«Энергипе çуралнисене» чир çулăхмĕ!

8 Раштав, 2015

Эльдар Рязановăн паллă фильмĕнчи юратнă сăнарсем раштавăн 31-мĕшĕнче çуллен мунчана каяççĕ, Чăваш энергосбыт компанийĕн представителĕсем вара раштавра кашни çулах... ача çуратмалли çурта çитеççĕ. Çапла, хăйсен професси уявĕнче вĕсем парнене тивĕç пек, анчах ЧЭСК ĕçченĕсем пачах тепĕр майлă тăваççĕ: раштавăн 22-мĕшĕнче паллă тăвакан Энергетик кунĕ умĕн ку хутĕнче вĕсем Канашри территорисен пĕрлехи центрĕнче пулчĕç. Пушă алăпа мар - тин çуралнисене питĕ кирлĕ хаклă парнепе.

Парне - Baby,uard

Çутă тĕнчене тин çеç килнĕ пепкесене пулăшмалли Baby,uard инкубатор тата уçă реанимаци системи - йÿнĕскерсем мар, çур миллион тенке ларнă. Вĕсене Энергосбыт компанийĕ «РусГидро» ПАО укçан пулăшнипе федераци шайĕнчи «Энергипе çуралнисем» ыркăмăллăх акцине хутшăнса туяннă.

- Виççĕмĕш çул ĕнтĕ эпир Чăваш Енри хуласемпе районсенчи сиплев учрежденийĕсене медицина оборудованийĕ парнелетпĕр, - тивĕçлĕ сертификата больница ертÿçисене панă май палăртрĕ Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕç тăвакан директорĕ Константин Афанасьев. - Ку - РусГидро ĕçлекен нумай регионта çуллен раштавра йĕркелекен питĕ ырă акци. Ача çуратмалли çурта пур енĕпе те лайăх тивĕçтерсен персонал та, пулас амăшĕсем те хăйсене шанчăклă туяççĕ. Эпир панă оборудовани медицина центрĕн ĕçченĕсене пепкесене лайăхрах пăхма, çавна май ашшĕ-амăшĕн пурнăçне çутă та телейлĕ самантсем ытларах кÿрессе шанатпăр.

2013 çулта энергетиксем Улатăр райбольницине парне кÿнĕччĕ, пĕлтĕр Патăрьелĕнчи ача çуратмалли çурта савăнтарнăччĕ, кăçал вара Канаша суйласа илнĕ. Сăлтавсăр мар. Энергосбыт компанийĕн вырăнти филиалĕн директорĕ Вячеслав Константинов палăртнă тăрăх - потребительсен Канаш хулишĕн, Канаш, Йĕпреç тата Тăвай районĕсемшĕн яваплă филиал умĕнчи парăмĕ 60 млн тенкĕпе танлашать - сахал мар. Анчах ку парăмсене тĕпрен илсен ЖКХ предприятийĕсем пухнă. Сăмахран, Канаш «Водоканалĕ» кăна - 25 млн тенкĕ. Халăх вара тÿрĕ кăмăллă: электричествăшăн сĕмсĕррĕн тÿлеменнисем çук, уйрăм çынсем энергокомпани умĕнчи обязательствăсене пурнăçлаççĕ, киловатт-сехетсен çухатăвĕ те пысăк мар - çирĕплетнĕ нормăсен шайĕнче. Çавăнпа энергетиксем ырă ĕçтешлĕхе парнепе хаклас тенĕ.

Тăнăçлăх пур

Чăн та, ку тĕслĕхре акципе килĕшÿллĕн кÿрекен пулăшăва Канашсем кăна туймĕç. Территорисен пĕрлехи больници вĕт, кунта республикăри тата пилĕк районти хĕрарăмсем çуратаççĕ. Çулталăкра 1,5 пин хĕрарăм çăмăлланать - талăкĕпех ĕçлеççĕ. Талăкра 12 пепке - хальлĕхе ку рекорд. Хăнасем килнĕ кун та «икĕ ача çуралма ĕлкĕрчĕ, кун вара пуçланнă кăна-ха...» Канаш хули, сăмах май, кăшт маларах кăна кăçал çуралнă 600-мĕш ачана регистрациленĕ.

Ача çуратмалли çуртра, паллах, çĕнĕ йышши оборудовани халиччен те пулнă, анчах медицинăра вăл нихăçан та ытлашши мар. Акă мĕншĕн энергетиксен тимлĕхне сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Татьяна Богданова та пысăка хурса хаклать:

- Кунта врачсен бригадинче акушерсем кăна мар, неонатологсем те пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак медицина оборудованийĕ шăпах вĕсене кирлĕ, мĕншĕн тесен тин çуралнă кашни ачана тивĕçлĕ специалистăн консультаци медпулăшăвĕ кирлĕ. Кашни сыпăкра стандартсемпе килĕшÿллĕн медпулăшупа тивĕçтереççĕ. Çак оборудовани Канаш хула больницин акушер стационарĕн шайĕнчи стандартсемпе шайлашуллă.

Вăл каланă тăрăх - Чăваш Енре кăçал ача çуратасси пĕлтĕрхи пекех мар, çапах лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллă. Хĕрарăмсем иккĕмĕш, ун хыççăнхи ачисене çуратаççĕ. Республикăра халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿссе пырасси упранса юлать - ача çуратасси çын вилессинчен пысăкрах.

Çĕнĕ оборудованишĕн больницăн тĕп врачĕ Ольга Рябухина пуринчен ытла савăнни куçкĕрет. Энергетиксем хаклă парнепе килесси çинчен телефонпа шăнкăравласа пĕлтерсен малтанах ĕненменнине те пытармасть: «Бизнес пире кунашкал парнесемпе иртĕхтермест, спонсорсем çакăн пек медтехника парнелени - пирвайхи хут».

Канаш мэрĕ Владислав Софронов та чĕререн тав тăвать: «Çĕршыв, республика ертÿçисем демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе питĕ тимлĕ. Çийĕнчен, акă, РусГидро та пулăшать - мĕнешкел хаклă та кирлĕ парне! Энергетиксем тĕревлемелли чи пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсене курни-ăнланни савăнтарать». Вăл та çутă тĕнчене килекен пепкесем хăйсен пурнăçĕн пирвайхи самантĕнчех лайăх условисене лекнине пĕлни хĕрарăмсене çуратнă чух çирĕплĕх кÿрессе палăртрĕ.

Хĕр шырассине ырана ан хăварăр!

Татьяна Шадрина врач-нео­натолог тата Екатерина Щеглова медсестра вара Baby,uard инкубатора пепкесенчен пĕрне вырттарма та ĕлкĕрнĕ: «Иккĕмĕш кил пек - кунта ăна хăтлă пулĕ». Пĕчĕкскерĕн параметрĕсене виçме пулать - чĕре таппинчен пуçласа ÿт температури таранах. Ăшăнакан матрац, пĕчĕкскерĕн температурине упраканскер, кислород памалли баллонсем тата ыт.те - пĕтĕмпех ал айĕнче.

Хăнасем вара палатăсене те кĕрсе курчĕç. Вăрнар районĕнчи Хорнсор ялĕн хĕрарăмĕ Вероника Васильева кунта ăнсăртран лекнĕ темелле. Çĕмĕрлере çуратмаллаччĕ ĕнтĕ, анчах Канаша ĕçпе килнĕ те аптраса ÿкнĕ - çĕр километр инçĕшне илсе каяймастăн вĕт. Куншăн пĕртте ÿкĕнмест - пĕтĕмпех ăнăçлă иртнĕ. Пепки, çемьери виççĕмĕш ывăл, акă вăл - сас парать. Саша ятлă иккен.

Лилия Баданова вара - Канашсемех. Ывăлĕ - чăн пăхаттир, 4,2 кило ытла! «Пĕчĕк Ваня уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче çураласса питĕ шаннăччĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ хам чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă, упăшка - çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче». Ывăлĕ çемье йăлине пăсман, ашшĕ-амăшĕ кĕтнине тÿрре кăларнă - раштавăн 1-мĕшĕнче çутă тĕнчене килнĕ.

Кунта хăйсен компанийĕн ĕç­ченне - ЧЭСКăн Канашри филиалĕн техникне Анна Никитинăна тĕл пулни вара Энергосбыт ертÿçисемшĕн кĕтменлĕх пулчĕ темелле. Унăн та çемье хушăннă иккен. Пĕчĕкскере, çемьери иккĕмĕш ывăла, Александр ят панă. «Халĕ ĕнтĕ хĕр пĕрчи шырамалла», - ырă сунса ĕçтешне саламларĕ энергокомпанин ĕç тăвакан директорĕ Константин Афанасьев. Анна шухăшласа пăхма шантарчĕ...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.