«Эпĕ кăмака хыçĕнчи тусан мар»

«Тав Турра, çак çулта та манăн ÿкерес килет», – тет вăл паян. Киленессишĕн кăна ÿкермест… Паллă ÿнерçĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх художникĕ Виталий Петров (Праски Витти) профессор «Тымарсем патне таврăнни» ÿнер ĕçĕсен ярăмĕшĕн Чăваш Республикин 2017 çулшăн панă патшалăх премине тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Виталий Петрович нумаях пулмасть Турцире пулнă. Çакăн çинчен тата художник ĕçĕ пирки сăрă ăстипе хăйĕнпе калаçрăмăр.

Унăн картинине курса хула мэрĕ макăрнă

— Виталий Петрович, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, кăçал эсир Турцире икĕ хут пулнă. Унта мĕншĕн çаплах хутлатăр?
— Çыр Чаллăра манăн тутар юлташсем пур. Вĕсем сĕннипе турккăсем мана та симпозиумсене чĕнеççĕ. Утă уйăхĕнче Ташкопру тăрăхĕнче пултăм. Вырăнĕ — чăваш çĕршывĕ пек. Сăртсем те пур. Хĕвел хытă хĕртнипе кунти пек симĕс йывăç-курăк сахалрах паллах. Эпир кайнă вырăнта ыхра туса илеççĕ. Шурă тĕслĕ вăл. Шултра, лайăх пулать. Симпозиумсене чĕнекенсем художниксем валли яланах сăрăсемпе киçтĕксем, пир хатĕрлеççĕ. Эпĕ акрилпа ĕçлерĕм. Тĕрĕссипе, нарăс уйăхĕнчен пуçласа утăччен алла киçтĕк тытманччĕ. Ялта пурăнатăп та — çĕр улми, кишĕр, купăста, хăяр лартнă. Шăвармалла, çумламалла, кăпкалатмалла — ялта ĕç нумай. Çавăнпа малтанах алла хăнăхтармашкăн юратнă темăпа кăшт ÿкеркелерĕм. Вăл — çур хĕрарăм тата çур арçын.
Халăх ăнланать-и ăна? «Мĕншĕн çуррине кăна ÿкеретĕр?» — темеççĕ-и?
— «Ăслă çырнă кĕнекесем вуламалла», — тет кун пек чухне юлташăм. Эпĕ ÿкернине ăнланас тесен кăштах шухăшламалла. Паян эпир пĕрре те пуç ватасшăн мар. Ăслайсемпе шухăшăмсене хама май ÿкеретĕп. Енчен те кашни çын ăнланмалла картина ÿкерсен ăна тĕслĕ кăранташсемпе клеткăллă тетрадь çине кăна чĕркелемелле. «Эсĕ Кастамону хулинчи /пуш уйăхĕнче вăл унта пулнă. — Авт.º пек ÿкерчĕк ту-ха», – терĕ мана хальхинче симпозиум ертÿçи, турккă хĕрарăмĕ. Эпĕ ун чухне наци тумĕ тăхăннă турккă хĕрачине ÿкернĕччĕ, турккă халăх юррине çырнăччĕ. Чĕлхине пĕлместĕп те, тупса панă юрра суйланăччĕ. Пĕррехинче, картинăпа ĕçленĕ вăхăтра, ман пата упăшкипе арăмĕ пырса тăчĕç. «Ку юрă çав тери хурлăхлă. Ăна юрланă чухне эпир яланах макăратпăр», — терĕç. Вĕсемех Кастамону хули çывăхĕнчи вăрçăра çав тери нумай çамрăк вилни, 13-мĕш полк йăлт пĕтни çинчен каласа кăтартрĕç. Унтан пирĕн пата ыттисем пуçтарăнчĕç, мана çав юрра юрласа кăтартрĕç. Çакна кура ăна урăх композици туса ÿкертĕм. Тĕп вырăнта — аманнă салтака лаша çинчен антарни. Çÿлте турккăсен тутăрĕсем, халăх юрри. Симпозиум ертÿçи пĕр кунхине пирĕн пата хула мэрне ертсе пычĕ. Вăл ман ĕçе пăхса макăрать-мĕн… Кастамону хулинче выставка пулчĕ. Унта хайхи мэр та тухса калаçрĕ. «Хăйĕн çулĕсене пăхмасăрах пирĕн пата тĕнчипе паллă ÿнерçĕ килнĕ», — терĕ. Ятарлă парнепе чысларĕ, çитес çул та хăйсем патне пыма чĕнчĕ. Каярахпа симпозиум ертÿçи мэр манăн «Турккă халăх юрри» картинăна хăйĕн ĕç пÿлĕмне çакни пирки пĕлтерчĕ. Кăштах тĕлĕнмелле те паллах: çынна макăртмалли картина питĕ сайра пулать пурнăçра. Çулсем тенĕрен. «Эсĕ чăнах та 82 çулта-и?» — пыра-пыра ыйтатчĕç манран турккă художникĕсем. Турккăсем çур арçынпа çур хĕрарăма сăнланă ÿкерчĕксене те илсе юлчĕç. «Кун пеккине Пабло Пикассо та, Сальвадор Дали те, Жоан Миро та хайламан. Эсĕ никам пек те мар», — терĕç вĕсем. Художникăн ыттисенчен уйрăлса тăмалла, хăйне евĕр пулмалла. Никам тĕслĕ пулмасан ăна паллаççĕ. Ку, паллах, лайăхах мар. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр художнике никам та ăнланмасть. Тен, вăл хăй те хăйне ăнланмасть. Эпир «цивилизаци», «халăх культури» тетпĕр. Халăх культурине пĕр çын тумасть. Уншăн çĕр-çĕр, пин-пин çын ĕçлет. «Санăн картинусене ăнланма йывăр», — текен те пур мана. «Ку чăнах та çав тери ансат-çке», — тĕлĕнеççĕ мĕн ÿкернине ăнлантарсан.

