Эпир туслă, мал ĕмĕтлĕ, хастар та маттур
28 Apr, 2016 | Тантăш | Вĕрентÿ | Шкул

Ишек шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен ачасем тахçанах хăйсемпе паллаштарасшăнччĕ. Вăхăт тупса çаврăнса çитрĕмĕр Чăваш тĕнчишĕн хавхаллă тăрăха. Калаçăва пуçлама Лилия Геннадьевна класс ертÿçине ыйтрăмăр. Малтан ăна сăмах.

— Пирĕн класра пилĕк хĕрача тата пилĕк арçын ача. Отличниксем иккĕн: Анжела Иванова тата Андрей Дмитриев. Лайăх вĕренекенсем — Алексей Андреев, Виктория Романова, Дмитрий Матвеев, Никита Кузьмин. Ачасем пурте питĕ маттур, хаваспах шкулти драма кружокне çÿреççĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче районти конкурсра «Пахчаçăпа ывăлĕсем» инсценировкăпа «Чи лайăх декораципе костюмсем» номинацире палăртăмăр. Никита Кузьмин ватă пахчаçă сăнарне питĕ ĕненмелле калăпларĕ.

Урăх кружоксене та çÿреççĕ 4-мĕш-сем, ăсталăхне тĕрлĕ енлĕн туп-таççĕ, аталантараççĕ. Лолита Трофимова юрлама ăста, Денис Петровпа Алеша Андреев ташă ушкăнĕнче палăрнă. Çак ачасем районти тата республикăри пултарулăх конкурсĕсенче шкул чысне тивĕçлĕн хÿтĕлеççĕ. Кристина Тятькова, Анжела Иванова, Дима Матвеев сăвă-калав çырма килĕштереççĕ, хитре ÿкереççĕ. Женя Деревцова амăшĕпе пĕрле алĕçĕ тума маçтăр.

Вĕренекенсем спортпа та туслă. Йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Андрей Дмитриев уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тăвать. Кире пуканĕ йăтаканĕсен республика шайĕнче иртекен Геннадий Калинин интернационалист салтак ячĕллĕ турнира та хутшăнчĕ вăл, Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Ачасем ялти библиотекăпа туслă. Кĕнеке вуланисĕр пуçне вĕсем тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Литература çулталăкĕнче ирттернĕ викторинăсенче тата ÿкерчĕксен конкурсĕнче те палăрчĕç вĕренекенсем. Лолита Трофимовăпа Виктория Романова уйрăмах хастар пулчĕç.

Ашшĕ-амăшĕ те час-часах шкулта пулаççĕ. Пирĕнпе пĕрле походсене те çÿреççĕ. Вĕренÿре кирлĕ япаласене туянма та пулăшаççĕ.

Лилия АЛЕКСАНДРОВА,

класс ертÿçи.

«Тантăш» тусĕсене Ишек шкулĕн маттурĕсемпе çывăхрах паллаштарма класа виçĕ ушкăна пайларăмăр та кĕске тĕрленчĕксем çырма хушрăмăр.

Кристина Тятькова, Дмитрий Матвеев, Никита Кузьмин 1-мĕш класа кайнине аса илчĕç.

— Авăнăн 1-мĕшĕнче тăватă çул каялла шкула утнă чух çумăр çăватчĕ. Шкула çитрĕмĕр. Унта темĕн чухлĕ ача пуçтарăннă. Эпир кăштах вăтантăмăр та. 1-мĕш класра эпир тăххăрăнччĕ. Хамăр вĕрентекене — Лилия Геннадьевнăна — хитре чечек çыххи парнелерĕмĕр. Пĕлÿ урокĕ хыççăнах алфавит, саспаллисем çырма вĕренме тытăнтăмăр.

Эпир вара — Кристина Тятьковăпа Дмитрий Матвеев — 1-мĕш класра Çатра Маркари шкулта вĕреннĕ. Ишек шкулне 2-мĕш класранпа çÿретпĕр. Кунта килсенех малтан именеттĕмĕр. Часах ачасемпе туслашрăмăр та ĕмĕр тăршшĕпех кунта вĕреннĕн туйăнма тытăнчĕ.

Андрей Дмитриев, Денис Петров, Лолита Трофимова, Алексей Андреев класс биографине кăштах çутатса парас терĕç.

— Мĕн кăна пулса иртмен тăватă çул хушшинче. Аса илмелли нумай. Класĕпе Кÿкеç поселокĕнчи «Бичурин тата хальхи самана» музея кайса курнăччĕ. Питĕ килĕшрĕ: Иакинф атте пурнăçĕпе кăна мар, Шупашкар районĕн историйĕпе те паллашрăмăр унта. Ишек музейне вара тăтăшах çÿретпĕр. Вăл пирĕн шкултан аякрах та мар.

Чĕрчунсемпе мĕнле кăсăклă ĕçсем пулса иртнĕ пирĕн! Эпир хĕлле класра уйăп усрарăмăр. Пирĕн шкул умĕнчех чутах шăнса вилмен вăл. Сыватрăмăр — çунат сарчĕ илемлĕ кайăк. Пĕррехинче вара Лилия Геннадьевна пире чĕрĕ раксем илсе килсе кăтартрĕ. Вĕсене класрах хăвартăмăр, шыв тултарнă банкăран питĕ тимлĕн сăнарĕç вĕсем. Килĕштерчĕç пулмалла пире. Тепĕр кунне вара хачăллă-мăйăхлă туссене Ункă çырмине кайса ятăмăр. Тен, малашне унта раксем йышлăн ĕрчĕç?

Тепрехинче Женя Деревцова амăшĕ пирĕн пата кролик илсе килчĕ. Питĕ хитреччĕ вăл — хăмăр-хĕрлĕ тĕслĕччĕ, лавккари çемçе пукане пекех. Вăрăм хăлха пире часах хăнăхрĕ, хăрами пулчĕ. Ачасем унпа кăмăл туличчен вылярĕç. Кайран вара эпир ăна килне леçсе ятăмăр.

Эпир — спорта кăмăллакансем. Хĕлле пурте ГТО нормисене пурнăçларăмăр. Кашни çулах «Наци кросне» хутшăнатпăр. Республикăри тантăшсене те спортпа туслă пулма хушатпăр.

Класри юлашки хыпарсенчен пĕри Лолита Трофимовăпа çыхăннă. Нумаях пулмасть вăл Александр Витальевич Пушкин ертсе пынипе Шупашкарти культура училищинче иртнĕ республикăри пултарулăх конкурсне хутшăнчĕ, «Бу-ра-ти-но!» юрăпа халăха савăнтарчĕ.

Кашни çыннăн пурнăçĕнче пĕрремĕш вĕрентекен ĕмĕрлĕхех асра юлать. Виççĕмĕш ушкăнри Женя Деревцова, Анжела Иванова тата Виктория Романова «Тантăш» тусĕсене иккĕмĕш амăшĕпе паллаштараççĕ.

— Лилия Геннадьевна пирĕншĕн чунне парса тăрăшать. Мĕнле кăна пулăшмасть — сăвă калама та вĕрентет. Хушăран Лилия Геннадьевна çирĕп кăмăлне те кăтартать, çирĕп ыйтакан вĕрентекен вăл. Çав вăхăтрах питĕ ырă кăмăллă, ăслă, ăнлануллă, пире анне пекех пăхса тăрать. Ачасен мĕнле те пулин ĕç тухмарĕ-тĕк — питĕ пăшăрханать, пулăшма яланах васкать.

Лилия Геннадьевна пире вулама, çырма, шутлама, тантăшсемпе туслашма, çут çанталăка ăнланма вĕрентрĕ. Унăн тăрăшулăхне тата ĕçченлĕхне пула олимпиадăсенче, ăмăртусенче малти вырăнсене тухатпăр.

Хамăрăн пĕрремĕш учительницăна эпир питĕ юрататпăр, унпа мухтанатпăр.

Килес вĕренÿ çулĕнче 5-мĕш класа каякан маттурккасене «Тантăш» хаçат çирĕп сывлăх, ăнăçу-çитĕнÿ сунать.

Сăнÿкерчĕксенче:

1. Эпир 1-мĕш класра: 2012 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ.

2. Эпир 4-мĕш класра: 2016 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕ.

Сăнÿкерчĕке мĕнле сăрт çинче ÿкернине вара каламасан та юрать, пирĕн хаçат тусĕсем тÿрех тавçăрса илчĕç пуль?

Владимир СТЕПАНОВ.

Владимир СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.