Ентеше манмастпăр

14 Нарăс, 2019

Пурăннă пулсан пирĕн ентеш Алексей Баланов кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче 41 çул тултарĕччĕ. 2000 çулхи çурла уйăхĕнче унăн çамрăк чĕри тапма чарăннă. Ку инкек «Курск» К-141 атомлă карап çинче пулнă.
Ентешĕмĕре асра тытса вăл вĕреннĕ шкулта 5-6-мĕш классемпе хастарлăх урокĕ иртрĕ. Класс ертÿçи Алешăн шкул пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ.
Вăл тăрăшса вĕреннĕ. Пушă вăхăтра кĕнеке вулама юратнă, спортпа туслă пулнă. Пуринчен ытларах кире пуканĕ çĕклес енĕпе палăрса тăнă. Шкулти спорт ăмăртăвĕсем унсăр иртмен. Алеша предмет олимпиадисене те хастар хутшăннă. Юлташĕсем ăна хисепленĕ, ун патне хăнана çÿренĕ. Алеша вĕсене гитара каласа, юрă юрласа савăнтарнă.
Шкултан вĕренсе тухсан Алексей салтака кайнă. Çар пурнăçне кăмăлланăран вăл ăна контракт çырса малалла тăсас тенĕ. «Курск» карап çинче хĕсметре тăнă чухне те каччă кире пуканĕ çĕклеме пăрахман. Унăн хисеп хучĕсене класс ертÿçи презентаци мелĕпе кăтартрĕ. Çавăнтах Алешăн сăн ÿкерчĕкĕсене те куртăмăр. Вĕсенче каччă е шкул ачисене «Курск» çинчен ăнлантарать, е хастарлăх урокĕсем ирттерме пулăшать, е спорт вăййисенче судья тивĕçне пурнăçлать.
Çĕр çинче сахал пурăннă пулсан та Алексей Геннадьевич хăйĕн хыççăн ырă ят хăварнă. Унăн çырăвĕсенчен эпир вăл пурнăçа юратнине пĕлтĕмĕр. Паттăрсене манмалла мар, вĕсем пек пулма тăрăшмалла.
Алексей Баланова асра тытса пирĕн шкулта кашни çулах «Баланов кубокĕ» иртет. Унта 11-16 çулсенчи ачасем баскетболла выляççĕ. Кăçал вăл кăрлачăн 25-мĕшĕнче пулчĕ. Малалла вулас....

www.hypar.ru

Кирилл ПРОКОПЬЕВ.
Пăрачкав районĕ, Анастасово шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.