«Эпир ялтах ĕç вырăнĕсем тăватпăр»
Вырăнти хăй тытăмлăх

Аркадий Григорьев 20 çул ытла «Цивиль» колхоза ертсе пынă, юлашки 8 çул - Пайкилт ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ. Хăй вăхăтĕнче «Цивиль» колхоз ял хуçалăх продукцийĕ туса илес енĕпе районта кăна мар, республикăра та малти вырăнта пынă.

- Аркадий Трофимович, мĕнпе асра юлнă çак çулсем?

- Чăнах та, ун чухне халăх питĕ хастар ĕçленĕ. 100 гектар çĕр пуçне ял хуçалăх продукцийĕ туса илес енĕпе эпир Чăвашра кăна мар, Совет Союзĕнче те пĕрремĕш, иккĕмĕш вырăнсенче пулнă. Куçса çÿрекен ялавсене хамăр алăран вĕçертмен. Çамрăксем шкултан вĕренсе тухнă хыççăн колхозра йышлăн юлатчĕç, мĕншĕн тесен эпир вĕсене çур хакпах çурт-йĕр лартса параттăмăр, юлнă парăмне те курттăммăн илмен, ĕç укçинчен 20-шер процент кăна тытса пынă.

Çынсем ĕçсĕр ларман, колхозра вĕсене ĕçлеме хушма цех чылайччĕ: кирпĕч çапаканни, çĕвĕ çĕлекенни, кăлпасси тăваканни, пулă тĕтĕмлекенни, столяр цехĕ. Вăл вăхăтра промышленноç предприятийĕсем пирĕн территорире сысна фермисем тытса хăйсен рабочийĕсене аш-какайпа тивĕçтернĕ. Шупашкарти автомобильсем юсакан завод çав фермăра 500 сысна тытнă. Канаш элеваторĕн те ферма пурччĕ. Ял çыннисем валли ĕç çителĕклĕ пулнă.

Халĕ çак ĕçе эпир çĕнĕрен пуçартăмăр. Ялти культура çуртĕнче çĕвĕ цехĕ ĕçлет, унта 13 çамрăк хĕрарăм ача-пăча коляскисене сарма вырăн хатĕрĕсем çĕлет. Продукци Мускава, Екатеринбурга, Чĕмпĕре ăсанать. Хамăр республикăра та туянаççĕ. Ĕç укçи вăтамран 14-15 пин тенкĕ.

- Арçынсене ĕç вырăнĕ туса парас пирки шухăшламан-и?

- Арçынсене валли ĕç вырăнĕ тума кирпĕч цехне çĕнĕрен ĕçлеттерсе ярасшăн. Вĕсем çемьене пĕрер-икшер уйăхлăха пăрахса Мускав-Питĕр тăрăх нуша курса ан çÿреччĕр. Цеха хальхи вăхăтри оборудовани вырнаçтарасшăн.

- Ăна туянма укçа-тенкĕ чылай кирлĕ вĕт-ха...

- Ку цеха уçма пулăшаканни - Тăрăн çынни, Екатеринбургра пурăнать. Цехра ĕçлеме кирлĕ хатĕре пире укçасăрах парать. Ку çеç те мар, вăл тăван ялĕнче часавай уçасшăн. Асăнмалăх пултăр тет.

- Эпĕ Киров облаçне, çамрăк чухне ĕçленĕ вырăнсене кайса çÿретĕп. Унта ялсем хупăнаççĕ, çынсем çуралса ÿснĕ вырăна пăрахса Раççейĕпе саланаççĕ. Сирĕн вара ялсенче çĕнĕ урамсем ÿсе-ÿсе лараççĕ.

- Чăнах та, çамрăксем ялтан каймаççĕ. Пирĕн пушă ларакан пĕр çурт та çук. Кам та пулин çуртне сутсан, ăна çийĕнчех туянаççĕ. Ялта пурăнма пĕтĕм услови пур. Кашни урамрах çулсене асфальт сарнă, кашни килте - газ, электричество. Тата мĕн кирлĕ? Йĕри-тавра хыр вăрманĕ, юнашарах Кĕçĕн Çавал юхса выртать.

Ачасем валли садик пур, ăна анлăлатма шухăшлатпăр. Мĕншĕн тесен хальлĕхе кунта черет пур-ха. Шкул та çакăнтах.

- Чăнах та, кунта вырăнĕ питĕ илемлĕ. Сирĕн чÿречерен пăхатăн та - йĕри-тавра вăрман.

- Советсен вăхăтĕнче кунта «Спутник» пионер лагерĕ пулнăччĕ, «перестройка» вăхăтĕнче ăна пĕтĕмпех пăсса-ватса пĕтерчĕç. Вырăнĕ, чăнах та, питĕ илемлĕ. Ытти çĕртен килеççĕ те: «Эсир мĕнле илемлĕ, сиплĕ вырăнта пурăнатăр», - тесе ăмсанаççĕ.

- Эсир тăлăх тăватă ачана çуртлă-хваттерлĕ тунă тенине те илтнĕччĕ...

- Тăрăн ялĕнче пурăннă Михаил Петров арăмĕ йывăр чирлесе вилчĕ, кайран хăй те пурнăçран сарăмсăр уйрăлчĕ. Тăватă ача тăлăха тăрса юлчĕ: виççĕшĕ интернатра ÿсрĕ, пĕр хĕр ачине ашшĕн йăмăкĕ пăхса çитĕнтерчĕ. Вĕсене Тăрăн ялĕнчех тăватă хваттерлĕ çурт лартса патăмăр. Виççĕшĕ пурăнма куçнă ĕнтĕ. Хĕрĕ Канашри финанс колледжĕнче вĕренет те, куçайман-ха. Аслă хĕрĕ çемьеллĕ, качча тухнă, икĕ ывăлĕ салтака кайса килнĕ.

- Аркадий Трофимович, укçа-тенкĕ ăçтан тупрăр?

- Раççей шайĕнче нумай ачаллă çемьесене хваттерпе е çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа пур. Шăпах çавăнпа килĕшÿллĕн укçине федераци бюджетĕнчен уйăрнă.

Тăрăн ялĕнчи икĕ çемьене - вĕсен те ултшар ача - кăçал икĕ хутлă çурт лартса паратпăр. Çурт лартма çĕр лаптăкĕ уйăрнă.

Пайкилт ял тăрăхĕнче халăх йышĕ хушăнсах пырать. 2010 çулта виçĕ ялта 33 ача çуралнă, виçĕм çулпа пĕлтĕр – 25-шер.

- Ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕх усрать-и?

- Икшер ĕне усракан чылай. Хăшĕ-пĕри виçшер те усрать. Хам та ĕне, 12 сурăх, сысна, чăх-чĕп усратăп. Халĕ ялта çамрăк çемье нумай, вĕсем выльăх чылай усрама пуçласса шанатăп. Сĕте Канаш райповĕ тата тепĕр предприниматель пуçтараççĕ. Пĕр литршăн 16 тенкĕ параççĕ. Ман шухăшпа, сĕте ĕлĕкхи пек колхозăн пуçтармалла та сĕт-çу заводне леçмелле. Ун чухне сĕт укçине те, выльăха какая парса тунă укçана та колхозниксен лицевой счечĕ çине ĕç укçи пек кăтартса çырнă, мĕншĕн тесен вăл - ĕçлесе илнĕ укçа. Çак укçаран пенси фондне те куçарнă, пенсие тухнă чухне çакă çынсене пысăк пулăшу панă. Ун чухне колхозниксен тупăш налукĕ пулман.

Паянхи чи çивĕч ыйту – хуçалăхсенче механизаторсем çитменни. Унччен вĕсене Канашри 22-мĕш СПТУра вĕрентсе хатĕрленĕ. Халĕ ку вĕренÿ заведенийĕ хăйĕн профильне улăштарчĕ, Газпром валли кадрсем хатĕрлет. Механизаторсене Канашри ДОСААФ шкулĕнче хатĕрлеме пуçланă, çамрăксене çавăнта яратпăр. Унта пирĕн икĕ çамрăк вĕренет.

Ман шухăшпа - районта агрофирма е агрохолдинг йĕркелемелле, куçса çÿрекен механизациленĕ колоннăсем тумалла. Çавăн пек çине тăрса ĕçлесен кăна механизаторсен ыйтăвне татса пама пулать. Унсăрăн май çук.

 

Канаш районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Василий ЛАПИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.