Ентешсен сăвви-кĕввипе

7 Ака, 2015

Красноармейскинчи Культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль кăçалхипе 17-мĕш хут иртрĕ.

Унта вырăнти сăвăçсемпе композиторсем, уйрăм юрăçсемпе пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Концертра Николай Ершов, Гурий Дубров, Юрий Сементер, Галина Яковлева-Çуткÿл, Роза Волкова, Шетмĕ Михали тата ытти авторăн сăввипе Иван Прокопьев, Юрий Романов, Илья Степанов, Валентина Рудникова, Гурий Алексеев-Яманак композиторсем кĕвĕленĕ 20 ытла юрă шăранчĕ. Фестивале ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Лариса Васильева тата Вăрнар районĕнчи Калининăри Людмила Терентьевăпа Виктор Волков хутшăнни те илем кÿчĕ.

Ятарлă жюри çĕнтерÿçĕсене «Чи лайăх юрăç», «Пĕччен юрламалли чи лайăх юрă», «Хор валли çырнă чи лайăх юрă» тата ытти номинаципе палăртрĕ, Дипломсемпе чысларĕ.

В.ДАНИЛОВ.

Рубрика: