлеткен кашни пайне хускатаканни кирлĕ мана», - терĕ. Евчĕ патне çынсем туйăм шыраса килеççĕ. Хăшĕсем часах тупаççĕ ăна, теприсем вара куç умĕнчех телее алăран вĕçертеççĕ. Надя ятлă пĕр хĕрарăм тĕлпулуран тĕлпулăва çулталăк чупрĕ. Хĕрарăм - «нарасхват». Эпĕ ăна арпашăнасран арçынсен списокне тума сĕнтĕм. Тепĕр çулталăк - шăплăх, никам та чĕнмест. Мĕн пулчĕ? Шăпаран тараймăн тенине ăнлантăм. Пĕр арçын килчĕ: ăна Надя пур енĕпе те тивĕçтермеллискерччĕ. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне валли çуралнă тейĕн, сисетĕп: лайăх мăшăр пулмалла. Хĕрарăм вара унпа тĕл пулма хирĕçлерĕ. «Манăн çын пек туйăнмасть», - шăнкăравласа çапла пĕлтерчĕ мана. Тĕл пулнă тăк 100 проценчĕпех килĕштеретчĕç, çук, кăмăл çуккипе шăпине хăй татса пачĕ. Çавăн хыççăн çулталăк никам та ăна суйламасть. «Кайăр, çÿрĕр тĕлпулусене», - тетĕп. Ăнăçлă вĕçленмесен опыт пухăнать, упăшка тупаймасан юлташ пек юлатăр, унăн вара хусах тусĕсем пурах...

Алина ИЗМАН. 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.