Ĕмĕтлĕскерсем

Пиллĕкмĕш класра вĕренекен виçĕ юлташ: Анжела Юманова, Раиля Тарамасова, Максим Савельев уроксем вĕçленсен шкул картишĕнче шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç.

- Пĕлетĕр-и, туссем! Манăн паянах, çак вăхăтрах пысăкланса шкултан вĕренсе тухас килет. Укçа ĕçлесе илес шухăш канăç памасть мана, - терĕ вăл улмуççи тавралла уткаланă май. - Çурт никĕсне яма хатĕрленет атте. Вăл хăтлă та илемлĕ пÿрт хăпартма ĕмĕтленни мана та çунатлантарчĕ. Шăп çак вăхăтра укçа-тенкĕ нумай кирлĕ-çке. Çавăнпа хăвăртрах ÿсес шухăш пуçра çуралчĕ... Ун чухне, çĕнĕ çуртра, мана валли те ятарлă пÿлĕм туса парĕç... Эх, мĕн тери аван пулĕччĕ вара! Савăк кăмăл пулнăран килте те аслисене тата вăйлăрах пулăшăттăм, пушă вăхăт-ра машинăна тапратса пулла вĕçтернĕ пулăттăм. Пĕве хĕрринчен нумай-нумай карп тытмасăр та таврăнмăттăм.

Хĕрачасем тусне тимлĕн итлесе ларчĕç. Унтан Анжела та сăмах çăмхине сÿтме тытăнчĕ.

- Максим, санăн кăна мар, манăн та хăвăртрах пысăкланас ĕмĕт пуçран каймасть. Ĕненетĕн е çук, эпĕ машина çÿретме вĕренесшĕн. Эх, çÿрĕттĕм вара машинăпа тĕнче курса! Ют çĕршывра та киленнĕ пулăттăм çулсерен. Анчах... анчах çав вăхăт çитиччен нумай çăкăр çимелле пирĕн, юлташăм, - терĕ хĕрача тÿпенелле тинкерсе.

Палтиел шкулне кăçал çеç вĕренме килнĕ тутар хĕрачи Раиля Тарамасова вĕсем çине пăхса хавассăн кулчĕ.

- Тĕлĕнмелле, ĕмĕтĕрсем пысăк. Хăвăр та çунатлă. Эпĕ вара хальлехе пĕлÿ çуртĕнчех ăс пухăп. Кунсерен тус-юлташсемпех урамра чун каниччен выльăп. Çитмĕлтен иртнĕ асаттепе асаннене пулăшма çÿрĕп. Улттăри Разиль шăллăмпа кунсерен уçăлса çÿрĕп, - терĕ вăл çаплипех йăлтăр кулса.

Анжелăпа Максим сасартăках пĕр-пĕрин çине пăхрĕç, самантлăха шăп-ланчĕç.

- Сана хирĕçлеме çук паллах. Сăмахусенче тĕрĕсси пурах. Чăнах, эпир халех шкултан вĕренсе тухса кайсан, пирĕншĕн педагогсем те пăшăрханĕç. Акă кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кĕçĕн классенче вĕрентнĕ Лилия Геннадьевна Макаровăна хисеплесе те юратса класпа хитре çеçке çыххи парнелерĕмĕр. «Тавтапуç, ачасем», - терĕ те куçĕ куççульпе тулчĕ. Енчен те эпир паянах пĕлÿ çуртĕнчен тухса кайсан? Вăл пирĕншĕн пăшăрханĕ чунтанах, Максим. Чăнах, атя, Раиля каланă пекех паянхи ачалăх кунĕсемпе савăнса юлар, - терĕ Анжелика хавассăн.

Тăваттăмĕшĕнче вĕренекен Таня Яковлева виçĕ тус патне чупса та çитрĕ.

- Сире шыраса халтан кайрăм. Ак ăçта иккен эсир, тутлă панулми паракан йывăç çумĕнче хÿтлĕх тупнă иккен. Мĕн тунсăхлатăр? Атьăр килсене саланиччен мĕнле те пулин пуçа шутлаттармалли вăйă выляр, - терĕ вăл хĕрелнĕ питне сăтăркаласа.

Кĕçех тăваттăн, шкул картишĕнчен тухса пĕр-пĕринпе калаçса та кулса анаталла утрĕç.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Шăмăршă районĕ,

Палтиел.

Луиза ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.