«Эревет» савăк кăмăл парнелет

9 Юпа, 2014

Чăваш Тимешри культура çурчĕ çумĕнчи «Эревет» халăх фольклор ансамблĕ çак кунсенче Волгоград герой-хулара иртнĕ Пĕтĕм Раççейри наци культурисен IX «Атăлран Дон таран» фестивалĕнчен таврăнчĕ.

Тăван тăрăха çитсенех коллектив ертÿçи Александр Федулов «Хыпар» хаçатăн Йĕпреçри корпунктне кĕрсе тухрĕ. «Пире çăкăр-тăварпа питĕ тарават кĕтсе илчĕç, - терĕ Александр Дмитриевич. - Волгоград облаçĕнчи халăх пултарулăхĕн центрĕ юрă искусствин уявне ирттермелли вырăн пулса тăчĕ. Атăл хĕрринчи хулана Раççей Федерацийĕн вунă регионĕнчен 60 коллектив тата Волгоград облаçĕнчи 27 муниципалитетран ăстасем килнĕ. Чăваш Ен чысне «Эревет» фольклор ансамблĕ хÿтĕлерĕ. Фестивале хупнă чухне Волгоград облаçĕн культура министрĕ Виктор Гепфнер çакна палăртрĕ: «Халăх таланчĕсен уявĕнче чăвашсен ушкăнĕ ăсталăхĕпе те, сцена çинче хăйсене тытнипе те ыттисенчен уйрăларах тăнине кăтартса пычĕ. Çавна май вăл герой-хула çыннисемпе фестиваль хăнисен кăмăл-туйăмĕнче çутă йĕр хăварчĕ».

«Эревет» фестивалĕн йĕркелÿ комитечĕн I степень дипломне тивĕçрĕ. Унта «Эпир сире наци культурин ырă енĕсене упраса хăварнăшăн тата вĕсене аталантарса пырса халăхра сарнăшăн чунран тав тăватпăр» тесе çырнă сăмахсем кашнин кăмăлне çĕклентерчĕç.

Волгоградăн сăваплă çĕрĕнче ентешсем паллă вырăнсене çитсе курнă, Мамай сăрчĕ çине хăпарса «Тăван çĕр-шыв-анне чĕнет» монумент умне чĕрĕ чечек хунă, хула çыннисен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

«Эревет» халăх фольклор ансамбльне Александр Федулов 30 çул ытла ертсе пырать. Виçĕм çул раштав уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш наци радиовĕ ирттернĕ «Авалхи чăваш юрри-çаврисем» конкурсра Чăваш Тимешсем пĕрремĕш вырăна тухнă.

Çапла, «Эревет» куракансене савăк кăмăл парнелет. Унăн тĕллевĕсем çутă та пархатарлă. Халĕ вăл Ял хуçалăх ĕçченĕн кунĕ тĕлне çĕнĕ программа хатĕрлет. «Концертпа районти чылай яла çитесшĕн, - халăх таланчĕсен шухăшне палăртса пĕлтерет илемлĕх ертÿçи. - Шупашкартан килекен «çăлтăрсем» халăх умне нухрат сĕнмесĕр тухмаççĕ пулсан, эпир кăмăла яриех уçатпăр. Шăпчăк та юрланăшăн укçа ыйтмасть».

Геннадий ВАСИЛЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.