«Эпĕ çынна вĕлернине ăнланма питĕ йывăр»

16 Авăн, 2014

Республикăри çулсем çинче хăрушă инкексен шучĕ ÿссе пырать

«Ырă кун пултăр!.. Ырри, чăн та, сахалрах...» - çапла пăшăрхануллă кăмăлпа пуçларĕ ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов тунти кун йĕркеленĕ черетлĕ пресс-конференцие. Çулсем çинчи çынсем вилнипе, йывăр суранланнипе çыхăннă аварисен шучĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах ÿснĕ - кăмăлĕ çавăнпа сÿрĕк ĕнтĕ.

Çурла, авăн уйăхĕсем инкексен статистикине пушшех тĕксĕмлетнĕ. Журналистсемпе курнăçас умĕн, вырсарни кун, авă, каллех хăрушă инкек пулнă - Çĕрпÿ-Ульяновск çул çинче Чурачăк ялĕ тĕлĕнче вырсарни кун 18 сехет çурă тĕлнелле ВАЗ-2114 тата «Лада Гранта» автомобильсем çапăннă. «Ладăри» хĕрарăм пассажир çавăнтах вилнĕ, тата тăватă çын - сиплев учрежденине илсе кайнă чух çул çинче тата больницăра. Çак тĕслĕх пирки пĕлтернĕ май Владимир Геннадьевич ВАЗ çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухни çинчен пĕлтерчĕ - авари çавăнпа пулнă. Автомобиль рулĕ умĕнче опытсăр çамрăк, 1995 çулта çуралнăскер, ларнă - çу уйăхĕнче кăна водитель удостоверенине илнĕ.

Кăшт маларах вара тĕп хулара мотоциклпа çула тухнă 17-ри каччăпа унпа тантăш хĕр пурнăçĕ татăлнăччĕ. Çамрăк мотоциклистăн та водитель удостоверенийĕ пулман, анчах ку тĕслĕхре мотоцикл пырса çапăннă автомобиль водителĕ айăплă - вăл юраман çĕрте пăрăннипе хăрушă инкеке сăлтавланă.

Сăмах май, кăçал мотоциклсемпе çыхăннă 58 авари пулнă, вĕсенче 6 çын вилнĕ. Тата - скутерсемпе пулнă 83 авари. Вĕсенче те 6 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Вăт, ашшĕ-амăшне шухăшласа пăхмалли сăлтав: сăмси айĕ типмен ачасене мотоцикл-скутер туянса пани кирлех-и? Мотоциклистсем тенĕрен, йĕркене пăсакансене явап тыттарасси те ыйтуллă. Икĕ кустăрмаллă транспорт хатĕрĕ çине ларнă çынсене ДПСăн патруль машинипе хăвалаймăн. Сукмак çине пăрăнать те - хÿрине кăна курса юлатăн. Çавăнпа хăш-пĕр регионта ПАИ инспекторĕсене те мотоциклсемпе тивĕçтереççĕ. Кировра, сăмахран, пакунлă çынсене темиçе мотоциклпа тивĕçтернĕ хыççăн çав транспорт хатĕрĕпе водительсем инкеке лекесси тÿрех чакнă-мĕн. Чăваш Енре те темиçе мотоцикл пулсан аванччĕ те... Паллах, укçа кирлĕ. Хысна уйăрма пултарĕ-и? Хальлĕхе вара республикăри ПАИн - «Урал» мотоциклсем кăна. Кивĕскерсем, «списать» тума хатĕрленĕскерсем.

Авăн уйăхĕ çулсем çинчи лару-тăрăва тăруках çивĕчлетни паллă. Ачасем шкула çÿреме тытăнаççĕ, студентсем... Çийĕнчен, тĕп инспектор палăртнă тăрăх, руль умне ÿсĕрле ларакансен шучĕ çав-çавах пысăк. Пĕлтĕр унашкаллисем сахалланнă пек пулнă, халь каллех - вĕсен айăпĕпе пулнă аварисен шучĕн ÿсĕмĕ. Çакăнта, Владимир Геннадьевич шухăшĕпе, саккун «çемçелĕхĕн» витĕмĕ те пур. Çапла, ÿсĕрле иккĕмĕш хут çаклансан штраф виçи пысăк - 50 пин тенкĕ. Анчах хăшĕсене çакă та хăратмасть. Пĕрремĕш хут айăпа кĕрсен водитель удостоверенине туртса илмеççĕ вĕт - теприсем «нимех те тумарĕç» тесе шухăшласа илеççĕ пулинех. «Кунашкаллишĕн никама та каçару пулмалла мар. Калăпăр, хĕрĕнкĕ çын ресторантан тухнă хыççăн руль умне кĕрсе ларнине курсан - полицие шăнкăравласа пĕлтермелле. Çапла тусан инкекек сирсе яма пулать-çке. Хулара шăнкăравлаççĕ-ха, анчах ялсенче унашкал йăла çук», - кулянăвне пытармарĕ Владимир Романов.

Е тата - мотоблоксемпе усă куракансем. Тĕп инспектор калашле, ялсенче вĕсем чăн-чăн транспорт хатĕрĕсем ĕнтĕ. Вĕсемпе пахчари-уйри тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама кăна усă курмаççĕ, кÿршĕ яла та каяççĕ, хăнана та çÿреççĕ. Пĕчĕк ачисене лартсах. Чи хăрушши - ÿсĕрле çÿрени. Çав çынсем хайхи хатĕрсемпе федераци шайĕнчи автотрассăсем çине те тухаççĕ. Кăтартăвĕ хурлăхлă: кăçал кăна мотоблоксен ултă водителĕн пурнăçĕ татăлнă.

