Эрех хуйха пусармасть

Çулсерен ялсенче миçе çемье чăмăртанмасть-ши? Пĕр-пĕрне чунтан савакан, пĕр-пĕринсĕр сехет те пурăнма пултарайман хĕрсемпе каччăсем пĕрлешеççĕ. Çав вăхăтра вĕсенчен телейлĕреххи никам та çук.

Çулсем иртнĕçемĕн ачи-пăчи хушăнать. Савăнăçăн вĕçĕ-хĕрри те пулмалла мар пек. Анчах чылай çемьере çав вăхăталла чашăк-тирĕк шакăртатма пуçлать. Юратакан çынсемех пĕр-пĕринчен сивĕнеççĕ. Çемье вучахĕ майĕпен сÿнет. Çавна пулах ачасен чĕрисем те пĕчĕклех аманаççĕ. Камра-ши айăпĕ? Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Чи пысăк сăлтав вара — эрех. Мĕн чухлĕ телейлĕ çемьене аркатать вăл, миçе пин ачан телейне хуçать, мĕн чухлĕ çыннăн кун-çулне татать?
Мĕн авалтан ачасене пăхса ÿстерес ĕçре ашшĕ-амăшĕ пысăк вырăн йышăннă. Вăл халĕ те çаплах. Чылай çемьере çакна лайăх ăнланаççĕ. Анчах пурнăçра урăхла тĕслĕх сахал-им? Ашшĕ-амăшĕ пур çинчех ачисем тăлăх пек ÿсеççĕ. Эрех çынна мĕн тери сиен кÿнине шутласа та кăларас çук.
Аса илер-ха асаннесен, аннесен пурнăçне. Манăн анне 12 ача çуратса ÿстернĕ. Атте хаяр вăрçă суранĕсене пула 1954 çулта çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Чи кĕçĕн ачи, эпĕ, ун чухне çулталăк çурăра пулнă. Аслисем иккĕшĕ çемье чăмăртама ĕлкĕрнĕ. Атте вăрçă хирĕнче чухне çур çул хушшинче 5 ачи коклюш чирне пула çут тĕнчерен уйрăлнă.
Атте вилсен тата темиçе çултан анне автоаварие лекнĕ, ĕмĕрлĕхех инвалид пулса юлнă. Мĕн тĕрлĕ йывăрлăх тÿсме тивмен-ши унăн? Темле йывăр пулсан та çав шăршлă шĕвек патне туртăнман-çке вăл. Яланах хăйĕн тĕпренчĕкĕсем çинчен шухăшланă, вĕсене çын тăвас тесе тăрăшнă. Çемье вучахне сÿнтересшĕн пулман. Халĕ вара?.. Паян хăшĕ-пĕри хуйха- суйха пусарма ĕçетĕп тет. Хаяр шĕвек пуç мимине «шĕветнипе» хуйхă пусăрăнать-ши? Çемьене мĕнле шăпа кĕтет? Çакăн пирки шухăшлаççĕ-ши вĕсем? Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ПАВЛОВА. Патăрьел районĕ, Нăрваш Шăхаль ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.