Ĕмĕтсем...

30 Çĕртме, 2016

Ульяна ЕФИМОВА: Ӳкерме чунтан юрататăп. Уйрăмах çут çанталăка. Унта куçа илĕртекенни тем те пур-çке. Сăнама çеç пĕлмелле. Ӳссен питĕ художник пулас килет. Ун чухне пултарулăхăм тата вăйлăрах пулĕ. Юратнă çыннăмсен портречĕсене кăмăлтанах ӳкерĕттĕм. Юлташăмсене Вадима, Стаса, Сашăна, Максима, Катьăна, Ярославăна, Марийăна, Викăна та кӳрентермен пулăттăм. Вĕсене те асăнмалăх портретсем парнелĕттĕм. Ĕмĕтĕм çеç пурнăçа кĕтĕрччĕ ĕнтĕ.

Катя КОРНИЛОВА: Кĕнекесĕр пурăнаймастăп. Юмах-халап чунтан килĕшет. Унта ырри усаллине яланах çĕнтерет. Çавăнпа кăмăла каять çавнашкал хайлавсем. Эх, килти вулавăш уçас килет те... Унта нумай-нумай кĕнеке вырнаçтарăттăм. Ан тив, пирĕн пата вулама килĕштерекенсем кашни кун çӳреччĕр. Çĕнĕ кĕнекесемпе чунтанах паллашчăр. Аслă ăрурисене вара хамах кĕнекесемпе паллаштарăттăм. Каçсерен кĕнекери сăнарсем пирки вуласа парăттăм.

Вика ЖУРАВЛЕВА: Мана та художник пулас ĕмĕт канăç памасть. Юратнă вĕрентекене Алина Николаевна Даниловăна тĕрлĕ ӳкерчĕксемпе савăнтарăттăм. Хăйĕн хитре сăнне те тăрăшса ӳкерĕттĕм.

Эпир иккĕмĕш класран вĕренсе тухрăмăр. Класри 21 ачаран 16-шĕ арçын ачасем. Апла пулин те эпир, хĕрачасем, вĕсемпе питĕ туслă пурăнатпăр. Малашне те килĕштерсе, ăнланса пурăнасчĕ. Пирĕн туслăх çапла ĕмĕрĕпех тăсăлтăрччĕ. Шкултан вĕренсе тухсан та тĕл пулса пĕр-пĕрне пулăшса пырасчĕ. Манас марччĕ, туслăхран пахи çĕр çинче урăх нимĕн те çук.

Елчĕк районĕнчи Елчĕкри пуçламăш шкулăн вĕренекенĕсен ĕмĕчĕсемпе

Луиза ВАСИЛЬЕВА паллашнă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.