Ĕмĕтре - Çурçĕр пăланĕ, тĕве тата лама

10 Чÿк, 2016

Унăн кил картишĕ кăна мар, пахчи те кайăк-кĕшĕк пасарне аса илтерет. Мĕн тĕрлĕ сасă кăна илтместĕн. Акă Африкăпа Австрали страусĕсем хăйсен чĕлхипе янăрашаççĕ. Ют çын умĕнче аçи ташласа кăна тăрать: те хуçине вăрçать, те савăнать. Эму кӳлепипе ытти страуспа танлашаймасть, анчах вăл та хăйнеевĕрлĕ. "Инди чупавçисем" тесе ахальтен палăртман кăвакалсен çĕнĕ ăратне. Этем пек хырăмне каçăртса çӳреççĕ, чупнă чух вĕсене хăваласа çитеймĕн. Ытти йышши илемлĕ кайăк-кĕшĕкпе чăх-чĕп, выльăх пирки калама та кирлĕ мар. Вуншар тĕрлĕ вĕсем.

Кил картишĕ - кайăк-кĕшĕк пасарĕ

"Ял çыннисене тĕлĕнтермелли урăх юлман пулĕ. Темĕн те пур кунта. Е йăнăшатăп-и?" — ыйтмасăр чун чăтмарĕ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Аччара пурăнакан Егор Васильевич Егоровран. "Çурçĕр пăланĕ, тĕве тата лама усраса пăхас килет", — тĕлĕнтерчĕ вăл хуравĕпе. "Вĕсем патне инçе çула тухмалла-çке", — татах тĕпчерĕм ентешĕмрен. "Çурçĕр пăланне Ямалтан илсе килсе паратпăр терĕç. Ламăна Брянск облаçĕнче сутакан пур", — палăртрĕ арçын.

Пулать вĕт канăçсăр чун. Илемлĕ кайăк-кĕшĕк картишне кăна мар, хальччен пахчаçимĕç ӳстернĕ лаптăка та çавăрса илнĕ. Вăл йыша тата пуянлатасшăн. "Кăмака çинче выртас килмест. Çыннăн ĕçлемелле, хускалмалла", — тет Егор Васильевич.

Тен, вăхăт иртнĕ май пӳлĕмри попугай та ун хыççăн çакнах аса илтерме тытăнĕ. Фрол — калаçма пултаракан йышши. Çамрăк пулнине кура вăл хальлĕхе кăшкăрашать кăна-ха, чĕлхи-çăварĕ якалса çитмен.

Тепĕр тĕрлин, Карелла попугайăн /вăл пуплекенни мар\ аçи вара уçăлма кăларсан вĕçсе тарнă. Çавăнпа аман тус-юлташĕ паян — юнашар читлĕхсенче чĕвĕлтетекен канарейкăсем тата мăн сăмсаллă Фрол.

Кил картишĕнче страуссем 4 çул пурăнаççĕ. Çак таранччен мĕн кăна туса кăтартман пулĕ. Пĕррехинче урай хăмине /хулăнăшĕ – 3 см\ урипе тапса ватнă. Тĕлĕнмелле вăйлă кайăк. Ют çынна хăйĕн çывăхне ямасть. Ама е аçа пулнине те тӳрех тавçăрса илеймĕн. Хăтланкаларăшĕ тăрăх кăна уйăрса илме пулать. Аçа ӳснĕçемĕн хаярлăхне кăтартать, ама вара лăпкăрах.

Чи малтан Егор Васильевичăн хуçалăхĕнче илемлĕ кайăк-кĕшĕкрен кăркка тĕпленнĕ. Паян кил хуçине темиçе ăрат савăнтарать. Анлă сарăлнисемсĕр пуçне "палевый" йышши пур. Вĕсем самай шултра çитĕнеççĕ. Часах йыша кăвак тĕсли хушăнмалла. Кăркка, чăх, павлин, цесарка, кăвакал пĕр-пĕринпе туслашса çитнĕ, картишĕнче пĕрле çӳреççĕ, ютшăнмаççĕ. Чăх ăрачĕ кăна 13 тĕрлĕ. Уйрăмах француз йăхĕнчине палăртмалла. Вăл чи нумай çăмарта тăвакан шутланать иккен — çулталăкне 230 штук.

"Инди чупавçи" ăратлă кăвакалăн ашĕ çуллă мар. Павлин çанталăк пăсăласса систерет-мĕн. Кун пек чух хăрушла сасăпа кăшкăрать. Вăл пĕлтерни тӳрре тухать.

Пони ăрачĕ те икĕ тĕрлĕ. Аслине Егор Васильевич юлташĕпе пĕрле ăсталанă илемлĕ тăрантас кӳлет. Уçăлмалла урамра чуптарать, анчах ытла ĕçлеттермест, упрать. Тепĕр йышши — çамрăк, тиха кăна.

"Французский баран", "калифорнийский", "белый великан", "новозеландский" ăратлă кроликсем те чиперех ĕрчеççĕ.