Хăйĕнчен вăйлăрах çынсене килĕштерет

— Апла халăх сирĕн ĕçсемпе кăсăкланать, хитре пурăнма хăнăхса пырать…
— Шел те, чăвашăн искусство произведенийĕпе пурăнас опыт çук. Çĕр ытла çул кăна-ха чăвашсем хуласене кайса вĕренме тытăнни. Чăвашăн нихăçан та ÿкернĕ картина пулман. Вăл çĕр пÿртре, улăм витнĕ çуртра пурăннă, кил-çуртне капăрлатман, çавăнпа пирĕн стена çинче ÿкерчĕк, фреска, тĕн живопиçĕ çук. Вунă çулта пĕрре икĕ-виçĕ министр кăна картина туяннă манран. Пĕр çын та пĕр картина та илмест. Ыйтмаççĕ те. Кăшт укçа пулсанах ĕçсе яраççĕ е тепĕр карас телефон туянаççĕ. Картинăллă пулас шухăш пуçа кĕмест. Картинăпа пурăнасси — Турă пани. Сăмахпа каласа ăнлантарма çук савăнăç вăл — килти картина! Художник картини! Вăл тепĕр çынран, кушакпа йытăран лайăх. Мĕншĕн тесен вăл çултан-çул пахаланса пырать. Çын ăна хăнăхать. Вăл ĕнтĕ унăн чун-чĕрине кĕрсе вырнаçать. Çапах картинăпа пурăнма пĕлекен çын çĕр çинче чылай. Киносенче тăтăшах кăтартаççĕ, хăшĕсен пÿлĕмĕсенче 5-6-шар ÿкерчĕк.
Художник ĕçĕнче мĕн килĕшет сире?
— Тĕнче курма ачаран ĕмĕтленнĕ. Мана хамран урăхларах, вăйлăрах çынсем килĕшеççĕ. Эпĕ сăвă çырма пултаракан çынран, ман пек мар, урăхларах ÿкерекенрен тĕлĕнетĕп. Ун пек ĕçсенчен киленÿ илетĕп. Симпозиумсене паллă художниксенчен суйласа илнисем кăна пыраççĕ. Апла эпĕ те кăмака хыçĕнчи тусан мар.
Калăр-ха: ÿкересси ăçтан пуçланнă сирĕн?
— Хамăн çитменлĕхсене пула художник пултăм. Ача чухне эпĕ çав тери имшерччĕ, выçăччĕ. Питĕ чухăн пурăнаттăмăр. Кукамай 12 ача çуратнă, 4 ывăлĕ вилнĕ, хĕрĕсем анчах юлнă. Хĕрсене çĕр паман. Пĕртен-пĕр çĕр пайĕпе 10 çынна тăрантармалла пулнă. Ялти ачасем манран тăрăхлатчĕç. 2-мĕш класра вĕреннĕ чухне Иван Никандрович учитель шкула çăпатапа пычĕ. Ачасем йĕлтĕрпе ярăннине ÿкерме ыйтрĕ. Юнашар ларакан ача пĕчĕк хут татки сÿсе уйăрчĕ те мана пачĕ. Эпĕ унта сăрт çинчен ярăнса анакан ачана ÿкертĕм. Иван Никандрович манăн ĕçе илчĕ те: «Пирĕн Витя художник пулать», — терĕ. Эпĕ ун чухне художник мĕн иккенне путлĕ ăнланман та. Шăп çав самантра чухăн та нишлĕ пурнăçран тармаллине ăнлантăм. Художник пулсан мана никам та кÿрентермессине туйса илтĕм. «Витя, санăн çын пулмалла», — тетчĕ анне ялан. Художнике кайсан çын пулассине ăнлантăм. Апла тăк паллă сăрă ăсти пулмалла. Тракториста кайнă тăк, ахăртнех, тĕнчипе палăраймастăм. Манăн чи лайăххи пулмалла пулнă, маншăн урăх çул уйăрман.
Апла художник пулнăшăн халĕ ÿкĕнместĕр.
— Урăхла пулма пултарасси пирки шухăшламастăп та. Енчен те çынна тепĕр хут çуралма май килнĕ тĕк — манăн чăваш кĕвви пулса çут тĕнчене килес килет. Халь чăваш халăх юррине ялта никам та юрламасть…
Хушма ят — Праски Витти — пирки те калăр ĕнтĕ…
— Анне Перасковья Ананьевна ятлăччĕ. Мана ялта Праски Витти тетчĕç. Юлташăм Коминтерн ятлăччĕ, юнашартах председателĕн ачи Адольф пурăнатчĕ. Кунта каласа хăвармалла пулĕ: анне мана хĕр пуçăн çуратнă. Çавăнпа манран ялта тăрăхлатчĕç. Ăмăртмалла чупнă чухне пĕрремĕш килсен такăнтаратчĕç. Эпĕ тăван яла — Вăрнар районĕнчи Айкăша — таврăнтăм. Масар юнашарах та — аннен чунĕ килсе пăхсан: «Эх, Витя пÿрте те юхăнтарнă», — тесе каласран çурт тăррине ылмаштартăм, çĕнĕ мунча лартрăм. Сăмах май, ялти шкула Праски Витти ятне панă, анчах хама пĕлÿ çуртне чĕнмеççĕ.

