Епле пурăнатăн, Ванюкăм?

«Ку кинемей ухмаха тухнă пуль» тетĕр-ха та ĕнтĕ. Çапах та алла хутпа калем тытрăмах. Хĕрсемпе йĕкĕтсем чун пăшăрханăвне пайланине, арăмĕсем упăшкисем айккине чупнине чăтса пурăннине, ĕçлемесĕр ĕçсе выртнине çырнисене вуланă хыççăн манăн та чунăма уçас килчĕ.

Утмăл урлă каçрăм, çитмĕле çывхаратăп. Чунăм вара халĕ те çамрăк-ха — паян та тунсăхлатăп. Çамрăк чухнехи тусăма халĕ те куç умĕнче усратăп.

Вăтам шкул пĕтерсен выльăх тухтăрне вĕренме кĕтĕм. Ун чухне эпир пурте яла таврăнса тăван тăрăхра тĕпленме ăнтăлнă вĕт. Çавăнпах колхозра кирлĕ специалист пулас терĕм.

Эпĕ халĕ те уçă кăмăллă. Автобусра пынă чухне юнашар арçын-и, хĕрарăм-и, ача-и — сăмах пуçаратăп. Ун чухне те вăтанса тăман. Ыттисем калаçнине айккинче итлемен, пĕрле кулнă-ахăлтатнă. Пĕр ĕçрен те, пĕр уявран та пăрăнман.

Комсомол организацийĕ йĕркеленĕ уявра Ванюкпа паллашрăмăр. Тĕрĕсрех, пĕр-пĕрне пуçласа куртăмăр. Вăл та мана куç хÿрипе сăнанине туйрăм. Иккĕмĕш хутчен кăвак куçлă сарă каччăна хамăр техникум умĕнче асăрхарăм. Пирĕн куçсем тĕл пулчĕç ун чухне. Хĕрелсе вăтантăм. Ытти чухне шăпăл-шапăл тăваканскер халĕ çăвара шыв сыпнă пек иртрĕм.

Кайран эпир унпа паллашрăмăр, туслă та çÿрерĕмĕр. Унпа чухне хама мĕн тери телейлĕ туяттăм эпĕ! Ăна кăшт çеç курни те мĕн тери савăнăçчĕ. Курнăçмасан тунсăхлаттăм. Паллах, çакна ыттисене каламан. Анчах тантăшсем хĕр тунсăхне сисетчĕçех.

Атăл хĕрне уçăлма тухсан алăран çавăтатчĕ те вĕçсе кайманни кăначчĕ. Вăрттăн вырăна çитсен çын куçĕнчен асăрханса çупăрлатчĕ те... ытамĕнчен тухма хал çитерейместĕм. Епле ирĕлместĕм-ши тульккăш? Телейĕм татăлми туйăнатчĕ. Чăн та, çав самантсенче пĕр-пĕринчен уйрăлса каясса пачах та чухламан.

Çын умĕнче хăйне сăпайлă тытма пĕлетчĕ Ванюк. Анчах ăшĕнче ясарлăх выляни палăратчех. Иккĕн çеç юлсан еплерех ыталатчĕ! Мĕн тери ачашчĕ вăл... Пĕр-пĕр сак çине вырнаçсан ытамне илетчĕ те малашне еплерех пурăнасса палăртаттăмăр. Шухăшпа ăçта кăна çитместĕмĕр пуль! Ĕмĕтсем çунатлăччĕ.

Мана качча илесси çинчен те тăтăш калатчĕ. Аттепе анне патне хăнана пĕрле каясси пирки те сăмахлатчĕ. Питех те шанчăклă çынччĕ вăл. Çавăнпах ăна ĕнентĕм те. Пĕр каçхине хăйне тытса чараймарĕ тусăм. Пит çăмартинчен чăпăрт! кăна чуптурĕ, унтан çупăрласа тытрĕ те хăлхаран текех чăтса пурăнайманнине, мана чунран юратнине пăшăлтатма пикенчĕ. Темле те чарма хăтлантăм ăна, анчах пултараймарăм. Темле те ÿкĕтлерем — усси пулмарĕ. Вăйлă алла епле тытса чарăн-ха? Кăшкăрма та аптăрарăм. Çынран иментĕм. Ванюк та хăлхаран пĕр вĕçĕм мана пăрахмасса, ку каç хыççăн тата ытларах хисеплеме пуçласса çине-çине пăшăлтатрĕ... Çапла пĕр каçра хĕртен арăм пулса тăтăм.

Намăса ниçта хума пĕлеймерĕм. Тусăмсем те çылăха мана курсанах ăнланассăн туйăнчĕ. Ванюк хама ним пулман пек тыткалама хушнине асра тытса çеç яланхиллех савăк çÿреме тăрăшрăм. Савни те хăйне ытти чухнехиллех тытрĕ — «юрататăп» тесе пăшăлтатма чарăнмарĕ.

Анчах... часах манăн савни авланчĕ. Чĕрем епле чăтрĕ-ши? Вăл урăххине хур тунă сас-хура çамрăксен хушшинче часах сарăлчĕ. Ман пирки çеç нимĕн те ан пĕлччĕр тесе мĕн чухлĕ кулянман-ши? Пирĕн вăхăтра хĕр чысне çухатни мĕн тери намăс пулнă-çке!

Ванюк туй кĕрлеттернĕ чухне диплом илесси икĕ уйăх çеç юлнăччĕ. Анчах вăхăт çав тери майĕпен шурĕ. Вĕренсе пĕтермесĕр яла тухса кайма юрамасть. Тарас килсен те. Эпĕ еплерех çуннине, асапланнине пачах туймарĕç кунпа çĕр — пĕр-пĕрне улăштарма пачах васкамарĕç. Мĕнле чăтрăм-ши çакна? Халĕ те тĕлĕнетĕп. Ун чухне Ванюка курайми пулса çитнĕччĕ. Чи пĕрремĕш тăшманччĕ вăл маншăн.

Кунсем çеç мар, çулсем иртрĕç унтанпа. Эпĕ вара Ванюка халĕ те куç умне кăларатăп. Епле-ха тетĕр пуль? Вăхăт иртнĕ май япăххи тĕтре пек сирĕлет. Ванюк мана улталаса кÿрентернине те каçарма пултартăм. Чăн-чăн туйăм тасалăхĕ-ши çакă?

Паян тесен паян курса калаçăттăм унпа. «Мĕнле пурăнатăн, тусăм?» — тесе ыйтăттăм. Чун каниччен калаçăттăм. Унсăрăн епле пурăннине каласа кăтартăттăм.

«Чăваш хĕрарăмне» вулатăн пулсан — салам сана, тусăм! Ас тăватăн-и мана? Эпĕ вара манман...

ВЕРА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.