Етĕрне районĕнчи Лапракассисем чăвашла калаçман пуçлăхсене кÿреннĕ
Етĕрне районĕнчи Лапракасси ял халăхĕ чăвашла калаçман пуçлăхсене кÿреннĕ. Кун пирки "Хыпар" хаçатăн паянхи номерĕнче Валентина Багадерова журналист пĕлтернĕ. Сăмахĕ нарăсăн 13-мĕшĕнче Лапракасси ялĕнче иртнĕ пуху пирки пырать.
Унта Хучаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Надежда Лебедева пĕлтĕрхи ĕç-хĕл пирки отчет тунă. Анчах доклада вăл чăвашла вуламанни çынсене кÿрентернĕ. "Етĕрне районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Софронов та вырăсла калаçрĕ. Пирĕн республикăра «Чĕлхесем çинчен» саккун пурнăçланмасть-шим? Чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи-çке. Пухура ларакансен хушшинче вырăсла пĕлменни çук. Тăван килте те чăвашла калаçмасан пирĕн тата ăçта калаçмалла? Яла килекен тÿре-шара чăвашла доклад туса патăр. Вара эпир чăваша пĕтме памăпăр", - тесе çырнă унта.
Хучаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Надежда Лебедева "Хыпар" хаçата ăнлантарнă тăрăх, пухăва халăх йышлă пухăннă, 100-120 çын ытла. Вăл тăрăхри ялсенче чăвашсем кăна мар, вырăссем те пурăнаççĕ. "Хальхинче те вĕсем пухăва Хучашран, Хурамалтан нумаййăн пынă. Çавăн пекех пухăва хутшăннă Етĕрне районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Софронов та, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Андрей Осипов та чăвашла пĕлмеççĕ", - тÿрре тухнă Надежда Лебедева. Вăл каланă тăрăх, "пурне те ăнланмалла пултăр тесе" "отчета вырăсла вулама" тивнĕ.
Комментари хушас