Ĕнентерÿллĕ çĕнтерÿ!

15 Авăн, 2015

Мĕн, ĕнентерÿллĕ мар-им? Ĕнентерÿллĕ, питех те ĕнентерÿллĕ! Ку чухнехи Чăваш Ен халăхĕн кăмăлĕ, шухăшĕ-туйăмĕ - пĕтĕмпех куç умĕнче. Иккĕленетĕр-и, тем пек килĕшес мар тетĕр-и - халăхăмăрăн ытларах пайĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн, пуласлăхĕшĕн ырми-канми, чунне парса ĕçленине тивĕçлипе хакларĕ, хăйĕн пуласлăхне урăх никампа та мар, шăпах унпа - 53 çулти Михаил Васильевич Игнатьевпа - çыхăнтарчĕ.

Пурсăмăр та питĕ лайăх астăватпăр - пĕртте çăмăл пулмарĕ пирĕн ертÿçĕмĕре иртнĕ 5 çулта: республикăри пысăк предприятисен акцийĕсене "варягсем", е, хамăр пек каласан, ютран килнисем туянса пĕтернĕ, çав предприятисенчен чылайăшĕ парăма кĕрсе пĕтнĕ, республика хыснине налук тÿлемест, халăх тÿре-шарана шанма, ĕненме пăрахнăпа пĕрех...

Тав Турра - çухалса каймарĕ çав йывăр лару-тăрура Михаил Игнатьев, аллине усса лармарĕ, халăха ĕненме те юратма пăрахмарĕ. Ĕçлерĕ те ĕçлерĕ, малаллах талпăнчĕ, халăха та çакнах тума хистерĕ. "Ĕçчен çынна ял савать" тенĕ пек, халăх ерипен-ерипен Чăваш Ен Пуçлăхне ытларах шанма, хисеплеме, ĕненме пуçларĕ, тахçан "пулмасть Игнатьевран, пулмастех!" тенĕскерсем те ерипен шавлама-мăкăртатма пăрахрĕç...

"Чăваш Ен халăхĕ Михаил Игнатьева ытларах та ытларах шанать, ытларах та ытларах хисеплет" текен ырă хыпар кăçал Кремле те çитрĕ. Мĕн, Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин хăйĕн указĕпе М.В.Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама шанса пани ăнсăртран пулчĕ тетĕр-и? Асту пуль! Пĕлсех тăратăп: истори пĕлтерĕшлĕ çав указа алă пусса çирĕплетиччен В.В.Путинпа пулăшаканĕсем питĕ тĕплĕ шухăшланă, "çиччĕ виçсе пĕрре каснă"...

Çĕнтерÿ ячĕпе, хисеплĕ Михаил Васильевич! Таса çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшĕ çĕр хут, пин хут пысăкрах!

Куç хăрать те - алă хăрамасть.

Пурăнатпăр-ха!

Валери ТУРКАЙ

Новости по теме