Еркĕнĕ - хамăр ялтах

Çĕнĕрен çуралма май килсен-и - нихăçан та качча тухмăттăм, ача та çуратмăттăм.

Эх, пурнăç... Вăхăтлăха çеç килетпĕр çак çĕр çине, анчах та туслăн, килĕштерсе пурăнма пĕлместпĕр çав. Йăлтах пур пулсан та çынна темĕн çитмест.

Мăшăрăмпа 20 çул каялла пĕр-пĕрне чунтан юратса пĕрлешрĕмĕр. Икĕ ача пирĕн: хĕрпе ывăл. Çак таранччен упăшкапа пĕр хирĕçÿсĕр пурăнтăмăр. Сăлтавĕ те пулман харкашма, упăшка ĕçмест, туртмасть, хăйне лăпкă тытать, çемьешĕн тăрăшать. Укçа-тенкĕрен те татăлса курман. 15 çул мана алă çинче йăтса çÿренĕ тесен тĕрĕсрех те-и? Ялта пирĕн пек пурăнакансем пĕр-икĕ çемье кăна. Кермен евĕр икĕ хутлă çуртра сауна та, бассейн та пур. Картишĕнче темиçе тĕрлĕ техника. Хуралтăсем те йăлтах кирпĕчрен. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Вăрласа-çаратса мар, хамăр ĕçлесе, хамăр вăйпа йăва çавăрнă эпир çакна. Ял çыннисем ăмсанаççĕ пире, лайăх пурăнни вĕчĕрхентерет вĕсене.

Çĕнĕ ĕçе вырнаçнă май юлашки вăхăтра мăшăрăм киле кая юлса килме тытăнчĕ. Паллах, уншăн айăпламан эпĕ ăна, хăнăхса çитменнипе часах пушанаймасть пуль теттĕм. Юра çăмăлттай арçын мар. Маншăн, ачасемшĕн темĕн тума та хатĕр. Хамăр ялтах урăх хĕрарăм тупасси пирки шухăшлама та пултарайман эпĕ. Хăнаран таврăнакан кÿршĕ хĕрарăмĕ нумай пулмасть урамра чарчĕ те: «Сан упăшку бухгалтерпа çыхланса кайнă, пĕтĕм ял калаçать. Эсĕ мĕн куçна уçмастăн?» - терĕ. Ĕненмерĕм ăна, пире ку юри хирĕçтересшĕн-ха тесе ним пулман пек малалла утса кайрăм. Анне те çын сăмахне хăлхана чикме хушман. Çитменнине, бухгалтерта ĕçлекен Гальăн упăшки те пур, ачисем те пĕчĕк. Мăшăрĕ пĕрмаях Мускава шапаша çÿрет. Кÿршĕ хĕрарăмĕнчен илтнĕ усал сас-хурана упăшкана та шарламарăм.

Пĕр каçхине Юра киле таврăнмарĕ. Телефонне сÿнтернĕ. Çĕрĕпе куç хупмарăм, мĕншĕн тесен кун пекки халиччен те пулман. Ирхи тăватă сехетре урама тухсан мăшăрăм Гальăсен пахчипе утса килнине асăрхарăм. Вăй пĕтсе, куç хуралса килчĕ. Ял халăхĕ пĕлмесĕр калаçман иккен. Мана курсан вăтанма та, хĕрелме те пĕлмерĕ Юра, суйма хăтланчĕ тата, айванкка терĕ пуль. Чăтрăм, урам варринчех вăрçăнас килмерĕ мăшăрăмпа. Киле çитсен хирĕç чĕнтĕм, хам пурнăçра ун çине пĕрремĕш хут тĕнче пĕтесле кăшкăртăм - килĕшмерĕ ăна, ман çине алă çĕклерĕ. Нихăçан çапса курман упăшка вăйлă аллипе питрен темиçе хут вăйлах çутăлтарчĕ. Ман çине çав кун пĕлĕт ишĕлсе аннăнах туйăнчĕ. Намăсланнипе икĕ эрне ниçта тухмасăр пурăнтăм. Кăвак куçпа çÿресе ял халăхне савăнтарас килмерĕ.

Упăшка бухгалтерпа çыхланнине никамран та пытарма тăрăшмарĕ. Киле килмен каçсем унăн татах та пулчĕç. Пĕр вăтанмасăр, пурин умĕнчех тĕл пулнинчен кантуртисем тĕлĕнетчĕç. Лавккара та, шкулта та, больницăра та пирĕн пирки çеç калаçатчĕç. Пĕлесчĕ сирĕн, ял халăхĕ умĕнче çак мăшкăла чăтма çав тери намăс. Çынпа тĕл пулсан пуçа çĕклемесĕр вăтанса иртсе каякан пултăм. Упăшка вара урам тăрăх автан пек каçăрăлса пырать. Арçынна темĕн тума та юрать çав.

Ман çемьене пăсакан хĕрарăмăн упăшки юлашки вăхăтра Мускавран ик-виçĕ уйăхра пĕрре çеç килкелет. Çурт лартма хатĕрленеççĕ вĕсем. Çамрăк арăмĕ вара мăшăрĕ çук чухне тÿшеке урăххипе ăшăтать. Упăшкипе Кольăпа Галя пирки темиçе хутчен те сăмах пуçартăм. «Çын сăмахне ан итле, ял çинче юри калаçаççĕ, вăл ман апла-капла хĕрарăм мар, пĕтĕмпех суя, эпĕ ĕненместĕп», - арăмне хÿтĕлесе тĕлĕнтерчĕ арçын. Пĕтĕм ял пÿрнепе тĕллесе кулать хăйĕнчен. Кольăпа пĕрле выляса ÿснĕ эпир, анчах та юлашки вăхăтра пачах ăнланаймастăп ăна. Те ăслă, те ухмах вăл е çав тери айван-ши? Тепĕр тесен, малтан хам та упăшкан еркĕн пуррине ĕненмерĕм вĕт.

Ачамсене илсе темиçе хутчен те анне патне пăрахса кайрăм. «Мĕн тăвăпăр-ха, хĕрĕм, шăлна çыртса чăтасах пулать, сан шăпу та манăнни пекех пулчĕ. Аçу та нумай пулмасть кăна лăпланчĕ», - вăрахчен чĕнмесĕр ларнă хыççăн пурнăçра хура-шурне нумай курнă ватă анне куççуль витĕр çапла каларĕ. Ялти пысăк хуçалăха пăрахса икĕ ачапа ăçта кайăп ĕнтĕ? Ĕни сутарасшăн макăрать, сысни çухăрать... Анне патне кайса чун каниччен йĕретĕп те каялла киле утатăп. Вăл вара нимĕн чĕнме аптраса, хĕрĕ те хăйĕн пекех телейсĕр пулнишĕн хурланса, тутăр вĕçĕпе куççульне шăлса юлать. Тĕрĕсех калать анне, темле йывăр пулсан та чăтмалла, ачасене ÿстермелле. Вăл вара юттисем патне чуптăрах. Ăна эпĕ чараяс çук. Ял халăхĕ савăнтăрах, вĕсене çавă кăна кирлĕ.

Йăлтах сивĕнтĕм мăшăртан, чунăм хытса-пăрланса ларчĕ. Пĕтĕм пурнăçа çав хĕрарăм аркатрĕ. Кĕсри кĕçенмесĕр ăйăрĕ пымасть теççĕ. Упăшки, ачисем пур çинче мĕнле майпа урăххипе явăçса каймалла? Мĕншĕн тата çемьеллипе çыхланмаллаччĕ-ха? Намăс-симĕсе çухатнă хĕрарăма çĕр чăмăрĕ епле чăтать-ши? Эпĕ унăн вырăнĕнче пулсан урама та тухаймастăмччĕ.

Мĕн тăвас ман? Хулана тухса каяс-и, унта ăçта пурăнас? Чуна лăплантарма урăххине шырас-и? Çук, эпĕ йĕркерен тухнă хĕрарăм мар. Мĕскĕн чĕрем вутра çунать, тĕтĕм тухни кăна курăнмасть. Арçын улталанине чăтма питĕ йывăр.

Шăла çыртса малаллах пурăнма тивет. Ачасене йĕркеллĕ çитĕнтерсе çынна юрăхлă тăвасчĕ. Мана урăх нимĕн те кирлĕ мар.

ЛЮДМИЛА.

Патăрьел районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.