Эрнере 80 тонна çимĕç сутнă

29 Çурла, 2016

Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр тата Çĕмĕрле хулисенче кĕр çимĕçĕсен йăлана кĕнĕ ярмăркки кăçал çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче ĕçлеме тытăнчĕ.

Иртнĕ шăматкун ăна Шупашкарти «Северный» суту-илÿ комплексĕнче /Мускав проспекчĕ, 40а/ савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Çав кун Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен А.И.Андрианов ячĕллĕ пултарулăх центрĕн таврашĕнче йĕркеленĕ ял хуçалăх курав-ярмăрккине хула кунне халалланă. Уйăхлăха ял хуçалăх таварĕ вырăнта туса илекенсене хăйсен продукцине вырнаçтарма пулăшас, хула халăхне экологи енчен таса çимĕçпе тивĕçтерес, тивĕçлĕ канăва тухнисене, сусăрсене пахчаçимĕçе транспортпа хăйсем пурăнакан вырăна çитиех тÿлевсĕр леçсе парас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Ял хуçалăх ярмăрккине тĕп хулара 4 вырăнта ирттереççĕ. Пĕрне асăнтăм ĕнтĕ. Тепĕр виççĕшĕ — «Дар» ООО пасар территорийĕнче /Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕ урамĕ, 22/, «Фиалка» суту-илÿ центрĕ çывăхĕнче /Эгер бульварĕ, 40/ тата «Николаевский» суту- илÿ комплексĕнче /Николаев космонавт урамĕ, 14а/.

Пахчаçимĕç суту-илĕвĕ Шупашкарта — юпа уйăхĕн 16-мĕшĕччен, Çĕнĕ Шупашкарта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен ĕçлет. Сутуçăсене вырăнпа тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Хуласен администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх — эрнере 80 тонна çĕрулмипе пахчаçимĕç 1167 пин тенкĕлĕх сутнă.

«Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче пĕр килограмм çĕрулми — 10-12, купăста — 8-12, хĕрлĕ кăшман — 10-12, кишĕр — 13-16, пуçлă сухан 10-15 тенкĕ тăрать.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

 
Рубрика: