Ĕмĕтпе пурăнакан халсăр мар
Вырăнти хăй тытăмлăх

Ясная Поляна поселокĕнче виçĕ çул каялла пулнăччĕ. Хальхинче те Апрушнайсем унчченхиллех мал ĕмĕтпе пурăнни хăпартлантарчĕ. 25 хуçалăхлă ялта паян вун çичĕ çемье çеç хĕл каçать. Çапах та кунта хăйне евĕр пурнăç, йăла-мешехе, çĕнĕлĕх пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕ ял старости Г.Федоров.

Пирĕн районта 56 ялтан кашнин патнех - асфальт çул. Апрушнайсем те хăйсем пурăнакан вырăна çĕнетессипе, ăна кирлĕ пек пăхса тăрассипе ыттисенчен кая мар. Чылайăшĕ хăй тĕллĕнех шыв та кĕртнĕ, канализаци те тунă. Пÿртре çăвăнмалли хатĕр вырнаçтарнисем те пур.

- Ĕмĕтпе пурăнакан çын халсăр мар. Пирĕн ялсем хăйсене çак ушкăна кĕртеççĕ те. Темиçе çул каялла пĕчĕк ялта часавай пулассине шухăшлама та пултарайман эпир, халĕ вара ку ыйтупа та пăр тапранчĕ, - калаçăва тăсрĕ Геннадий Павлович. Кĕлĕ çурчĕ пулмалли вырăна ял тăрăхĕпе килĕшсе-канашласа суйласа илнĕ. Темиçе уйăхранах ялти клуб çывăхĕнче Христос йăли-йĕркине тытса пымалли тăпăлкка чиркÿ уçăлĕ. Ырă тĕллеве пурнăçа кĕртме авăрланнисем ялтанах: Олег Хмелев, Владимирпа Виталий Симуковсем, Петр Васильев... Паянхи куна унăн проектне туса хатĕрленĕ, çак кунсенчех сакăр кĕтеслĕ йывăç пурана никĕс çине вырнаçтарасшăн.

- Кĕлĕ тăвакана, ыйтакана турă пулăшатех. Ял-йышăмпа пĕр шухăшлă пулса тăрăшсан, тен, пирĕн Апрушнайне те «кăвак çулăм» çитĕ... - ĕмĕтне пытармарĕ ял старостин мăшăрĕ Р.Федорова.

Ĕлĕк Апрушнай пек пĕчĕк ялсене туя кайсан такмак ăстисем вырăнти халăха йĕплесе илмелли сăмахсене шыраса тупнах: «Ялĕ пĕчĕк, каччă сахал - тухса тарассăм килет...» тенисене паян та ас тăватăп. Халĕ çак йĕркесем вĕсемшĕн кивелнĕ тесшĕн. Пĕр тăван пек туслă пурăнакан çăтмахри евĕр вырăна айккинчен куç хывакан пайтах. Юлашки виçĕ çулта çеç çак яла ултă çемье куçса килнĕ. Çурт сутас текенсем çук. Кăçал вара чăвашсемпе тăванлашма тутар çемйи те тĕпленнĕ. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхне кĕрекен çак ялта ĕлĕкех ĕçчен те маттур, пултаруллă çынсем пурăннă. Çакскерсем вăхăтĕнче хурăнтан тикĕт, йывăç тымарĕсенчен кăмрăк хатĕрленĕ. Вăрманта сухăр юхтарнă, вĕлле хурчĕ тытнă. Вăрçăччен кирпĕч те çапнă. Ĕçчен çынна вара ял савать çеç мар, хапăл та тăвать. Тăрăшакан пурнăç тунине вĕсем яла нумай пулмасть Карапай Шăмăршăран куçса килнĕ Софроновсем килсен тепĕр хут курса ĕненнĕ. Чăн малтанах Анютăпа Олег ваттисенчен юлнă çурта керменкке пекех хăтланă, хуралтисене те çĕнетнĕ. Иккĕшĕ те алă ăсти. Ку таранччен ялта кăçатă тăвакан та, чăваш кĕпи-тумтирне ытармалла çĕлекен те тупăнман. Çур ĕмĕр урлă каçнă çĕнĕ çынсем ял халăхĕн шанăçне, хисепне тÿрех хăйсен ылтăн аллисемпе çĕнсе илнĕ. Çĕнĕ ремеслана кил хуçине мăшăрĕ хăнăхтарнă. Çĕрпÿ район хĕрĕшĕн вăл ĕç ют пулман. Хĕрарăм çĕвĕ машини умне ларни вара чĕрĕк ĕмĕр ытла та иккен. Çĕвĕç Анюта тесен ăна паян кÿршĕ районсенче те лайăх пĕлеççĕ.

Культура çулталăкĕнче ял çыннисем концертсемпе тĕрлĕ тĕл пулура çеç савăнасшăн мар. Кашни çын хăйĕн чунне тасаттăр, хăйшĕн тата ял малашлăхĕшĕн ырă ĕç тутăр тесе тăрăшаççĕ. Çу пуçланас умĕн ял хуçипе-старостипе пĕрле вĕсем темиçе хутчен те субботник ирттерме ĕлкĕрнĕ, ял масарне тасатнă. Сăваплă вырăн вĕсен нихăçан та хыт хура айне пулмасть. «Ĕмĕрлĕх тĕнчене куçмалли «ялăмăра» асăмран кăлармалла мар, ăна эпир унччен те тимлĕхрен çухатман»,- калаçăва хутшăнчĕ ялти чи ватă кинемей З.Николаева. Çинук аппан пĕрле пуç шуратнă мăшăрĕ çĕре кĕнĕ пулин те 86 çулти тыл хастарĕ кил-тĕрешне тирпейлех тытать-ха. Ват çын тирпейлĕ пулни вара хăй ял илемĕ.

 

Патăрьел районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Альбина Егорова

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.