Ĕмĕтри шкул — чăнлăхра!

1 Авăн, 2016

Пĕлÿ кунне Элпуçпе кÿршĕллĕ Хирти Явăш, Хирти Мăрат, Хирти Выçли ялĕн ачисем чăтăмсăррăн кĕтрĕç — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ вĕр çĕнĕ шкулта пуçланать-çке вĕсемшĕн. Канăçне çухатнă «вĕттисен» кăмăлне аслисем сисрĕç тейĕн: шкула авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ çитичченех, каникулăн юлашки кунĕнче, уçрĕç. Чаплă уява вырăнти çынсем кăна мар, таврари ялсенче пурăнакансем те йышлăн пухăнчĕç. Республика ертÿлĕхĕ те Каçал енсен

савăнăçне пĕрле пайлама сумлă делегаципех килсе çитрĕ.

«Юмах-и, чăнлăх-и ку?» — мĕн курнине ĕненмесĕр куçне чарчĕ пĕри те тепри. Çул урлă ларакан кивĕ шкул, 1960 çулта хута янăскер, халĕ ĕнтĕ пуриншĕн те иртнĕ самана палăкĕ пек туйăнчĕ. Çĕнĕ шкулăн капăр çурчĕ, унăн çумĕнчи баскетбол, волейбол, гимнастика лапамĕсем, хоккей курупки, футбол уйĕ вара ял малашлăхĕн курăмлă паллисем тейĕн.

Уяв пуçлансанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла палăртрĕ:

— Çакнашкал илемлĕ, хальхи самана ыйтăвĕсене тивĕçтерекен хăтлă шкулсем кашни районтах пулĕç. Ачасем — республика, çĕршыв пуласлăхĕ. Эппин, ыран эпир мĕнле патшалăхра пурăнасси паян çитĕнекен ăрушăн мĕнле тăрăшнинчен килет. Шкул ачисем паха пĕлÿ илччĕр, пултарулăхне аталантарччăр тетпĕр пулсан — çакăн валли старт илме юрăхлă майсем йĕркелемелле. Кирек мĕнле ача та, ашшĕ-амăшĕн кĕсйи хулăнăшне, вăл ăçта пурăннине пăхмасăр, хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçлама пултартăр — çакăншăн çине тăмалла.

Кăçалтан пуçласа «Единая Россия» парти хутшăннипе вĕренÿ тытăмне çĕнетессипе ятарлă программа хута каяссине, çитес вунă çулта республикăра 32 шкул тума /е реконструкцилеме/ — пурĕ 16,5 пин ача пĕлÿ илмелĕх — палăртнине асилтерчĕ Михаил Васильевич.

Элпуç шкулĕнче вара 165 вĕренекен тата шкул ÿсĕмне çитмен 40 ача пĕлÿпе воспитани илме пултарĕç. Çапла, çĕнĕ çурта шкулпа садик пĕрле пулмалли проектпа хăтланă. Вĕренÿ организацийĕн ертÿçи Николай Ильин каланă тăрăх, кăçал парта хушшине 105 ача ларать, вĕсенчен 16-шĕ вара — пĕрремĕш хут.

— Малашне пирĕн хăтлăхра ача шучĕ ÿсес шанчăк пур: çитес çулсенче 120 вĕренекенрен кая мар пуласса кĕтетпĕр, — терĕ кермен çурт çурма пушă лармасса систерсе асăннă ялти шкултах вĕренсе тухнă, вунпилĕк çул директорта тăрăшакан Николай Георгиевич.

Ĕмĕтленни пурнăçа кĕнĕ ятпа, çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламлакансем йышлăн пулчĕç уявра: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Олег Мешков, Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Комсомольски район администрацийĕн ертÿçи Алексей Самаркин, ыттисем. Ĕмĕт шайĕнчи керменте паха пĕлÿллĕ, тăван çĕре юратакан, авалтан упраннă хаклăхсене тĕпе хурса малашлăхра пысăк çитĕнÿсем тăвакан ачасем вĕренессе шаннине палăртрĕ сумлă хăнасенчен кашни. Çак шкулта тĕрлĕ наци представителĕсем яланхиллех килĕштерсе, тăнăçлă пурăнасса ĕненни те сисĕнчĕ вĕсен сăмахĕнче.

Уяв кăмăл-туйăмĕ ашшĕ-амăшĕн чĕрине те тултарчĕ çак кун. Акă Галина Макарова мăшăрĕпе пĕрле икĕ тĕпренчĕкне пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă ĕнтĕ, халĕ ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă икĕ хĕрачана хÿтте илнĕ. «Настьăпа Алена çĕнĕ шкула кĕрсе курсан мĕн тери хĕпĕртенĕ. Çакăн çинчен каласа кăтартнă чухне хĕрĕмсене малашне тата тăрăшарах вĕренме сунтăм, паян вара хам та вĕсен савăнăçне пайлама пĕтĕм ĕçе пăрахса кÿршĕ ялтан килтĕм».

...Акă пĕрремĕш классем çирĕпленнĕ йăлапа хĕрлĕ хăйăва касрĕç те — пухăннă çынсем шалалла кĕчĕç. Столовăй, спорт тата акт залĕсем, чи пĕчĕккисен пÿлĕмĕсем, лабораторисемпе медицина блокĕ... — йăлтах хăтлă, илемлĕ, паха.

Пĕрремĕшсемшĕн çак кун ĕмĕрлĕх асра çырăнса юлĕ — вĕсемпе чи малтанхи урока республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттерчĕ.

Ирина ПУШКИНА

 

Рубрика: 

Новости по теме