Эреш тĕнчи

26 Юпа, 2015

«Эрешсен тĕрлĕ тĕслĕ тĕнчи» курав ĕçлеме пуçларĕ. ЧР халăх ăстисен маçтăрĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш халăх тĕрри çинчен нумай çырнă ĕçсен авторĕ Евгения Жачева 75 çул тултарнине халалланă ăна.

Уява Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова уçрĕ. Вăл пурне те Чăваш тĕррин музейĕнче пĕрремĕш ятарлă курав уçăлнă ятпа саламларĕ.

ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова Евгения Николаевнăна чечек çыххи парнеленĕ май хăйĕн ĕçне чунтан парăннăшăн, чăваш тĕррине никамран вăйлăрах юратнăшăн ăшшăн тав турĕ.

Паллă тĕрĕçĕ Çĕрпÿ районĕнчи Тĕнсĕр ялĕнче çуралнă. Вăл ачаран ал ĕçне юратнă. Амăшĕнчен вĕреннĕ çак ăсталăха. Çăмăл пулман вăрçă хыççăнхи пурнăç. Çирĕп чунлă хĕрача шкулта вĕреннĕ чухнех хăй сусăррине пăхмасăр иртен пуçласа каçчен колхозра тăрăшнă. Вăл пĕчĕкренех музыка ăсти пулма ĕмĕтленнĕ. Шкул хыççăн ятарласа педагогика институтне çул тытнă, вĕренсе тухнă хыççăн музыка учителĕнче ĕçлеме тытăннă. Анчах та сывлăхĕ хавшасах пынине кура пиччĕшĕ патне Туркменистана, ăшăрах çĕре, тухса кайма тĕв тăвать. Кунта та ахаль лармасть, музыка урокĕсем ертсе пырать вăл. Хăйне йĕркеллĕрех туйма тытăнсан тăван тăрăха таврăнать хĕр. Ача садне ĕçе вырнаçать, шăпăрлансене юрра-ташша вĕрентме тытăнать. Турă пани канăç паманнине пытармасть Евгения Николаевна, 1982 çулта каллех хăйĕн юратнă ĕçне пуçăнать. Йĕппе çипе алăран ямасăр каçсерен шурă пусмана эрешсемпе илемлетет. Унăн чи пĕрремĕш ĕçĕ - «Йăх-несĕл» панно. Шăпах çавна хатĕрленĕ чухне чăваш тĕррипе кăсăкланма, манăçнă çĕвĕсене тĕпчеме пуçлать те вăл. «Чăваш тĕррин çĕввисем» альбом хатĕрлет, кĕçĕн классенче чăваш тĕррине вĕрентессин программине хатĕрлет. 1992-2011 çулсенче Шупашкарти 39-мĕш шкулта ĕçленĕ хушăра унăн вĕренекенĕсем пĕрре мар «Ăстаçă» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ. Вăл вăхăтра ачасем çеç мар, амăшĕсемпе пĕрле кукамăшĕ-асламăшĕ те чăваш тĕрри тĕрленĕ. Евгения Николаевнăн паянхи кун та вĕренекенĕ нумай. Тĕрĕ вăрттăнлăхне алла илес тесе килне те час-часах пырса çÿреççĕ. Пурне те хаваспах йышăнса эрешсен тĕрлĕ тĕслĕ тĕнчипе паллаштарать вăл.

Евгения Николаевна пулăшнипе Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ библиотекăра «Тĕрĕ тĕнчи» клуб уçăлнă.

Канаш районĕнчи Шăхасан вăтам шкулĕнче 22 çул чăваш тĕррин кружокĕ ĕçлет. Арçын ачасемпе хĕрачасем тăхтав вăхăтĕнче те алăран йĕппе çип ямаççĕ. Кунта та Евгения Николаевнăн витĕмĕ пысăк.

Авалхи чăваш тĕррине паянхи куна илсе çитерме мехел çитернĕ Евгения Жачева. Унăн тĕррисенче - чăваш халăхĕн аталанăвĕ, çутă пуласлăхĕ, йăхсен пĕтĕçĕвĕ, тĕрлĕ халăх хушшинчи тăванлăх...

Евгения Жачева паянхи кун та Раççей тата регионсен шайĕнче иртекен куравсене хутшăнать. Унăн тĕлĕнмелле паха ĕçĕсене пăлхарсем те пысăка хурса хаклаççĕ. «Раççей Федерацийĕн халăх маçтăрĕ» ята ахальтен тивĕçмен вăл.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Рубрика: