Епле лайăх эсĕ пурри!

30 Утă, 2016

Урамра тĕттĕм… Пурте тутлă ыйха путнă… Таврара шăплăх хуçаланать. Эпĕ темиçе сехет ĕнтĕ сĕтел хушшинче çемье альбомне пăхса ларатăп. Вăл манăн тăвансем, манăн юратнă атте-анне пирки. Чылай сăнÿкерчĕк хура-шурă тĕслĕ пулин те, пĕлтерĕшне çухатман, вĕсенче хамăн аттепе аннене уйăрса илетĕп.

Пирĕн çемье альбомĕн хуплашки кăвак тĕслĕ бархатран, шалти картона сăнÿкерчĕк вырнаçтарма икĕ тĕлте тăватă енчен касса тухнă. Кунашкал альбомсем кашни çемьерех пур ахăр.

Акă пĕр страницине уçрăм. Унта фермăран ывăнса таврăннă асаттен сăнне куртăм. Тем пек ĕшенсен те вăл ăшшăн кулать, мĕншĕн тесен ман асатте хăйĕн ĕçне питĕ юратнă. Тепĕр сăнÿкерчĕкре — асанне ĕне сăвать. Акă — ачалăхри атте. Вăл кунта, пĕчĕкскер, симĕс курăк тăрăх чупать. Çак ача ман атте иккенне пачах та ĕненес килмест.

Альбом страницисене малалла уçатăп… Пĕрин çине салтак тумĕллĕ аттен сăнÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Теприн çинче — çĕнĕ кĕпеллĕ, хĕрлĕ тутăрлă аннен сăнĕ. Малалла вара — аттепе аннен туй сăнÿкерчĕкĕсем. Иккĕшĕ те питĕ хитре.

Пĕр тĕлте эпĕ аннен чĕрçи çинче ларатăп, ăна ăшшăн-ăшшăн ыталатăп. Çакна хăçан, кам ÿкерсе илме пултарнине кулкаласа аса илме тăрăшатăп.

Пĕррехинче пире шкулта «Чи хаклă çын» сочинени çырма хушнăччĕ. Эпĕ хамăн юратнă анне çинчен шăрçалама шухăшларăм. Сĕтел хушшинче питĕ вăрах лартăм, анчах та хам калава ниепле те пуçлаймарăм.

Шурă хут листине айккине илсе хутăм та Иван Бунин сăввисен пуххине уçрăм. «Çуллахи каç» ярăмăн калама çук çепĕç йĕркисем тÿрех чуна ярса илчĕç… Вуланăçемĕн эпĕ çав ыйхăллă ачана пăртак ăмсантăм та. Вăл пĕчĕк, çавăнпа та чĕрçи çине хăпарса ларма та, чуптума та, ыталама та пултарать, хăй кутăнне те кăтартаять. Çывăх çынни юратнă тĕпренчĕкĕшĕн темĕн тума та, тÿперен çăлтăр илсе пама та, хатĕр. Иван Бунинăн амăшĕ те çавнашкалах пулнăн туйăнать.

Çак сăвăра автор çывăх çыннипе ывăлĕ хушшинчи çыхăнăва кăтартать. Иван Бунин амăшĕн юратăвне çуллахи каçпа çыхăнтарнă.

Ача çуралсан тÿпере çăлтăр çуталать теççĕ. Ача кунпа мар, сехетсерен ÿсет, çавна май çăлтăр çуталса-çуталса пырать. Çав çăлтăр унăн тĕпренчĕкне çул кăтартса пынишĕн амăшĕ калама çук телейлĕ. Вăл тÿпере ялкăшнă май ачапа апла нимĕн те пулмĕ.

Мĕн пулса иртет-ха манпа? Манăн анне çумне ачашшăн йăпшăнас, ăна ăшшăн ыталаса илсе асамлă сăмахсем калас килчĕ. Кайран çÿçе тăрмаласа илтĕм те: «Эпĕ сана тÿпе таран юрататăп», — терĕм. Вăл мана епле хытă юратнине хăй те çак сăмахсем урлă пĕлтерет.

Тепĕр кунне вăрантăм та фотоаппарат илсе анне патне чупса пытăм.

Çемье альбомне малалла уçатăп. Акă тĕттĕм каç. Анне ĕçрен таврăннă. Эпĕ кунĕпех урамра выляса ĕшеннĕ хыççăн пÿрте кĕнĕ те кивĕ диван çине вырнаçса ларнă. Юнашарах — анне.

Вĕри кăмака çунать. Асаннен пăланлă кавирĕ, сĕтел çинчи кĕнеке-тетрадь çине лампа çути ÿкет. Пурте ĕçлĕ. Атте хаçат вулать, кам-тăр кĕнеке ярса тытнă. Ахаль ларма юратман анне кăшт тунсăха путнă хыççăн хăйĕн яланхи ĕçне пикенчĕ. Вăл йĕп илсе çекĕлсем шутлама пуçларĕ.

— Аннеçĕм, ку ман валли-и? — ун патне чĕвĕлтетсе чупса пыратăп та çемçе чĕрçи çине хăпарса ларатăп.

— Паллах, чĕппĕм.

— Пар, аннеçĕм…

— Мĕскер ыйтатăн-ха хĕрĕм?

— Ав çав çăлтăра…

Эпĕ тăратăп та аннене аллинчен çавăтса чÿрече патне илсе пыратăп.

— Авă, кур, мĕн чухлĕ вĕсем! Мана чи хитри, чи çутти, ялкăшса куç хĕсекенни кирлĕ.

Анне йăл кулать. Мана пуçран ачашланă май вăрахчен тÿпенелле, манăн пĕчĕк çăлтăрăм çине сăнаса пăхать.

… Эпĕ пуçа çĕклерĕм те аннене куртăм… Вăл та çывăрмасть-мĕн.

Анне манпа юнашар вырнаçса ларчĕ… Эпĕ ун енне çаврăнтăм та хыттăн ыталарăм.

— Манăн юратнă, ырă кăмăллă, ачаш тата питĕ хитре аннеçĕм, эпĕ сана питĕ хытă юрататăп. Хăш чухне кутăнланса тарăхтарнишĕн, санпа килĕшмен сехетсемшĕн каçар мана. Ялан аслă курăнма тăрăшса санпа тавлашнăшăн е тата ытла та пĕчĕк, шухă та итлемен хĕрачана çаврăннăшăн каçар мана.

Анчах та вăхăт шăвать… Шкул çулĕсем те çаплах, пĕр сисĕнми иртсе каяççĕ. Ун чухне йăлтах хам тĕллĕн пурнăçлама, пуриншĕн те яваплăх тытма тивĕ.

Анчах та, манăн юратнăскерĕм, эпĕ шанатăп, эсĕ яланах, хуйхăра та, савăнăçра та пĕрле пулăн, хăвăн юратăвупа ăшăтса тăрăн.

Эпĕ альбома хупма тăнăччĕ ĕнтĕ, анне мана эпĕ шăллăмпа юнашар тĕрлĕ ÿкерчĕк сăрласа ларакан сăнÿкерчĕке кăтартрĕ. Вăл ăна тирпейлĕн çыпăçтарчĕ те çапла каларĕ:

— Кайран çак альбома шăллупа пĕрле малалла тăсăн! Ачăрсене хăвăр аçăр-аннĕр, аслаçăрпа асаннĕр, кукаçăрпа кукамайăр çинчен каласа кăтартăр.

— Сăмах паратăп сана, аннеçĕм… Епле лайăх-çке эсĕ пурри!

Валерия ИВАНОВА.

Комсомольски районĕ,

Явăш ялĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.