Ертÿçĕсем ĕненнĕ-и е хăй яваплăха туйса тăнă-и?

18 Нарăс, 2020

Пуçлăхсем улшăнсан та Василий Васильев должноçа çухатман

Пĕр вырăнта нумай çул ĕçлекен сахал мар. Сăмахран, тухтăрсем, вĕрентекенсем, библиотекарьсем юратнă ĕçĕнче вун-вун çул вăй хураççĕ.

Шывра та путман…

Пур çĕрте те унашкал мар. Влаç тытăмнех илер. Çĕнĕ ертÿçĕ килчĕ тĕк ытларах чухне команда та çĕнелет. Урăхла пулма та пултарать. Акă Комсомольски районĕнчи культура пайне 30 çул пĕр улшăнми Василий Васильев ертсе пынă. Вăл совет влаçĕ вăхăтĕнче çичĕ çул, ун хыççăн тата чĕрĕк ĕмĕре яхăн Каçал тăрăхĕн «культура министрĕ» пулнă /1984-2015/. Темиçе пуçлăхпа ĕçлеме тивнĕ пулсан та, лару-тăру улшăнса тăрсан та Василий Софронович хăйĕн должноçне çухатман. Ун пеккисем пирки халăхра: «Шывра та путман, вутра та çунман», — теççĕ. Пĕр вырăнта вăрах вăхăт ĕçлеме мĕн пулăшнă-ши: ертÿçĕсем çирĕп шанни-и е яваплăха туйса тăни-и?..
Елчĕк районĕнчи Çуткÿл каччи Вася Васильев И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнер факультетĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Диплом ĕçне Раççей халăх художникĕ Николай Овчинников патĕнче хÿтĕленĕ. Вĕрентекенĕ ăна тĕп хуларах юлма сĕннĕ, анчах çамрăкăн чунĕ ялаллах туртнă, направленипе тăван хăтлăхĕнчен инçех мар вырнаçнă Комсомольски районĕнчи Явăш шкулне ĕçлеме вырнаçнă. Унта виçĕ çул ачасене ÿкерме вĕрентнĕ хыççăн 1978-1984 çулсенче районăн ÿнер мастерскойĕнче аслă художникра вăй хунă. Ун хыççăн ăна районти культура пайне ертсе пыма шаннă.

Пĕрремĕш «экзамен»

— Мана хăй вăхăтĕнче ытти ĕçе, çав шутра Культура министерствине те, чĕннĕччĕ. Кун пирки мĕн каламалла: шаннă пуль ертÿçĕсем, ĕçĕме асăрханă пуль, — сăпайлăн палăртрĕ Василий Васильев. — Çапах тăван пулса тăнă, хăнăхнă вырăна улăштарас темерĕм.
Культура пайне ертсе пыма пуçласан тепĕр уйăхранах министерство коллегийĕн куçса çÿрекен ларăвне Комсомольскинче ирттернĕ. Тин çеç ĕçе пуçăннăскершĕн пĕрремĕш «экзамен» çакă пулнă. Пурнăçа кĕртнĕ пĕрремĕш пысăк проекчĕ вара — район библиотекин строительстви. Ун проектне Васильев ĕçе кÿлĕничченех хатĕрленĕ, вăл кивелме те ĕлкĕрнĕ. Çамрăк ертÿçĕ ăна çĕнетнĕ, тепĕр çулхине вулавăш никĕсне яма мехел çитернĕ. 1992 çулта библиотека вулакансене йышăннă. Ача-пăча библиотекине те çĕнĕ çурта куçарнă. Çавăнпа пĕрлех ялти клубсене, библи-отекăсене юсас тĕлĕшпе те нумай ĕçлеме тивнĕ.
Малтанхи вăхăтра районта ача-пăча искусствăсен шкулĕнче музыка класĕ кăна пулнă. 1988 çулта шкула кивĕ йывăç çуртран урăх вырăна — услови тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекеннине — куçарма май килнĕ. Унта чăваш, вырăс фольклорĕсен, ÿнер уйрăмĕсем ĕçлеме пуçланă. Малтанхи искусствăсен шкулĕн çурчĕн, районпа тантăшскерĕн /1939/, кун-çулĕ çакăнпа вĕçленмен. Унта район музейне йĕркелеме тĕв тытнă. Музей маларах та пулнă-ха, «Кĕтне» хăна çуртĕнче вырнаçнă. Музее — самана кÿнтеленне — истори пĕлтерĕшлĕ çурта куçарас ĕç самай йывăр тапхăрта — 1998-1999 çулсенче — иртнĕ.
— Чăнах та, самана питĕ йывăрччĕ, тепĕр чухне 5-6 уйăх ĕç укçи илейменни те пулнă, апла пулин те мĕн палăртнине пурнăçларăмăр. Паллах, çак ĕçе пĕччен мар, район çыннисем, вырăнти предприятисемпе хуçалăхсем кар тăрса пурнăçланă, — аса илчĕ Василий Васильев. — Колхозсем — кам укçапа е тырăпа, услам çупа е ытти апат-çимĕçпе пулăшрĕç, «Комсомольский» совхоз 5 сысна çури панăччĕ. Вĕсене эпир халăха сутрăмăр, пухăннă укçапа стройматериал туянса музее юсарăмăр. Çурта шалтан илемлетме Чăваш халăх художникĕ Климентий Владимиров пулăшрĕ. Аваллăх управçин ятне те унпах шухăшласа кăлартăмăр: «Çĕр тата çынсем».

Сунарçă та…

Хăй вăхăтĕнчи культура министрĕн Ольга Денисовăн пуçарăвĕпе 1999 çулхи ака уйăхĕнче районсенчи культура пайĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕ Комсомольскинче иртнĕ. Мероприяти хыççăн музее çитсе курнă. Ун чухне унти пур зала та туса пĕтереймен, апла пулин те хăнасем питĕ кăмăллă юлнă. Малалла хавхаланса ĕçлеме çакă та пулăшнă пулĕ Васильева. «Вырăнти радиопа район культури çинчен мĕн чухлĕ тухса калаçман- ши, ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравламан-ши, шухăшĕсене шута илмен-ши? Пур енлĕн ĕçлеме тăрăшнă, — калаçăва тăсрĕ вăл. — Пултарулăх кол-лективĕсенчен чылайăшне «халăх» ята тивĕçлĕ шая çĕклеме май килчĕ. Район центрĕнче кăна 4 коллектив çав ятпа çÿретчĕ: «Каçал» фольклор ушкăнĕ, халăх театрĕ, эстрада студийĕ тата вокал ансамблĕ. Районĕпе çиччĕ пулса тăчĕ».
Шăпах çав çулсенче вăл сунарçă та пулса тăнă. Мĕншĕн-и? Музейре вырăнти кайăксен, чĕр чунсен кÿлеписене кăтартас килнипе. Ку енĕпе кĕнеке чылай вулама тивнĕ. Каярахпа çĕнĕ ĕç унăн чун киленĕçне куçнă. Авă халĕ музейре мĕн кăна çук: пакша, тилĕ, хир чăххи, мулкач, тăрна, шăнкăрч… кÿлеписем. Хальхи вăхăтра Василий Софронович хăй районти сунарçăсен пĕрлĕхне ертсе пырать. Унăн сунарçисем биатлон енĕпе республика ăмăртăвĕсене те хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Чун ыратăвĕ

Василий Софронович 2015 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă. Тинех чун юратнă ĕçне — ÿнере — парăнса ĕçлеме вăхăт та, май та тупăннă. Тĕрлĕ жанрпа ĕçлет вăл: портретсем, пейзажсем, натюрмортсем ÿкерет. Пленэрсем ирттерет. Вĕсене вырăнта çуралса ÿснĕ художниксем те, Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан ÿнерçĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Сăмахран, «Кĕтне» ентешлĕхĕн хисеплĕ членĕ, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Миша Григорян Каçал илемне пир çине куçарма юратать.
Пленэрта пурнăçланă картинăсене куракан патне çитересси йăлана кĕнĕ. Куравсем музейре, район администрацийĕсенче иртнĕ. Василий Софроновичăн ятарлă куравĕсем Елчĕкре те, Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче те йĕркеленнĕ.
2018 çулхи çурла уйăхĕнче ăна музее экскурсоводра ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Унтанпа чылай пысăк мероприяти ирттерме тивнĕ. Комсомольски районне туса хунăранпа пĕлтĕр 80 çул çитнĕ. Çавна май унта хăйĕн ятарлă куравне йĕркеленĕ, ун хыççăн — районтан тухнă ÿнерçĕсенне. Пĕлтĕр çавăн пекех район Акатуйĕнче те куравпа пленэр ĕçленĕ. Вĕсене искусствăсен шкулĕнчи ачасем те, студентсем те хутшăннă. Кăçалхи ĕçсем вара Аслă Çĕнтерÿпе çыхăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паян пурăнакан ветеранĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене пухса пысăк курав тăвасшăн, Çĕнтерĕве çывхартнă ентешсем пирки çитĕнекен ăрăва каласа кăтартасшăн.
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, «Культурăри çитĕнÿсемшĕн» палла тивĕçнĕ Василий Васильевăн чунĕ мĕншĕн ыратать? Мĕн туса çитереймен-ши тата? Паян музей фондĕнче Чăваш халăх художникĕн Виктор Немцевăн 150 картини упранать. Сывлăхĕ хавшама пуçласан Виктор Леонтьевич хăй парнеленĕ вĕсене. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.