Ĕмĕт тÿпине йыхравлакан «Çĕрлехи çутăсем»

5 Нарăс, 2015

Поэзин асамлă чĕлхи яланах тыткăнланă мана. Этеме хупăрласа илнĕ туйăмсене хут çине куçарма, сăнарлă та илемлĕ çырма пултаракан сăвăçсем вара сăмах ăрăмçисемех. Кĕске кăна çаврара мĕн тери шухăш тарăнлăхĕ пытарăнать. Ăна куçпа кураймăн, чунпа çеç сисейĕн.

Аллăма Николай Теветкелĕн «Çĕрлехи çутăсем» сăвăсен пуххи лекрĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа пичетленнĕ кĕнекене (редакторĕ - О.Иванова, ÿнерçи - В.Гончаров) поэтăн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисем кĕнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчи романтикăлла туртăм яр уççăнах палăрать чылайăшĕнче. Автор çамрăк чухне хăй те строительте, ÿнерçĕре тăрăшнă. Ĕç çыннисен хуйхипе савăнăçне çивĕч туйни сăвăçа пурнăçа тарăнрах ăнланма пулăшнă, пултарулăхне пуянлатнă.

Николай Теветкелĕн кашни йĕрки-çаврăмне ахах-мерченпе танлаштарма пулать. Чĕрĕ сăнарсем, хăйне евĕр кĕвĕлĕх куç умне илемлĕ ÿкерчĕксем кăларса тăратаççĕ.

Пас тытнă вăрманта эп куртăм çутă тĕлĕк:

умри юр кĕрчĕсем - шап-шурă упасем -

çывхарчĕç ман пата хуллен упаленсе...

Пас тытнă вăрманта пырать пек вăрттăн кĕлĕ.

(Хĕллехи фантази)

Юрату лирики илĕртÿллĕ, çутçанталăкĕ те, йывăç-курăкĕ те этем кăмăлĕпе çураçуллă. Сăмахран:

Çамрăк çĕмĕрт çеçкеленчĕ кантăк умĕнче,

каç пулсан куçа илместĕп эпĕ ун çинчен, -

чÿхенет те вăрттăн-вăрттăн тем каласшăн пек,

чун савни пек туйăнать вăл - калаçать тÿлек.

(Çĕмĕрт чÿхенет)

Çĕрлехи çутăсем (вăл уйăх, çăлтăр, хунар е савни чÿречин çути) вара ĕмĕт тÿпине йыхравлаççĕ, шанăç пиллеççĕ, кăчăк туртаççĕ.

Ула тÿпере пĕчĕк çăлтăр çиçет,

таçта йыхăрать çутă симĕс инçет.

Николай Теветкел пултарулăхĕ нумай енлĕ те иксĕлми. Вăл - поэт, прозаик, драматург, критик, публицист, куçаруçă, ÿнерçĕ. Европа поэзийĕн классикĕсен чылай хайлавне чăвашла куçарнă. Вăл шутра - У.Шекспирăн 154 сонетне, А.Рембо, В.Гюго, Р.Киплинг, А.Мицкевич произведенийĕсене. Çыравçăн пултарулăхне П.Хусанкай, Ç.Элкер, Я.Ухсай, А.Воробьев, А.Алка та пысăк хак панă.

Кичемлĕх авăрне путсан, ывăннине туйсан, чуна тĕксĕм каç чатăрĕ карса илсен Н.Теветкелĕн «Çĕрлехи çутăсем» кĕнекине уçса вулăр. Вăл сирĕн пурнăçăра çутă пайăркине чĕнсе илĕ. Ун хыççăн вара хĕвелĕ те курăнĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.