«Эпĕ пĕрех хирург пулатăп»

5 Нарăс, 2019

Çак ĕмĕт патне талпăннă тухтăр халĕ çулсерен 1-ер пин операци тăвать
«Куç — çын чунĕн тĕкĕрĕ», «Куç чĕререн ачашрах, çепĕçрех», «Çын улталасан та куç суймасть»,
«Куçсăр пуличчен чунсăр пул»… Куçпа çыхăннă çакăн йышши каларăш халăхра чылай çÿрет. Куç курни çыншăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи компьютер техники вăйлă аталаннă вăхăтра та куçа мĕн пĕчĕкрен упрамалли пирки тепĕр хутчен аса илтерчĕ Республикăри офтальмологи клиника больницин офтальмолог тухтăрĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, 2018 çулта «Республикăри чи лайăх офтальмолог» ята тивĕçнĕ Елена Григорьева. Елена Михайловна пархатарлă çак ĕçре 44 çул вăй хурать.
Характерпа пĕр килет
— Елена Михайловна, ахăртнех, эсир шурă халатлисен ретне тăма мĕн ачаран ĕмĕтленнĕ?
— Эпĕ Канаш районĕнчи Сиккассинче çуралса ÿснĕ. Çемьере, тăвансен хушшинче медицина енĕпе ĕçлекен çук. Эпĕ те медик пуласси пирки шухăшламан. Мĕншĕн тесен математикăна, физикăна юрататтăм. Аслă шкула техника е экономика енĕпе вĕренме кайма тĕв тунăччĕ. Шкул пĕтерсе Шупашкара килсен медицина факультетне кĕме питĕ йывăрри пирки каларĕç. Аппасенчен чи асли мана унта кайса пăхма сĕнчĕ. «Санăн характерупа шăпах пĕр килет», — терĕ вăл. Мĕн тетĕр? Вĕренме кĕтĕм. Малтанхи çулсенче килĕшетчĕ тесе калаймастăп. Вăхăт иртсен кирек кам та хăйĕн ĕçне юратма тытăнать. Эпĕ пĕрех хирург пулатăп тесе шухăшлаттăм. Çамрăк кăмăл çапларах пулнă-тăр. Хирург пулсан çынсене ытларах пулăшма пултарассине ĕненеттĕм. 6-мĕш курсра вĕреннĕ чухне атте чирлерĕ те Шăхасан больницине лекрĕ. Ун чухне сиплев учрежденийĕн тĕп тухтăрĕпе, РФ тава тивĕçлĕ врачĕпе Фирс Григорьевпа паллашма тÿр килчĕ. «Санран 2 çулта хирург тăватăп, Сиккассинчи участок больницине ĕçлеме яратăп», — терĕ ун чухне Фирс Григорьевич. Анчах ăраскалăм урăхларах килсе тухрĕ. Пулас мăшăрăм Шупашкарта вĕреннĕрен тĕп хуларах юлма тиврĕ. Куç чирĕсемпе интернатура тухнă хыççăн Шупашкарти электроаппаратура завочĕн медсанчаçне ĕçе вырнаçрăм. Çапла эпĕ куç тухтăрĕ пулса тăтăм.
— Ашмарин урамĕнчи куç больницине вара епле лекрĕр?
— 1992 çулта улшăнусем пулчĕç. Республикăра куç больници уçăлчĕ. Эпĕ унта ĕçлеме куçрăм. Хирург-офтальмолог пулса тăтăм. Аслă ăрурисене операци тума пуçларăм.
— Апла Фирс Григорьевăн ĕмĕчĕ пур­нăçланнă: эсир хирург пулса тăнă. Калăр-ха, хĕрарăма хирургра ĕçлеме йывăр мар-и?
— Куç хирургийĕнче микроскопсемпе усă курса çав тери кăткăс операцисем тăватпăр. Ювелирлă операцисем теме пулать вĕсем пирки. Ĕç ăнăçлăхĕ кунта хĕрарăм е арçын пулнинчен килмест. Пĕтĕмĕшле хирургире вара, чăнах та, ытларах арçынсен ĕçлемелле. Вĕсен ĕçĕ чăннипех те паттăрла.
