Эрех-сăра ĕçекен нумайланнă
Чăваш Республикинче право йĕркелĕхĕпе тивĕçтерес енĕпе координаци канашлăвĕ иртрĕ. Ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
РФ Наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Евгений Барсуков палăртнă тăрăх - федераци органĕсен территори ведомствисем, Чăваш Республикин ĕç тăвакан тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пĕрле тухăçлă ĕçлени ырă çимĕç парать: республикăра наркотиксемпе çыхăннă çивĕчлĕх çук, лару-тăрăва сăнаса, йĕркелесе пыма майсем çителĕклĕ. Унăн сăмахĕсене ЧР шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев та çирĕплетрĕ: «Пĕрлехи вăйпа халăха наркотиксенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе сахал мар ĕçлетпĕр. Наркотиксемпе çыхăннă преступленисен çурри ытла пайне полицейскисем уçса параççĕ, ШĔМ ĕçченĕсем çавăн пекех вĕренÿ заведенийĕсенче иртекен тĕрлĕ акцисене хутшăнаççĕ, республикăна наркотик илсе килекенсен çулне пÿлеççĕ тата ытти те...»
Çак усалпа кĕрешес ĕçе республика влаçĕн мĕнпур тытăмĕ хастар хутшăнать. Юлашки вăхăтра вĕсем профилактика çине вăйлă пусăм тăваççĕ. «Иккĕмĕш хут преступлени тăвасран сыхланасси - пирĕн тĕп тĕллев, - терĕ ЧР вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов. - Саккунпа урлă пулнисене ятран пĕлсе-курса тăратпăр. Çак ушкăнрисемпе кашнинпе уйрăмăн ĕçлетпĕр».
Ĕçлени усăсăр мар. Юлашки вăхăтра наркотиксăр пурăнайман çынсен шучĕ чакса пынине пĕлтерчĕ ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова. Аптека учрежденийĕсенче кодеинлă препаратсене сутма чарнă хыççăн лару-тăру лайăх енне улшăннине, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн тата тепĕр виçĕ эмеле рецептпа кăна туянма май пурри те унпа наркотик тĕллевĕпе усă куракансен йышне чакарма пултарассине палăртрĕ министр.
Çынсене шар кăтартакан тепĕр инкек вăл - спирт хутăшĕллĕ шĕвексем. Пĕр-икĕ уйăх каялла суя эрех мĕн таран шар кăтартнине халăх манман-ха ĕнтĕ. Суя ром ĕçсе виçĕ çамрăк пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Эрех сутакансене тĕрĕслесех тăраççĕ пулин те контрафакт халăх патне çитетех. «Юлашки вăхăтра «черккепе ярса паракан» заведенисем кафене е ресторана çаврăнма пуçларĕç. Ахальтен мар, кафе-ресторан талăкĕпех эрех сутма пултарать. Ыттисен 23-8 сехетсенче эрех сутма ирĕк çук, - инкек «тымарланса» тухакан вырăнсене палăртнă май пĕлтерчĕ ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин. - Шăпах чылай чухне «çĕнĕ» заведенисем пахалăхсăр алкогольпе сутă тăваççĕ. Интернет урлă, таксирен, пĕлмен çынран туянни - контрафакт эрехе сарăлма пулăшакан меслетсем». «Пирĕнпе меморандум çырнă аптекăсем те «фанфурик» сутма чарăнмаççĕ», - пĕлтерчĕ ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова. Тĕлĕнмелле! Кама шанмалла? Пуйма ĕмĕтленекенсем чыс-хисепе те, çын сывлăхне те нимĕн вырăнне те хумаççĕ çав.
Вăрттăнлăх мар: юлашки вăхăтра çынсем эрех-сăра патне ытларах туртăнма пуçларĕç. «Республикăра вăтăр пин ытла çын нарколог патĕнче шутра тăрать» - сывлăх сыхлавĕн министрĕ каланă çак сăмахсем чăннипех те шухăша яраççĕ. Алла Владимировна каланă тăрăх - çак йышра хĕрарăмсем, çул çитмен çамрăксем ытларах. Кăçалхи статистика пуçласа алкоголизмпа чирлекенсем, наркăмăшланакансем, вилекенсем нумайрах пулнине çирĕплетет.
Канашлăва хутшăннисем лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май наркотик, алкоголь йышши усалпа кĕрешме вăй-хала пĕрлештерни, пĕр шухăшлă пулни ăнăçу кÿрессине палăртрĕç.
В.НИКОЛАЕВА