Эпир мар тăк - кам?

27 Чÿк, 2019

Çитес çул çĕршывра — Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Çак уяв Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн те, пĕтĕм Раççейри пекех, чи çутă, пĕлтерĕшлĕ уяв.

Ял тăрăхне кĕрекен 7 ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă сывă пĕр ветеран та юлмарĕ пулсан та, вĕсен паттăрлăхĕ, çутă сăнарĕ, ырă ĕçĕ яланах асăмăрта. Кунта пурăнакан икĕ пин ытла çын çакна хăйсен ĕçĕпе, пуçарăвĕпе çирĕплетсех тăрать. Акă кăçал Шăмалакра «Пуçаруллă бюджет» программăпа юнлă вăрçăран таврăнманнисене чыс туса пысăк, илемлĕ палăк уçрĕç. Ун пирки республикăра пурăнакансем те илтнĕ ĕнтĕ, ахальтен-и октябрь уйăхĕнче ял тăрăхне Вăрмар районĕнчен ятарлă делегаци килсе кайрĕ. Хăнасем — «Туслăх кĕперĕ» тĕлпулăва хутшăннисем — Астăвăмпа мухтав çулталăкĕнче хăйсен патĕнче унашкал палăк çĕклесе лартасшăн.

Яманчÿрелте иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенчех вăрçăра пуç хунисен ячĕпе палăк çĕкленĕ. Паллă çул ăна тĕпрен çĕнетесшĕн. Ял çыннисен пухăвĕнче пуçарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ. Ăна Светлана Ермакова ертсе пырать. Йышра çавăн пекех Яманчÿрел ялĕн çак хастарĕсем: «Яманчÿрел» хуçалăх директорĕ Владимир Рахмуллин, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн депутачĕ Александр Ермолаев, вырăнти культура ĕçченĕсем Надежда Обожгеева тата Татьяна Васильева. Халăх кăмăлне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Михаил Егоров та ырласа йышăннă, палăк проекчĕпе вырăнти пуçарулăх никĕсĕ çине таянса общество инфратытăмне аталантармалли проектсен республика конкурсне хутшăнма документсем хатĕрленĕ. Унта çĕнтерсен проект хакĕн 60 процентне республика бюджетĕнчен уйăрса парĕç, ыттине бюджет тулашĕнчи çăл куçран илĕç. Маларах палăртнă тăрăх, проект хакĕ — пĕтĕмпе 676349 тенкĕ. Хальхи вăхăтра ял çыннисем, предпринимательсем, юридици сăпачĕсем пĕрле 150 пине яхăн тенкĕ пуçтарнă ĕнтĕ. Яманчÿрелсем палăка, мĕнле пулсан та, çитес çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче — Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче — уçма ĕмĕтленеççĕ. Хальхи вăхăтра пуçару ушкăнĕ Яманчÿрелпе Атăкçырминче çуралса ÿснĕ, вăрçă хирĕсенче пуç хунă тата тăван хутлăха таврăннă ветерансен списокне çĕнĕрен тĕплĕн тĕрĕслет.

Лаш Таяпари палăка та пуянлатасшăн. Хальхи палăк çинче — сала çыннисен тата ял тăрăхне кĕрекен ялсенчи хаяр вăрçăра выртса юлнисен ячĕсем. Çитес Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне ун çумне чĕрĕ-сывă таврăннă фронтовиксен ячĕпе тепĕр палăк çĕклесшĕн. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.