"Эпир çынсемшĕн тата вĕсен ырлăхĕшĕн ĕçлетпĕр"

8 Нарăс, 2018

Паян ЧР прокуратуринче пресс-конференци иртрĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене ЧР прокурорĕ Василий Пословский, унăн заместителĕсемпе пулăшуçисем, пай пуçлăхĕсем хуравларĕç.

Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене тĕрлĕ ыйту кăсăклантарчĕ: коррупципе кĕрешес, çынсен ĕç укçин парăмне татас, ачасене хирĕçле преступленисене чакарас тата ытти енĕпе прокуратура мĕнле мерăсем йышăнать? Вăл йĕркелекен тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем еплерех? Çынсем прокуратурăна çыракан сĕнÿсен, ыйтусен тата асăрхаттарусен шучĕ ÿссе е чакса пырать?

"Эпир çынсемшĕн тата вĕсен ырлăхĕшĕн ĕçлетпĕр. Пирĕн тĕп тĕллев — граждансен прависене, вĕсен интересĕсене хÿтĕлесси", — пĕлтерчĕ Василий Пословский хăйсем кашни ыйтупа тĕплĕн ĕçленине палăртнă май. "Граждансене çакна аса илтерес килет: кирек мĕнле ыйтăва та тÿрремĕнех пирĕн пата тата хăвăр сăмахсемпе çырăр. Интернетри "Прокуратурăна çыру çырма пулăшатпăр" йышши рекламăна ĕненсе çав пĕлтерÿсене паракансемпе ан çыхланăр, вĕсем çак утăма укçашăн тунине шута илĕр", — терĕç прокуратура ĕçченĕсем.

Комментари хушас