Йăхран йăха та куçаççĕ
— Елена Михайловна, офтальмологсен конкурсĕ пирки каласа парăр-ха? Мĕнле ăмăрту вăл?
— Кашни çулталăкрах куç тухтăрĕсен хушшинче чи лайăх врача палăртаççĕ. Ăна Раççейри офтальмологсен Чăваш Енри уйрăмĕ йĕркелесе ирттерет. Унта специалист мĕнле ĕçленине пăхаççĕ, мĕн чухлĕ операци тунине, çитĕнÿсене шута илеççĕ.
— Мĕн чухлĕ операци тăватăр çулталăкне?
— Тĕрĕссипе, операци туни кăна мар, тĕрлĕ мелпе сиплени те манăн ĕç шутне кĕрет. Салтака каймалли яшсемпе те чылай çул ĕçлетĕп. Çулталăкне 1 пине яхăн операци тума тивет.
— Пĕр пытармасăр калăр-ха: ĕç интереслĕ-и?
— Тухтăр пулма пĕчĕкренех ĕмĕтленмен пулин те професси килĕшет. Хамăн пациентсемшĕн пăшăрханатăп эпĕ. Пулăшас килет вĕсене. «Чирпе манăн халăхăм асапланать-çке, вĕсене вăхăтра сиплемелле»,— тесе шухăшлатăп.
— Эсир ĕçлеме пуçланă тапхăртипе танлаштарсан халĕ куç чирĕпе ытларах чирлеççĕ-и?
— Тĕрĕссипе, юлашки 5-10 çулта куç чирĕсем ытларах сарăлчĕç. Е халăх поликлиникăна пулăшу ыйтма ытларах килнипе çыхăннă-ши çакă? Офтальмологи юлашки вăхăтра пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Çĕнĕ йышши техникăпа усă курса йывăр чирлисене те сиплеме май пур. Маларахра хăшĕ-пĕри хăй куракан пулассине те шанман-тăр, паян вара вĕсене пулăшма май пур. Юлашки çулсенче компьютер техники вăйлă аталаннăран, гаджетсем анлă сарăлнăран ачасемпе çамрăксен куç вăйĕ вăхăтсăр чакать. Хăшĕсем компьютер умĕнче нумай лараççĕ, çавна май инçетрине начар курма пуçлаççĕ.
— «Куç чирĕсем йăхран йăха куçаççĕ», — тенине тăтăшах илтме пулать паян.
— Паллах, хăш-пĕр чир йăхран йăха куçса пырать. Маларах та пулнă вĕсем, халĕ те çаплах. Хăшĕсем тÿррĕнех ачисене куçмасан та пултараççĕ. Амак мăнукĕсене е кĕçĕн мăнукĕсене лекме пултарать. Инçетрине курманни тÿррĕнех куçмасть. Калăпăр, ача ятарлă условисене пăхăнать, куçа упрас тĕллевпе профилактика мелĕсене туса ирттерет, сывă пурнăç йĕркине пăхăнать — ун пек чухне куç вăйĕ чакмасан та пултарать. Эпир, тухтăрсем, черетпе талăкшар дежурство тăратпăр. Маларах талăкра 1-2 çын пулăшу ыйтнă тăк халĕ чирлисем çĕрĕпех килеççĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, куçпа нушаланакансен шучĕ те, тухтăрсенчен пулăшу ыйтакансен хисепĕ те ÿснĕ.
— Сăнатăп та: чылай чухне окулистсем, офтальмологсем хăйсем те куçлăх тăхăнаççĕ. Ирĕксĕрех ыйту çуралать: контактлă линзăпа çÿрени сиенлĕ-ши?