Унсăр пуçне витере Вьетнам сысни, Венгри мангалици /сысна ăрачĕ\ те вырăн тупнă. Иккĕшĕ те ытларах курăкпа апатланаççĕ. Мангалицăн салă пач çук. Çавăнпа ăна "мрамор" ашлă тенĕ. Егор Васильевич ку ăрата нумаях пулмасть пĕтернĕ, паянхи кун Вьетнам сыснипе пĕтĕçтернине çитĕнтерет.

Путене те темиçе тĕрлĕ. Вĕсене те пăхма пĕлмелле. Халĕ кун çути кĕске. Тĕттĕмре аçа çывăрать, амана çăмарта тума пулăшмасть. Çавăнпа куна вăрăмлатма кил хуçи çутă лампи çакса парать.

 

Сывлăхшăн паха

Кашни кайăка, выльăха ман умра чупса тенĕн апатларĕ. Пĕрисене купăста тураса пачĕ, теприсене — кавăн, ытти пахчаçимĕç… Вĕсене кил хуçи уйри çĕр çинче ӳстерет. Килти пахчара вырăн çук. Кашни кайăк валли ятарлă лаптăк уйăрать. Йышлă пулнăран лешсем улма-çырла йывăççине те самай амантаççĕ. Анчах Егор Васильевич çакăншăн ытлашши кулянмасть.

Картишĕнчи чун йăпатмăшсене вăл пахчаçимĕçе пĕçерсе çитермест, паха витамин çухалать-çке. Ăна чĕрĕлле тураса парать. Ку çеç те мар. Кайăк-кĕшĕке пур енчен те экологи тĕлĕшĕнчен таса çитĕнтерме тăрăшать. Выльăх чирлемесĕр ӳсмест. Тепри ăна тӳрех эмелпе сиплеме тытăнать. Егор Васильевич вара курăкпа усă курать. Ветеринарсене вăл прививка тутарма та ирĕк памасть. "Кайăк-кĕшĕкпе кĕрсе паллашма пултаратăр, анчах ăша эмел яртармастăп", — тет. Унсăр пуçне ват çын сăмахне ăса хывать.

 

Çар çынни тата ферма ĕçченĕ

Салтакра чухне çар училищине вĕренме кĕнĕ. Службăри дисциплина ăна кашни кайăка вăхăтра апатлама хистет, унсăрăн чунĕ вырăнта мар. Яла куçса килсен тăван хуçалăхра тăрăшнă. Хусанти институтра куçăмсăр майпа зоотехника вĕренсе тухнă. Фермăра вăл пурнăçламан ĕç çук та пулĕ. Тислĕк кăларнă, ĕне сунă тата ытти те. Пĕр доярка чирлесен икĕ çул çурă 60 пуç ĕне сунă /тĕп ĕçсĕр пуçне\.

Палăртмалла, Чернобыльти инкек вăхăтĕнче çар комиссариачĕ ăна хăрушлăх кăларса тăратнă вырăна янă. Реактор çывăхĕнчех пулма тивнĕ Егор Васильевичăн. Çамрăклах инвалида тухнă.

Илемлĕ кайăк-кĕшĕке вăл сывлăха упрамашкăн тата интересшĕн усрать. Путене çăмарти организма радиацирен тасатма пулăшать. Страусăннинче те ытти кайăкăн çук япаласем пур иккен. Тепĕр тесен, зоотехникшăн выльăх-чĕрлĕх яланах çывăх пулнă. "Çынсем пек мĕншĕн вăкăр самăртмастăр, ĕне усрамастăр? Пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан кайăка пăхмашкăн çĕннине нумай пĕлмелле-çке", — канăç памарăм кил хуçине. "Вăкăр та самăртатпăр. Анчах ăна авăн уйăхĕнчех сутатпăр. Хăй вăхăтĕнче 3-4 ĕне те усранă. Халĕ хĕр ялта пурăннăран сĕте унран илетпĕр, мăшăрпа иксĕмĕре пĕр кĕленче çитет", — терĕ Егор Васильевич. Тĕрлĕ кайăк-кĕшĕке вăл интернет урлă шыраса тупать. Выльăха арçын чунĕпе туять. "Турă ку тĕлĕшпе мана пĕчĕк ăс панă. Ыттине ĕçре вĕренсе пыратăп. Хама практик тесе шутлатăп", — тет вăл. Унсăр пуçне тĕрлĕ кайăк тыткаларăшне видеокамерăсем тăрăх сăнать. Килти хуçалăхра кашни çеккунта çыракан техника вырнаçтарнă.

Илемлĕ кайăкăн хакĕ те "хитре". Кашнине шута илсессĕн кил хуçин укçа енчĕкĕ самай пушанмалла пек. Хальхинче те йăнăшрăм иккен. Егор Васильевич палăртнă тăрăх — чун йăпатмăшсем туяннă тăкака саплаштараççĕ. Çăмартине, ашне, чĕпсене туянакансем тупăнаççĕ. "Кайăк-кĕшĕк куравĕсене чĕнеççĕ-и?" — кăсăклантăм эпĕ. "Тухса çӳреме вăхăт çук. Пахча сухаламалла, лартмалла, ĕç нумай", — салтак пек хăвăрттăн хуравларĕ вăл.

Ирина НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.