Ĕненÿ, шанчăк, юрату…

15 Авăн, 2015

Паян, сентябрĕн 15-мĕшĕнче, Правительство çуртĕнче Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева Пăлхарта пурăннă Авраамий святойăн 1 степеньлĕ медальне парса чысларĕ. Тĕлпулу савăнăçлă лару-тăрура тата хавхалануллă кăмăл-туйăмпа иртрĕ. Çапла пулма сăлтавĕ те куç тулли: Шупашкар-Чăваш епархийĕн ертÿçи Варнава суйлавра Михаил Васильевич çĕнтерессе 100 проценчĕпех шаннине, çакăншăн кĕлтунине пĕлтерчĕ. Халăха тĕрĕс суйлав тума Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Митрополине августăн 1-2-мĕшĕсенче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайни уйрăмах пысăк хавхалану кÿни çинчен те каларĕ владыка.

Кирилл Святейший Патриарх хăйне Чăваш Республикинче еплерех кĕтсе илсе ăсатса янипе çав тери кăмăллă иккен. «Чăваш Ен пурăнать, малалла аталанать. Ытти çĕрте кивĕ çуртсем юхăнса арканса пыни сисĕнет пулсан, Чăваш çĕрĕ çинче çĕнĕ те капмар çуртсем кал-кал çĕкленни вертолетранах курăнать», - тенĕ вăл. «Ку маншăн питĕ хаклă сăмахсем, - савăннине пытармарĕ Михаил Васильевич. - Эпир пурте çĕр çинче пурăнатпăр, чăвашсем хăйсен кĕçĕн Тăван çĕршывне питĕ юратаççĕ, ăна хаклаççĕ. Пирĕн республикăра пур конфессисене те хăйсене кирлĕ пек аталанма пĕр тан майсем туса панă. Чи пахи - тĕрлĕ халăх çыннисем тăнăçлă та пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни. Ĕненÿ, шанчăк, юрату яланах ырри патне çитереççĕ».

Кăçалхи августăн 1-2-мĕшĕсенче Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Митрополине Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайни Чăваш Республикишĕн мĕн тери яваплă та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни ĕнерхи тĕлпулура тепĕр хут яр уççăн курăнчĕ. Раççей аталанăвĕшĕн те малкурăмлă вырăн йышăнакан çак пулăма тивĕçлипе ирттерсе яма тăрăшнă çынсене ĕнер Архиерейăн хисеп хучĕсене парса чысларĕç. Вĕсен йышĕнче пурĕ вуннăн: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Егорович Васильев; Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министрĕ Александр Степанович Иванов; Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Петрович Ефимов; Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин пĕрремĕш заместителĕ - шалти политика Управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Геннадьевич Артамонов* Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин заместителĕ - Ĕçсене йĕркелекен Управленин пуçлăхĕ Сергей Юрьевич Вязовский; Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Ильич Черкесов; Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Олегович Ладыков; Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Борисович Бирюков; Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ĕçсене йĕркелекен Управлени пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Семенович Петров; Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ Алла Леонидовна Салаева. Вĕсем пурте Архиерейăн хисеп хучĕсене Шупашкар тата Чăваш митрополичĕн Варнава аллинчен илчĕç.

Римма ПРОКОПЬЕВА

Рубрика: