«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ
Куçаççех теме иртерех-тĕр, анчах Патшалăх Канашĕн депутачĕсемшĕн сасăламалли кунччен вăхăт тата çур çул ытла пулин те çывхаракан суйлав сенсацисем кÿме пуçларĕ теме юрать.
Ĕнер журналистсемпе курнăçнă май Чăваш Ен парламентĕнчи «Справедливая Россия» фракци членĕ Владимир Михайлов хăй «Единая Россия» ячĕпе праймериза хутшăнасси çинчен хыпарласа тĕлĕнтерчĕ. Çакна сăлтавланă май вăл Патшалăх Канашĕнче «СР» фракцире 4,5 çул ĕçлесе пысăк опыт пухнине çирĕплетрĕ. Анчах çак тапхăрта чунĕпе-юнĕпе «эсерсемпе» туллин пĕрлешеймен-мĕн. Чылай енĕпе вĕсемпе пĕр шухăшлă мар, çавăнпах вăл «Справедливая Россия» парти йышне те кĕмен-мĕн. Акă мĕншĕн хăйне «Единая Россия» списокĕнче праймериза хутшăнма сĕнсен ку сĕнĕве йышăннă. Депутат иккĕленмест: «ЕдРо» йышĕнче вăл пысăкрах усă кÿрĕ, унта тĕллевсене пурнăçламалли майсем те пысăкрах, «эпĕ ĕçлекенсемпе пĕр командăра пуласшăн». Сăмах май, «ЕдРо» ялавĕ айĕнче праймериза хутшăнни Михайлов халех «СР» фракцирен каяссине пĕлтермест - çак суйлаври Патшалăх Канашĕ хăйĕн ĕçне вĕçличченех унăн йышĕнче пулĕ.
Кĕтмен хыпарсем çакăнпа кăна вĕçленмеççĕ-ха. Патшалăх Канашĕнчи тепĕр «эсер» те, Леонид Лукин депутат, «Справедливая Россия» фракципе сывпуллашма шут тытнă. Фракципе кăна мар, партипе те. Леонид Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх - «партирен тухма заявлени çырнă ĕнтĕ. Эпĕ хама текех çак партире курмастăп». Вăл хăйĕн çак утăмне «Справедливая Россия» партире татса паман ыйту нумаййипе, партин федераци шайĕнчи ертÿçисем Левичев, Миронов тĕлĕшпе ыйтусем çуралнипе сăлтавларĕ. Ăна та «Единая Россия» списокĕнче праймериза хутшăнма сĕннĕ-мĕн.
Паллах, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн политканашĕн секретарĕнчен Николай Маловран ĕç-пуçа уçăмлатма ыйтрăмăр. «Урăх фракцисенчен сирĕн пата куçас кăмăллă депутатсен списокĕ çакăнпа вĕçленет-и? Халь, сăмахран, Евсеев коммунист та пушаннă...» Николай Владимирович коммунист-депутат пирки пайăррăн каламарĕ, анчах çирĕппĕн палăртрĕ:
- Суйлав кампанийĕ старт илчĕ теме юрать. «Единая Россия» ячĕпе малтанхи суйлава, праймериза, хутшăнмашкăн çыннăн 21 çултан çамрăк мар, пирĕн парти членĕ, ун майлă е партие кĕмен çын пулмалла. Пирĕн алăксем пуриншĕн те уçă. Паян пире хирĕçтерсе ярас кăмăллисем питĕ нумай, çавăнпа та пирĕн пĕрле пулмалла, пĕрлешмелле. Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ - малтанхи сасăлав кунĕ. Унта хутшăнас кăмăллисене эпир пурне те тарават.
«Вĕсем урăх фракцире пулса оппозицире тăнă. Паян вара эсир вĕсене хăвăр рете йышăнма хатĕр - çакă сирĕн фракцири ĕçтешĕрсемшĕн кÿренмелле пулмĕ-и?» - «Хыпар» хаçат корреспонденчĕн ыйтăвне те Николай Владимирович татăклăн хуравларĕ: «Паллах, праймериза хутшăнни çын «Единая Россия» партирен депутат пулатех темелли сăлтав мар. Юлашки сăмаха суйлавçăсем калĕç. Енчен те суйлавçă вĕсемшĕн сасăларĕ-тĕк, çын пирĕнпе алла-аллăн ĕçлеме хатĕр-тĕк - эпир пĕр çулпа утăпăр».
Николай Коновалов
Комментари хушас