Эпĕ вăрçăра вилнĕ иккен

Ку хыпара илтсен е вуласан паллакан-пĕлекен шалт тĕлĕнĕ: эпĕ, ку йĕркесен авторĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ иккен.

Çакна А.Михайлов Шупашкарта «Çĕнĕ вăхăт» типографире 2010 çулта пичетлесе кăларнă «Тăван ялăм Хачăк, вăлах Ямпах» кĕнекери йĕркесем çирĕплетеççĕ: «Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă...» пайра «Мокин Александр Иванович - СССР журналистсен союзĕн членĕ ятне тивĕçнĕ пĕрремĕш çын», - тесе палăртнă.

Юрĕ, вилнĕ тейĕпĕр. Вăхăт çитсен леш тĕнче пурне те йышăнать. Эпĕ, çуралнине çирĕплетекен свидетельство тăрăх, 1948 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çапла вара иккĕмĕш тĕнче вăрçи иртнĕ хыççăн икĕ çул çурăран епле майпа çапăçса вилме пултарнă-ха?

СССР журналистсен союзĕн членĕн билетне, чăн та, 1970 çулта илнĕ. Тин çеç çар хĕсметĕнчен килнĕскер, ун чухне «Пионер сасси» хаçат редакцийĕнче вăй хураттăм.

«Вĕсем çĕнтерÿпе таврăннă» сыпăка илер. «Мокин Иван Ананьевич /1913-2003/. Сержант, взвод командирĕн пулăшаканĕ, ДВФ», - тенĕ унта. Атте 1935 çулта Хĕрлĕ Çара кайиччен ăçта ĕçленине астумастăп. Икĕ çултан саппаса таврăнсан вăл Шупашкарта шалти ĕçсен органне вырнаçнă. 1940 çулта Хĕрлĕ Çара тепĕр хут илнĕскер аслă политрук Моргунов ертсе пынă çар комиссариачĕн сотрудникĕ пулнă, унтанах Ярославльти пехота училищине вĕренме янă. Кĕçĕн лейтенант званине илсен курсантсен взвочĕн командирне çирĕплетнĕ.

Нимĕç фашисчĕсене аркатсан 39-мĕш гварди армийĕ йышĕнче Япони милитарисчĕсене тĕп тума Инçет Хĕвелтухăçне кайнă. Анчах та А.Михайлов çырнă пек сержант мар, кĕçĕн лейтенант пулнă. Çакна халĕ 39-мĕш арми командующийĕ, Совет Союзĕн Геройĕ, гварди генерал-полковникĕ Людников тата ытти çарпуçĕ алă пуснă халĕ упранакан Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ. Вĕсенчен пĕринчи йĕркесемпе паллаштарни вырăнлă пулĕ: «...мл. л-ту Мокину Ивану Ананьевичу. Приказом Верховного Главнокомандующего Генералиссимуса Советского Союза товарища Сталина от 23 августа 1945 г. / 372 за прорыв Маньчжуро-Чжалайнурского и Холун-Аршанского укрепленных районов японцев, форсирование горного хребта Большой Хинган, преодоление безводных степей Монголии и освобождение Маньчжурии всему личному составу вашей части, в том числе и Вам, принимавшему участие в боях с японцами на Дальнем Востоке, объявлена благодарность».

Автор кĕнекине мана парнеленĕ хыççăн фактсемпе тĕслĕхсене тĕплĕн тишкертĕм. Паллах, кашнин çинченех çырма пултарайман вăл. Шел, ырă сăмахсене тивĕçлисенчен нумайăшĕн хушамачĕ сиксе юлнă.

Тĕпчеве тиркес тĕллевпе мар, кĕнеке епле майпа «нушаланса» кун çути курнине уçăмлатас шухăшпа «Новое время» типографине çитрĕм. Кăларăмри кăлтăксем пирки пĕлтерсен А.Михайлова менеджер çапла каларĕ: «Автор корректурăна вуларĕ... Кăмăл-туйăм, сывлăх тĕлĕшĕнчен хăйне аванах туятчĕ пек...»

Пичет ĕçĕн ветеранĕ Хачăк ял историне тĕпчесе, ентешсен кунçулне çырса кăтартса пысăк ĕç тунă. Шел, кĕнекене «пиçсе çитмесĕрех кăмакаран кăларма» васканă.

Александр МОКИН,

1970 çултанпа СССР /РФ/

журналистсен союзĕн членĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.