Ÿсĕрсем тенĕрен, Владимир Геннадьевич авăн уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче шăпах çавнашкал водительсене тупса палăртас енĕпе автоинспекци анлă рейдсем йĕркелесси пирки асăрхаттарчĕ. МИХсем урлă малтанах пĕлтерсе хурсан усси пулĕ-ши тесе иккĕлентĕмĕр те - татсах каларĕ: пĕлсе тăччăр, асăрхануллă пулччăр. Çапла ĕнтĕ, вĕçĕмсĕр ĕçсе çÿрекенсем çав кунсенче урă пулни те - усă.

ПАИ, паллах, хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тума тăрăшать. Çул-йĕр условийĕсене тĕрĕслесе тăрасси таранах. Çуран çынсем çул урлă каçмалли вырăнсенчи «зебрăсене», авă, халĕ сарă тĕспе те сăрлама тытăнчĕç. Чăнах та, капла курăмлăрах. «Пĕрешкеллине водитель хăнăхса çитеççĕ - асăрхами пулаççĕ, çавăнпа çĕнĕлĕхсемпе усă курма тăрăшатпăр», - сăлтавларĕ çакна Владимир Романов. Тĕп хулара та хайхи «зебрăсем» тĕлĕнчи çутăсене 23 сехет хыççăн сÿнтереççĕ - апла пулмалла мар, ку çуран çÿрекенсен хăрушсăрлăхĕпе тÿремĕнех çыхăннă-çке.

Çул хăрах еннелле виçĕ йĕрлĕ тĕк - çуран каçмалли вырăнсенче светофор пулмаллах. Сарă çутăпа мĕлтлетекенни те пулин. Çавна май Пичет çуртне ĕçе çÿрекен журналистсем хăйсем куллен усă куракан каçă пирки черетлĕ хут сăмах пуçарчĕç. Çула реконструкцилесе анлăлатнă май халĕ ун урлă каçса çÿреме чăннипех хăрушă. Çуран çынсемпе çыхăннă инкек темиçе те пулчĕ ĕнтĕ. Малтан влаçсем çак вырăнта çул çийĕн каçмалли сооружени тума шантарнă. Кайран вара те укçа çитмен - «зебра» ÿкерсе хунипех çырлахрĕç, светофор çук. Владимир Романов çирĕплетсех каларĕ: çав каçăпа усă курмашкăн светофор кирлех. Анчах хула влаçĕсем тăкакланасшăн мар пулас. Çавна май МТВ-Центр патĕнчи çĕр айĕнчи каçă хута кайсанах Пичет çуртне хирĕç «зебрăна» пĕтереççĕ-тĕр. Паллах, ку пичет ĕçченĕсене тивĕçтермест. Пĕрлех - Пичет çурчĕн таврашĕнчи йышлă предприятире ĕçлекенсене те. Анчах вĕсен хуйхи чиновниксене пăшăрхантармасть пулас.

Фотофиксаци приборĕсем пирки те сăмах пулчĕ. Вĕсен шучĕ çывăх вăхăтра татах пысăкланĕ. «Паркон» текен прибор та пур - юраман вырăнта лартса хăваракан автомобильсене кураканни. Анчах унпа ПАИ мар, ятарласа йĕркеленĕ хысна учрежденийĕ усă курать. Тепĕр тесен Владимир Романов паян парковкăсемшĕн пăшăрхансах каймасть, «унта çынсем вилмеççĕ», пуçа ыраттараканни - авари йышлă пулакан, çынсем инкек тÿсекен вырăнсем. Çавăнпах хайхи фотофиксаци приборĕсемпе те шăпах çав вырăнсенче ытларах усă курма тăрăшаççĕ.

Журналистсене ятарласа ÿкернĕ фильм та кăтартрĕç. «Покаяние» ятлăскерĕн тĕп сăнарĕсем - çул-йĕр правилисене пăснă май çынсене вилĕм кÿнĕ водительсем. Преступниксем ĕнтĕ, анчах пĕрин пирки те апла калас килмест. Преступленийĕсем ятарласа тунăскерсем мар-çке. Пĕр хĕрарăм, сăмахран, хĕр тусĕсемпе курнăçни пирки калать. Эрех ĕçесшĕн пулман, анчах лешсем ÿкĕтленĕ те - ĕçсе панă. Унтан тусĕсене машинăпа леçме çула тухнă. Инкек пулнă...

Тепĕр каччă та ÿкĕнет: «Маншăн ку - пурнăç тăршшĕпех хама ÿпкелемелли инкек. Авари хыççăн вилнĕскерĕн тăванĕсемпе курнăçма питĕ йывăрччĕ, «мана хăвăртрах хупса хутăрччĕç» теттĕм. Халĕ - колонире, тивĕçлипе явап тытатăп, анчах ларса тухнă хыççăн та хама каçармăп. Хăв çынна вĕлернине ăнланма пĕлме питĕ йывăр».

Экран çинче - çулланнă арçын. Çул хĕрринче кÿршĕ ачисене курнă. Вĕсене чарăнсах сывлăх суннă. Иртсе кайнă, çурт умне кĕрсе ларас тесе кутăн панă. Унта вара паçăр курнă ачасенчен пĕри пулнă иккен: «Велосипедлăскер тахăш самантра мана хăваласа çитнĕ...» Арçын вилнĕ Данилăн /ача çавăн пек ятлă пулнă/ вил тăпри çинче унăн хĕресĕ умĕнче куççуль кăларса сăмахлать: «Каçар, ачам, çапла пулса тухрĕ...»

Никамăн та çапла куççуль кăлармалла, ÿкĕнмелле ан пултăр. Çапла тумашкăн асăрханмалла кăна.

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: