«Эсир - халăхăн тĕп хăвачĕ…»

Чăваш Енĕн хастар та маттур çыннисене, тăван хутлăхăн пурнăçне ырăлăх кÿмешкĕн уйрăмах пысăк тÿпе хывнисене, Республика кунĕ умĕн чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Хăйсен ĕçĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ ентешсене çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе сумларĕ.

«Кунта паян пултаруллă та пуçаруллă ентешсен хушшинче хисеп çĕнсе илнĕ маттур та ĕçчен, ырă та ăшпиллĕ çынсем пухăннă май зал тата илĕртÿллĕрех те хăтлăрах курăнать. Эсир - халăхăн тĕп хăвачĕ. Тĕслĕхĕрпе ыттисене хĕмлентеретĕр, малалла ăнтăлма хавхалантаратăр тата Чăваш хутлăхĕн, Раççейĕн ят-сумне тĕреклетмешкĕн хастар хутшăнатăр. Çакна республика ытти регион хушшинче кăтартуллă шутланни те аван çирĕплетет. Чĕре хушнипе, яваплăха туйса вăй хунăшăн сире тав тăватăп. Пирĕн обществăн малашлăхĕ тăрăшулăхăрпа, çитĕнĕвĕрсемпе тачă çыхăннă. Патшалăх политикинче вара çынсен пурнăçĕн пахалăхне ÿстересси, кашнин социаллă тăнăçлăхне çирĕплетесси приоритетлă тĕллев пулса тăрать, - терĕ Михаил Игнатьев чыслава пухăннисене саламланă май. - Ĕç çыннин çулталăкĕнче, республика кунне паллă тунă тапхăрта производствăра малта пыракансене, Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» ЯХПК тĕп агрономне Михаил Горбунова, республикăри çар комиссарĕн заместительне Александр Исаева, «Чăваш Республикинчи композиторсен союзĕн» правленийĕн председательне Николай Казакова тата ыттисене чыслама уйрăмах кăмăллă».

 

 

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.