Ĕмĕт-тĕллев пурнaçлантăр
Çĕнĕ çула кĕтсе илме чÿк уйăхĕнчех пуçланатпăр. Тĕп хуламăрăн Хĕрлĕ лапамри искусственнăй елкăна та раштавчченех лартрĕç. Çÿллĕ те хăйнеевĕр вăл. 2000-мĕш çулчченхи чĕрĕ капăр чăрăш чуна çывăхрах пекчĕ те... Автомобиль çулĕсен хĕресленÿ çаврисенче чăн-чăн чăрăшсем лартса тухни те уйăх иртрĕ. Каçсерен хуламăр мĕльюн капăр çутăпа çиçет.
Хĕл Мучи патне çыру çырса яман ача та сахал юлчĕ-тĕр. Асанне-асатте, кукамай-кукаçи, атте-анне, пĕчĕккисене çыру çырмаллине астутарма манман-и? Ачасемпе пĕрле шăкăлтатса сÿтсе-явса ĕçлени — тетте хатĕрлени, кил-çурта илемлетни, çыру çырни Çĕнĕ çула асамлăх кĕртме май парать, килти пĕрлĕхе, туслăха çирĕплетет. Çыру çырма ĕлкĕреймен тĕк — кая мар-ха. Асамçă Хĕл Мучи шăпăрлан çырăвне алла илсе ĕмĕтри парнине кÿме ĕлкĕретех!
Модăна кĕнĕ Китай календарĕпе çитес çул — Автан çулĕ. 2015 çулхи раштавра Упăте çулне хатĕрленсе ăшă енчен кÿрсе килнĕ банан-киви, ытти улма-çырлана ытларах туянма сĕнетчĕç. Кăçал ансатрах. Автан юратакан кĕрпе-тырă хамăр патăмăртах аван çитĕнет. Эппин, тăкакĕ сахалрах пулĕ. Мандарин-апельсинсăр, Аçтăрхан мăйăрĕсĕр Çĕнĕ çул уявĕ пек туйăнмĕ-ха тульккăш. Раштавра мандарин уяв тутиллĕ.
Кукăль-кĕлентĕр, пĕремĕк-шушкă — йăлтах çăнăхран, тырăран. Кукăль ăшлăхне хатĕрленĕ чухне тимлĕрех пулмалла çеç. Ăнсăртран маларах хатĕрлесе хунă бройлер чĕппин фаршĕпе кукăль пĕçерес марччĕ. Хамăр сисеймĕпĕр çавна, Автанĕ пĕлсен вара? Кăраскерне юраса та пулмĕ.
Апат енчен чăххи-чĕппи-автанĕ кутăнлашни пулман-ха. Тем те çиеççĕ вĕсем, хурса пар çеç. Кĕрпе-тыррине те хаваспах сăхаççĕ, пахчаçимĕç те тиркемеççĕ, кăмрăк-чул та кирлĕ. Тен, уяв сĕтелĕ çине çăвăр Автана юрас тесе хитре турилккепе вĕтĕ чул лартмалла? Хăнасем шампань кĕленчине пушатнă хыççăн астивсе пăхсан тÿрре тухма пулатех: «Автан валли лартнăччĕ...»
Шăрттанĕ-хуплăвĕ, ăшаланă сысна çури е «заливной пулă» — тиркемест çитес çулăн хуçи. Кайăк-кĕшĕк какайне çеç шăнтмăша шаларах чиксе хурăр.
Автан — япшар тумлă, мăнаçлă кайăк. Вăл кил картинче хăйне хуçа пек туять, хăйĕн çемйине, «патшалăхĕн» чиккине хытă сыхлать. Ăнсăртран ют кушак, анчăк килсе кĕтĕр-ха! Чăхсем хушшинче еплерех çÿрет тата. Тулă пĕрчи тупрĕ тĕк çавăнтах кăтиклетсе çемйине пуçтарать, тупăша пĕрле пайлама йыхăрать. Картишĕнчи мĕнпур ĕç-пуçшăн яваплă. Ирхине хуçана вăратассине те хăй çине илнĕ вăл. Çĕнĕ кун пуçланни çинчен янраттарсах хыпарлать.
Çак паха енсене хаçат вулаканĕсем пурте пĕлеççĕ. Çитес çул та çапла яваплă, харсăр, сыхă пулсан аптăрамăпăр. Икĕ питлĕхе, чеелĕхе юратман автан сĕмсĕрсене сăхса çул памасан аванччĕ.
Çĕнĕ çул автанĕ çулăм тĕслĕ /хĕрхĕлтĕм/ тет. Япшар автана килĕшес тесен илемлĕ янкăр тĕслĕ çипуç тăхăнма ан манăр. Хĕрлĕ тĕс — туйăмлăх, влаç, юрату палли; симĕс — ĕненÿ, çемье; сарă — сывлăх, мул-нухрат; хура — çитĕнÿ, карьера; хĕрхĕлтĕм — пĕлÿ, ăс-хакăл, шурă — ырă çĕнĕлĕхсем. Çак тĕссене, пахалăхсене суйлани çулталăк хуçине килĕшĕ. Хуçана юрас тесен шкапсене халех уçса тĕрĕслеме сĕнетпĕр, çук тăк — енчĕк йăтса суту-илÿ çуртне вĕçтерме тивет. Кĕпе кĕлеткене çатă тытаканни пулмалла мар тет. Ара, автан хÿри епле авăк, йăлтăркка. Кĕпе те кая ан пултăр: атлас, шифон, парча, пурçăн... Арçынсене те ятуллă тăхăнни пăсмасть. Илемлĕ галстук çыхма палăртăр. Алкаллă, киккириклĕ автана вăчăра-сулă, алка-çĕрĕ килĕшме кирлĕ. Анчах — виçеллĕ.
Интернетра уява хатĕрленесси пирки çĕр-çĕр сĕнÿ-канаш тупса вулама пулать. Паллах, вĕсене тĕп чăнлăх вырăнне хума кирлĕ мар. Шÿт, хаваслăх, пултарулăх вырăнне пулччăр çÿлерех çырнисем.
Уява тулли кăмăлпа кĕтсе илни, туслă йышпа пĕр-пĕрне ăнланса хавасланни, ăшпиллĕ лару-тăру темрен те паха. Автан пек яланах харсăррăн талпăнсан малашне çитĕнÿсем пулмаллах. Пурне те Çĕнĕ çулта ыррине кăна сунатпăр, ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр, тĕллевĕрсем пурнăçланччăр: 2017 çулта Çĕнĕ çитĕнÿсем патне çул хывар! Уяв ячĕпе, вулаканăм!
Эльвира КОНДРАТЬЕВА.
Комментари хушас