Ентешсем - Сочире

Кăçалхи Олимпиада пирĕн республикăшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. 42 çул хушшинче пĕрремĕш хут Чăваш Ен спортсменки Елена Муратова /тренерĕ - Валерий Васильев/ Олимп вăййисене хутшăнать. Европа кубокĕн çĕнтерÿçи, Раççей чемпионачĕн бронза призерĕ фристайл енĕпе /«могул» дисциплинăра/ ăмăртĕ. Аса илтеретпĕр: могулистсем старта нарăсăн 6-мĕшĕнче тухрĕç, финал паян пулĕ.

Пирĕн ентешсем валли Сочири ăмăртусене кайса курма 298 билет уйăрнă. Вĕсене республикăри паллă спортсменсемпе тренерсем, пултаруллă студентсемпе вĕренекенсем, общество хастарĕсем, тăлăх ачасем тата ыттисем тивĕçнĕ. Унта вĕсем биатлонçăсен, конькипе чупакансен, йĕлтĕрçĕсен, фристайлçăсен тупăшăвĕсене пăхĕç. Тĕнче ăмăртăвĕн тĕп хулине каякансенчен пĕри вăл - Чăваш патшалăх университечĕн студентки, Олимп мулкачĕн авторĕ Сильвия Петрова. Çавăн пекех Сочире ача çурчĕсен 6 воспитанникĕ тата вĕсен 2 педагогĕ хоккеистсен матчĕнче пулса курĕç.

Олимпиадăра спортсменсен тупăшăвне хаклама Чăваш Енри 11 çынна йыхрав хучĕ панă. Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕн тренерĕ, Раççей спорт мастерĕ, пултаруллă биатлонçă Денис Салдимиров Олимп вăййисен тĕп хулинче йĕлтĕр тата биатлон трассисене пăхса тăрĕ. Тĕрлĕ ăмăртура опыт пухнă тепĕр 10 судьяна Паралимп вăййисенче ĕçлеме чĕннĕ.

Олимп тата Паралимп вăййисем волонтерсемсĕр иртмеççĕ. Пирĕн республикăран Сочие 170 ытла çамрăк тухса кайнă. Вĕсем - Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, экономика-технологи колледжĕн студенчĕсем, Çамрăксен пуçарулăхĕн центрĕн ĕçченĕсем тата ыттисем. Пирĕн ентешсем унта тĕрлĕ çĕрте - вокзалсемпе аэропортсенче, транспорт службинче, апатлану предприятийĕсенче, спорт керменĕсенче, Олимп ялĕнче - вăй хураççĕ.

Çĕр-шывăн пуянлăхĕпе, тĕрлĕ отрасльти çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас тĕллевпе Сочири Олимп паркĕнче «Культурăпа халăх пуянлăхĕ», «Туризм аталанăвĕ» тата «Спорт - халăх сывлăхĕ» темăсемпе ятарлă курав йĕркеленĕ. Унта Чăваш Ен валли те вырăн уйăрнă. Куравра пирĕн республикăра туса кăларнă продукципе паллаштарĕç. Çавăн пекех хăнасене илемлĕ буклетсемпе, кăсăклă брошюрăсемпе, тĕрлĕ парнепе хавхалантарĕç.

Олимп вăййисене Чăваш Ен артисчĕсем те хутшăнаççĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕ çумĕнчи «Çавал» ансамбль /ушкăнра 13 çын/ культура мероприятийĕсенче чăваш юрри-кĕввипе илем кÿрĕ. Нарăсăн 16-18-мĕшĕсенче вĕсем Олимп паркĕнче тата волонтерсен ялĕнче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Олимпиада уçăлнине халалланă уявра Раççей халăх артисчĕ Юрий Башмет ертсе пыракан Пĕтĕм Раççейри çамрăксен симфони оркестрĕ куракансене илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе килентерĕ. Оркестр йышĕнче Шупашкарти В.Воробьев ячĕллĕ 2-мĕш музыка шкулĕнче вĕренекен Полина Маркова та пур, вăл сĕрме купăс калать. Шупашкарти 5-мĕш музыка шкулĕн çамрăк артисчĕсем Валерий Гергиев ертсе пыракан ача-пăча хорĕнче юрлаççĕ, вĕсене Олимпиада вĕçленнĕ кун курма пулать.


А. МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.