Эпир шухăшлани тÿрре тухрĕ

23 Авăн, 2016

Суйлав кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Политиксем цифрăсемпе процентсене танлаштарчĕç, кам мала тухнине тĕшмĕртме тăрăшрĕç. Çав вăхăтрах сăнама пултаракан çынсем кăтартусем мĕнле пулассине суйлавчченех пĕлсе тăчĕç. Эпир шухăшлани пĕтĕмпех тÿрре тухрĕ.

«Единая Россия» парти представителĕсем пĕр мандатлă 22 округра пуринче те çĕнтерсе Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пулса тăчĕç. "Единороссене" ытти партисенчи паллă кандидатсем те иртме пултараймарĕç. Тĕслĕхрен, Игорь Моляковпа Олег Николаев суйлавра выляса ячĕç пулин те парти списокĕпе мандат илеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Семенов кандидат пирки те çакнах каламалла. Ăна «Единая Россия» представителĕ Владимир Михайлов çĕнтерчĕ. Никама пăхăнман экспертсем те кун пек пулса тухасса кĕтмен.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков Александр Капитоновран /вăл ирхи пилĕк сехетчен малта пынă/ иртме пултарчĕ.

Суйлав кăтартăвĕсем, тĕп¬рен илсен, эпир шухăшланипе тÿр килеççĕ. «Единая Россия» хыççăн КПРФ тата ЛДПР пыраççĕ, вĕсен иккĕшĕн те сасăсен шучĕ пĕрешкелтерех. «Справедливая Россия» тăваттăмĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

Халĕ лару-тăру çакнашкал йĕркеленнин сăлтавĕсем çинчен калаçма та юрать ĕнтĕ. Оппонентсем хальхи вăхăтри экономикăри йывăрлăхсене «Единая Россия» çине йăвантарма хăтланчĕç пулин те парти йăлтах чăтса ирттерчĕ. Суйлавçă тĕплĕ шухăшлама пултарчĕ, пушă сăмах хыççăн каймарĕ. Çынсем «Единая Россия» тунă чăн ĕçсене хаклама пултарчĕç.

Пĕрлĕх туйăмĕ те пысăк ви¬тĕм кÿчĕ. Пирĕн халăх йывăр вăхăтра пĕрле пулма хăнăхнă. Владимир Путин авторитечĕ нацисене пĕрлештерекен никĕс пулса тăчĕ. Асăрхăр: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев суйлав умĕнхи кампани пирки сахал, анчах витĕмлĕ каларĕ. Пирĕн шутпа — «Единая Россия» партин ăна нумай сасă пухма пултарнăшăн тав тумалла.

 

«Единая Россия» тĕплĕ тата уçăмлă программа сĕнекен пĕр¬тен-пĕр парти пулчĕ. Кунсăр пуçне "единороссем" халăхпа нумай хутчен тĕл пулчĕç, хăйсен программинчи тĕп тезиссене тата та «çивĕчлетрĕç». Пушă критика çынсене йăлăхтарчĕ, вĕсем чăн ĕçсем кĕтеççĕ.

«Справедливая Россия» шар курнине шăпах çакăнпа ăнлантарма пулать. Укçа сахал мар тăкакласа /хăшпĕр эксперт хаклавĕпе «СР» Чăваш Енре кăна 200 миллион тенкĕ пĕтернĕ/ парти пуçаруллă, малтĕллевлĕ программа сĕнме пултараймарĕ.

«Справедливая Россия» Патшалăх Думине епле лекме пултарни тĕлĕнтерет. Малашне те кун пекех пулас тăк — ку юлашки ăнăçу тесе шухăшлама юрать. Сăмах май, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче "эсерсем" икĕ вырăн илнĕ.

РФ Патшалăх Думинче Чăваш Енрен пилĕк депутат пулĕ. Суйлав умĕнхи "тытăçу" вĕçленчĕ. Халĕ вĕсем республика интересĕсемшĕн пĕрле ĕçлессе шанатпăр.

Парти списокĕпе «Единая Россия» 50 ытла процент сасă пухнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕнче пĕр мандатлă 22 округра пуринче те «Единая Россия» парти представителĕсем çĕнтернĕ.

«Справедливая Россия» ва¬ра — тăваттăмĕш вырăнта çеç.

  А.СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.