Эп лартнă çуртсен чÿречисенчен те хĕвел кĕрĕ-ха

28 Ака, 2016

Вăрман çине хĕвел анать. Хутса янă кăмака пек çунать вăрман çийĕ, шартлатса кăвар сирпĕтессĕн туйăнать. Сарăлса, хĕрелсе пырать каçхи шуçăм. Унăн çути Кĕтне çине тăкăннă, çÿллĕ çыранри йăмрасене, анатри кĕпер çийне пĕветнĕ.

Утать Кĕтне хĕррипе Артем. Пĕлтĕр çулла пулă лайăх кĕнĕ вырăнсенче тăп чарăнать, çилпе хумханакан шыва хавасланса пăхать.

— Кăçал та килтисене пĕве кучченеçĕпе савăнтарăп-ха. Пысăк пуллисене çатмара ăшалăп, вăтаммисене типĕтме çакăп, пĕчĕккисемпе вара кушаксене хăналăп. Эх, пулă шÿрпи мĕне тăрать тата! Çисе тăранма çук тепĕр чухне, — калаçрĕ арçын ача хăй тĕллĕн.

Аякран, ял енчен ĕне муклатни ăна çак шухăш авăрĕнчен самантрах айккинелле пăрса ячĕ.

— Çуркуннене кам юратмĕ-ши? Авă, выльăх-чĕрлĕх те уя тухассишĕн макăрать. Кайăк-кĕшĕк те кунĕпе юрă шăрантарать. Йăлтах хĕвел ăшшине пула çутçанталăк чĕрĕлет-çке. Çапла, пурте юратаççĕ хĕвеле, — йăл кулса тÿпенелле тинкерчĕ арçын ача. — Акă кĕçех тавралăх тĕттĕмленĕ те çĕнĕ кун пуçланĕ. Каллех, каллех сарă хĕвел ташласа тухĕ. Эпĕ ÿссен строитель пулăп. Ун чухне те манăн аллăмсемпе хăпартнă çурт кантăкĕсенчен те хĕвел çути кĕрсе халăха чунтан савăнтарĕ.

Вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан Артем Хованский тĕрлĕ ĕмĕтпе хавхаланса пурăнать çав. Амăшне пулăшмашкăн ĕне сума, йывăçран каскаласа хитре сĕтел-пукан тума вĕренесшĕн, чаплă строитель пуласшăн...

— Аппапа пичче пек шкултан çеç аван вĕренсе тухасчĕ. Ытти — йăлт хам алăра. Авă пĕлÿ çуртĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă Ксюша аппа тухтăра вĕренет, Дима пичче вара — строителе. Вĕсем студент пурнăçĕ пирки каласа парсан хамăн та хăвăртрах аслă пĕлÿ илес килет, — паллаштарать арçын ача хăйсен туслă çемйипе.

Саккăрмĕш класра вĕренекен Артем Хованский халĕ çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтет. Ун чухне тин вăл кăмăлĕ туличчен юлташĕсемпе вылĕ, вăлта йăтса час-час пулла çÿрĕ.

— Маншăн çуллахи кун ир-ирех тăваттăра тăрасси ним те мар! Киле витре тулли пулăпа таврăнасси — чи пысăк ĕмĕтсенчен пĕри. Эх, хăвăртрах çитчĕр çеç çав асамлă кунсем, — ĕмĕтленет харсăр арçын ача.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Вăрмар районĕ,

Шăхаль шкулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.