Ĕмĕтлĕ çын çунатлă
Паллашăр: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ
Пирĕн республикăра çĕнĕлле ăнтăлса ĕçлекен, тăрăшуллă вĕрентекен чылай. Вĕсенчен пĕри вăл - Шупашкарти Андриян Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Юлия Елисеевна Анисимова. Унăн пуçарулăхне пула шкул ÿсĕмĕсем те курăмлă, ачасем те вĕренÿре, олимпиадăсемпе тĕрлĕ шайлă ăс-хакăл ăмăртăвĕсенче, класс тулашĕнчи ĕçре хастар.
Кăмăлланă профессие, ачасене, атте-анне чĕл-хине юратса вĕрентни Юлия Елисеевнăна педагогикăн çÿллĕ пусăмне çĕкленĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Кăçал вĕрентекенсен республика конференцийĕнче Юлия Елисеевнăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят парса чысларĕç.
Юлия Елисеевна вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тăвать. Çирĕм пилĕк çул ытла шкулта ырми-канми вăй хурса миçе конкурса, олимпиадăна, тĕрлĕ ăмăртăва ачасене çĕнтерĕве хатĕрлесе çитермен-ши вăл? Педагогикăри хăйĕн паха опычĕпе вăл ĕçтешсене тăтăшах паллаштарать, «Халăх шкулĕ» журналта статйисене пичетлет, ăслăлăх конференцийĕсенче тухса калаçать.
Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Юлия Елисеевна мĕн ачаранпах чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркипе кăсăкланнă, юмах-халап итлеме юратнă. Çуллахи ăшă кунсенче тусĕсемпе шкулла вылянă чухне те Юля вĕрентекен пулма юратнă. Çав туйăм çитĕннĕçемĕн ÿссе пынă. Тăван сăмаха юратас, ăна ачасене чĕререн парăнса вĕрентес туртăм Юльăн амăшĕн витĕмĕпе пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. Амăшĕ, Галина Павловна, шкулта чăваш чĕлхине юратакан хĕрне: «Йывăр пурнăçа пула эпĕ аслă шкулта вĕренеймерĕм, эсĕ те пулин çын пул», -- тенĕ. Амăшĕ ырă сунса каланине пулах ĕнтĕ чĕлхе туйăмлă Юля шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Университет хыççăн пĕр хушă Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар шкулĕн- че вĕрентнĕ. Каярах Шупашкарти 10-мĕш шкула вырнаçнă. Коллектив лайăх кĕтсе илнĕ. Юлия Елисеевнăна директор çумĕн тивĕçне пурнăçлама шаннă. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ертÿçинче вунă çул ытла вăй хунă. Чăваш чĕлхи те вĕрентнĕ. Паянхи кунчченех шкулти меслетлĕх ертÿçин лавне туртса пырать. Халĕ ачасене чăваш чĕлхи вĕрентет.
Юлия Анисимова ытти çĕрте те хастар. Вăл «Чăваш Респуб-ликин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури секцийĕн пуçлăхĕн çумĕнче вăй хурать. Хамăр республикăн районĕсенчи чăваш чĕлхи вĕрентекенсемпе тĕрлĕ семинарпа канашлусем йĕркелес ĕçсенче пысăк пулăшу парать. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕсенчен педагогика практикине килнĕ студентсене пулăшать, ăнлантарать. Çакна тума мехел тата вăй-хал çитерет.
Юлия Елисеевна - Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ те. Конгресс ирттерекен мĕн пур мероприятире вăл яланах хастар. Юлия Елисеевна тăван чĕлхепе культурăна упраса хăварас тата аталантарас тесе республика тулашĕн-чи йăхташăмăрсене пулăшас тĕлĕшпе те вăй-халне шеллемест. Кăçал Тюмень облаçĕн чăвашĕсен Акатуйне тата Слакпуç ялĕнче К.В. Иванова чысласа ирттернĕ «Аслă Силпи ялĕн-че...» поэзи уявне кайса килнĕ. Чи пĕлтерĕшли вара Константин Иванов аслă поэт çуралнăранпа 125 çитнине халалланă «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» пултарулăх конкурсне ирттерме пулăшни пулчĕ. Конкурс Чăваш Рес- публикинчи тата Раççейри чăваш ачисем хушшинче лайăх иртрĕ. Чăнах та, поэзи, проза хайлавĕсем çыракан тата ÿкерчĕксем хатĕрлекен ачасен йышĕнче çĕнĕ ятсем тупрăмăр.
Ĕмĕтлĕ çын çунатлă теççĕ. Мал ĕмĕтпе шкулта вăй хурать Юлия Елисеевна. Мĕн кирлине, çĕннине алла илме тăрăшать, вĕсене вара ачасене вĕренÿре пама васкать. Пурнăçпа тан утать вăл.
Малашлăхра чăвашлăх ĕçĕн-че çĕнĕлĕх шырать. Çамрăк ăрăва ăс-хакăл енчен аталанма, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине хисеплеме хăнăхтармалли «Çĕнĕ хум» пултарулăх ăмăртăвне килес çул ирттерме шутлать конгресс хастарĕ Юлия Елисеевна Анисимова.
Çапла, вĕренÿри тата общес-тво ĕçĕсенчи çитĕнÿсемшĕн Юлия Елисеевна чи ырă сăмахсене тивĕç. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята ăна пани çакна çирĕп-летет те.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин
тава тивĕçлĕ учителĕ.
Комментари хушас