Начар ĕнене килтен илсе каймаççĕ

— Художник ĕçĕнче чи интересли мĕн?
— Манăн ĕç инженер конструкторăнни майлăрах. Эпĕ никам курманнине, тĕнчере çуккине тăвасшăн. «Начар ĕнене килтен илсе тухса каймаççĕ», — тенĕ Сергей Есенин классик. Мана Венгрие 10 хут ытла чĕннĕ. Испанире, ытти нумай çĕршывра пулнă эпĕ.
ЧР патшалăх премине тивĕçнĕ «Тымарсем патне таврăнни» ĕç пирки те каласа хăварар вулаканăмăрсене.
— Унта эпĕ кукаçине Ананий Львова чÿк тунă самантра сăнларăм. Чÿк юррине çыртăм. Кукамая, аннене, унăн аппăшĕсемпе йăмăкĕсене — Татьянăна, Перасковйăна, Зинаидăна, Раисăна, Лидияна — ÿкертĕм. Вĕсем мана кăкăр ĕмĕртнĕ, çĕр улми пĕçерсе çитернĕ, пĕрле ака тунă, тырă вырнă… Вара вăл каялла таврăнса хамăр чуна, ăс-хакăла, киле, тăвансене, ÿстернĕ çынсене ÿкерни пулчĕ. Тĕрĕссипе, манăн та, санăн та пурнăç — пĕртен-пĕрре. Пурнăç хакĕ пурин те пĕрех. Эпĕ хам валли çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм: çуралманни кăна телейлĕ. Хăрушă илтĕнет паллах. Мĕншĕн тесен пурнăçа нимĕн те тÿрре кăлармасть. Пурнăçăн хакĕ çук. Эпĕ 15-ре хам ватăлсан вилесси пирки шухăшласа илсен чутах ухмаха тухаттăм.
Халĕ ку чăнлăха епле йышăнатăр?
— Халĕ ку пурнăçран каясси хăратмасть мана. Халăхăмăр майĕпен çĕр питĕнчен кайса пыни кулянтарать. Тăван халăхăма халăх художникĕ кирлех мар. Вăл картинăна пĕр литр сĕтле те туянмасть…
Пĕлетĕп: çывăх çыннăрсем сире хаклаççех, çитĕнĕвĕрсемпе мăнаçланаççех.
— Мăшăрăм Трак тăрăхĕнчен, фармацевтра ĕçленĕ. Вăл манран лайăхрах. «Лида пулман тăк эсĕ ун пек çĕкленейместĕн», — теççĕ юлташсем. Тĕлĕнсе каймалла хĕрарăм вăл. Мана 62 çул пĕрле пурăнса нихăçан та нимшĕн те ятламан. Эпĕ мĕн чухлĕ ĕçлесе илни пирки нихăçан та ыйтман. Укçасăр ларнă самантсем те пулнă… Çур çĕр иртсен иккĕре киле килни те. «Душра çăвăнса тух», — тетчĕ вăл мана ним пулман пекех. Вăл эпĕ ăна суйма хăват тупаймассине туятчĕ. Хĕрĕмĕр Наташа та — фармацевт. Мăнукăмăр Кирилл та сăрă тĕнчинчен аякра. Малалла вулас...

Роза ВЛАСОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.