Эстафета — çирĕп алăра

Чĕрĕк ĕмĕр каялла массăллă информаци хатĕрĕсем Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен шкулĕн хĕрачисен спортри çитĕнĕвĕсемпе час-часах савăнтаратчĕç. «Чемень» команда курăк çинче хоккейла выляссипе Анапăра иртекен Раççей чемпионачĕсенчен çĕнтерÿпе таврăнатчĕ. Çамрăк спортсменкăсем çитĕнерехпе спортăн ытти енĕпе те палăрнă. Светлана Миронская, тĕслĕхрен, 1997 çулта ирĕклĕ майпа кĕрешсе республика тата çĕршыв чемпионачĕсенче мала тухнă. Вĕренекенсем паянхи кун та спортпа туслă.
Аслă Чемен каччи Гаврил Медведев виçĕ теçетке ытларах çул каялла Чăваш патшалăх педаго-гика институтĕнче /халĕ университет/ пĕлÿ пухнă вăхăтра хула ачисем курăк çинче хоккейла вы-лянине асăрханă та шухăша путнă: «Ку вăййа ялта та аталантарма пулать вĕт!» Çамрăк педагог диплом илсен тăван ял шкулĕнче ачасене физкультура вĕрентме тытăннă. Çав вăхăтрах хĕрача-сене секцие йыхравланă, тренировкăсем ирттернĕ. Занятисене тĕллевлĕ те сиктермесĕр çÿрени хăйĕн çимĕçне кÿнех — ăсталăх самаях ÿснине пирвайхи ăмăртусемех кăтартса панă.
— 1990 çултан пуçласа республикăри турнирсенче çĕнтерме тытăнтăмăр, — аса илчĕ хĕрÿ вăй-ăсене Гаврил Федорович. — Виçĕ çултан Раççейре те мала тухрăмăр. Пĕрремĕш тата парнеллĕ вырăнсенче татах та пулса куртăмăр. Командăри Светлана Миронскаяна Польшăра çĕршыв чысне хÿтĕлеме шанчĕç. Пирĕн ялтан пултаруллă спортсмен сахал мар тухнă.
Пуçаруçă физрук урăх ĕçе куçсан эстафета çирĕп алла лекнĕ — уроксене тата спорт секцийĕсене Петр Макаров тата Гаврил Федорович мăшăрĕ Марина Медведева ертсе пынă. Марина Викентьевна мана Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пултарулăхри ăнтăлушăн паракан ятарлă стипендине тивĕçнĕ вĕренекенсен списокĕпе паллаштарчĕ. Юлашки 11 çулта ăна 35 ача /2013 тата 2016 çулсенче — ултшарăн/ тивĕçнĕ, 14-шĕ — çамрăк спортсменсем. Вĕсемех лайăх вĕренеççĕ /ылтăн медаль илекенсем те пур/, предмет олимпиадисенче, уйрăмах физкультура енĕпе, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Чи пултаруллисем çар училищисене, аслă шкулăн физкуль-тура факультечĕсене вĕренме кĕреççĕ.
Макаровсемпе Медведевсем «Атте, анне тата эпĕ — спортпа туслă çемье» ăмăртусенче районта çеç мар, республикăра та çулленех палăраççĕ. Медведевсен 4 ачи те — Екатерина, Анастасия, Александр тата Виктор, Макаровсен — Александр, Сергей тата Данил — вĕренÿре малта, спортпа туслă, ытти енĕпе те хастар. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.