— Паян лазерпа усă курса операци тутарса куракан тума та, куçлăх-линзăпа çÿреме те пулать. Çакна çын хăй суйлать. Паян яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç линза тăхăнма уйрăмах кăмăллать. Çакă меллĕ те, хитре те. Контаклă линзăсемпе тĕрĕс усă курсан, вĕсене вăхăтра улăштарсан, каçсерен хывсан куç япăхмасть. Енчен те аллерги е урăх мĕнле те пулин чир пулсан куçлăх тăхăнмалла. Куçа çур çулта пĕрре тухтăр патĕнче тĕрĕслеттермелле.
— Глаукома, катаракта ан пултăр тесен çыннăн мĕн тумалла?
— Глаукома — йывăр чир. Вăл çынна суккăрлатма та пултарать. Лару-тăру ун патне ан çиттĕр тесен профилактика мероприятийĕсем туса ирттермелле. Кунта чире чи малтанхи тапхăрĕнче тупса палăртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йăхра кам та пулсан глаукомăпа чирленĕ тĕк çыннăн куç тухтăрĕ патĕнче тăтăш тĕрĕсленмелле. Куçăн шалти пусăмне виçтермелле. 40 çултан пуçласа ăна виçĕ çулта пĕрре пăхмалла. Енчен те йăхра глаукомăпа чирлекен пулнă тăк 35 çултанах тĕрĕсленме тытăнмалла. Катаракта — ытларах чухне аслă ăрурисен чирĕ. Ку амак 50 урлă каçсан аталанма пуçлать. Вăхăтра операци туни, куçăн шур илме пуçланă шăрçине искусственнăййипе улăштарсан пациент малтанхи пекех кураять. Катаракта ан пултăр тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, тĕрĕс апатланмалла, уçă сывлăшра ытларах çÿремелле, хусканусем тумалла, лăпкă пурăнма тăрăшмалла. Вăхăт-вăхăт куçа таурин, тауфон тумлатма тăрăшмалла. Вырăнти поликлиникăри окулист патĕнче тĕрĕсленсех тăмалла.
Ĕç те, çемье те хаклă
— «Пурнăçра икĕ çирĕп якорь пур — юратнă ĕç тата ачасем. Ыттине тÿссе ирттерме пулать», — тенĕ хăй вăхăтĕнче совет хирургĕ Николай Амосов. Сирĕншĕн ĕç е çемье пĕрремĕш вырăнта?
— Пĕрне тепринчен уйăрма сĕре йывăр. Манăн ун пек тăвас та килмест. Иккĕшĕ те пĕрешкелех пĕлтерĕшлĕ. Çемьере аванах мар тăк ĕçре те ăнмасть. Ĕçре йăлтах кал-кал пымасан, такăнмалли пулсан — кăмăл начар. Çакă килтисемшĕн те ырах мар. Пур çĕрте те килĕшÿпе çураçу кирлĕ.
— Ачăрсем сирĕн çулăрпа кайрĕç-и?
— Çук çав, хĕрĕмсем манăн çула суйламарĕç. Асли Ирина Шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлет. Марина И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне пĕтернĕ. Мăшăрăм Валерий Сергеевич — историк, наука докторĕ. Мана ĕçре яланах хавхалантарса, пулăшса пырать.
— Тухтăр ĕçĕсĕр пуçне тата мĕнпе кăсăкланатăр?
— Пушă вăхăтра килтисене тутлă апатпа савăнтарма кăмăллатăп. Кукăль час-часах пĕçеретĕп. Хĕллехи вăхăтра мăшăрăмпа йĕлтĕрпе ярăнма çÿретпĕр. Каçсерен кĕнеке вулама, çулла чечексем çитĕнтерме юрататăп.
— Елена Михайловна, мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр паян?
— Ачасен йăлтах ăнса пытăр, телейĕ пултăр. Мăнукăм Даниил Суворов училищине вĕренме кĕчĕ. Вăл çĕршыва тивĕçлĕ çын пултăр тесе кукашшĕпе эпир вăй-халăма шеллеместпĕр.
Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.