Ĕмĕтĕм çитсе пынăран

15 Çĕртме, 2017

Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри икĕ хутлă çĕнĕ çурт илемлĕн курăнса ларать. Кил хуçи Анатолий Игнатьев ăна кирпĕчрен мар, йывăçран хăпартнă. Пĕренесене аякранах турттарма тивни, хака ларни те хăратман. «Йывăç çуртра сывлама та çăмăл, хăтлă», — тет вăл. Капмарскерте тăватă ачана та ирĕклĕ. Газ, шыв… — хулари хăтлăх йăлтах çитнĕ кунта. Хуралтăсем вара — кирпĕчрен. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă май унсăр май çук.

— Ĕне выльăх 30 пуç, çав шутра сăвăнаканни — 12. Вĕсене унччен хушма хуçалăхрах тытнă. Мăшăрпа, Олеся Леонидовнăпа, пăхатпăр, — каласа парать Анатолий Игнатьев фермер. — Сĕт сумалли аппарат та туянтăмăр.

Фермер хуçалăхĕнче ÿсен-тăран çитĕнтерет вăл. Усă куракан çĕр 700 гектар ытла. Çав шутра 500-шне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнаççĕ. Çурхисем шăтса тухма та ĕлкĕрнĕ. Ака-суха вĕçленнĕ пулин те уй-хиртен кĕме пĕлмест ĕçчен çын. Ÿсен-тăрана сăнасах тăрать. Çак вăхăтра калчана сăтăрçăсем тапăнма, чир-чĕр сиенлеме пултарасса аван ăнланать. Унсăрăн тухăçсăр юлма пулать. Юлашки вăхăтра тырă хакĕ ÿсни, тăкаксене саплаштармалăх та, услам илмелĕх те çитни кăмăла çĕклет.

— Çапах сĕтрен куллен укçа кĕрет, — терĕ вăл. — Ĕне тытни тупăшлă. Чĕр тавар сутса тунă услама ферма хуçалăхне аталантарма тăкаклатпăр. Паян 1 л сĕте 15 тенкĕпе йышăнаççĕ. Шел, унăн хакĕ юлашки вăхăтра чакать. Ман шутпа, тăкака кура çулталăкра 1 литр сĕт хакĕ 25 тенкĕрен кая пулмалла мар. Халĕ ăна уйрăм пайтаçăсене сутнипе ытларах вĕсене пуйтаратпăр.

Мăшăрĕпе, тăванĕсемпе канашланă хыççăн Анатолий Николаевич çемье ферми йĕркелеме йышăннă. Малтанхи утăма тунă темелле: выльăх апачĕ валли çĕр çителĕклĕ. Ăна валли техника пур. Пĕлтĕр кăна сенаж хатĕрлеме ятарлă комплекс туяннă. Ытти машина-трактор та туллиех унăн. Кăçал утă хранилищи хута ярасшăн. Чăн та, йышлă выльăх-чĕрлĕхе хушма хуçалăхра тытаймăн. Ку тăрăхри «Нива» пĕрлешĕвĕн пушанса юлнă сысна фермине туяннă. Çемье фермине йĕркелеме тахçанах ĕмĕтленнĕ Игнатьевсем.

— Хуралтисем юхăннă ĕнтĕ. Çапах çĕнĕ вите тăвиччен ĕнесене вăхăтлăха усрама пулать. Хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе те унта куçартăмăр. Чи кирли — фермăна такăр çул çитни, шыв, электри-чество пурри. Унсăр пуçне вăл юнашарах вырнаçнă, — ăнлантарать фермер. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.