Ĕмĕрлĕхех асăмра юлчĕ

Эпĕ 1954-1959 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕрентĕм. II-IV курссенче пĕлÿ илекенсене 1957 çулта комсомол путевкипе Алтай крайне тыр-пул пухса кĕртме ячĕç.

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарти чукун çул вокзалĕ умĕнче митинг иртрĕ. Студентсене республика ертÿлĕхĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çерем уçса ял хуçалăх культурисем çитĕнтерекенсене пулăшма тивĕçлĕ пулнăшăн саламларĕç. Чăваш Ен ушкăнне Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн, техникумсен студенчĕсене, рабочисене кĕртнĕ.

Акă Глеб Варенов инçе çула тухакансене вакунсене кĕрсе вырнаçма хушрĕ. Тăван-пĕлĕшпе сыв пуллашни, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ырă сунса уйрăлни халĕчченех куç умĕнче. Каярахпа Глеб Ивановичпа çывăхрах паллашрăмăр. Ырă кăмăллăччĕ, çынсене хăйĕн хыççăн ертсе кайма пĕлетчĕ.

Пире тавар турттармалли вакунсене лартрĕç. Кашнинче - 50-60 çын. Ушкăна 2100 çамрăкран йĕркеленĕ. Тăватă талăк кайрăмăр. Пурте тенĕ пекех малтан Урал тăвĕсен хушшипе, çеçен хир тăрăх çÿресе курман. Пирвай туллă-сăртлă, каярахпа тикĕс тавралăха пăхса тĕлĕнтĕмĕр.

Чăвашсен ушкăнне Алтай крайĕн тĕп хулинче Барнаулта темиçе пая уйăрса районсене ăсатрĕç. Эпир, филологи факультетĕнче пĕлÿ илекенсем, Шурă куç /Белоглазово/ районĕнчи "Искра" совхозăн тăваттăмĕш уйрăмне лекрĕмĕр. Поселокран инçе мар - Чарыш юхан шывĕ. Эпир тинĕс пек хумханакан, икĕ метра кармашакан куккурусран, кăмака питлĕхĕ пек хĕвел çаврăнăшĕнчен, 8-10 килограмм таякан арпусран, сап-сарă та тăрăхла дыньăран тĕлĕнтĕмĕр. Пире - Геннадий Захарова, Алексей тата Герман Ивановсене, Петр Матвеева, Геннадий Яковлева, чăвашсен паллă сăвăçĕ тата фольклорисчĕ пулса тăнă Геннадий Юмарта, Анатолий Воронина, Виталий Ельцова - утă пуçтарса кĕртме явăçтарчĕç. Ĕçе ирхине 7 сехетре пикеннĕ те хиртен 22 сехет иртмесĕр те таврăнман. Римма Абакумова, Нина Миронова, Елизавета Слонова, Роза Яковлева, Светлана Васильева студенткăсем йĕтем хырчĕç.

Часах мана, тăван ялта ял хуçалăх техникипе ĕçленĕскере, лафет жаткипе тырă вырма шанчĕç. Ăна гусеницăллă трактортан кăкараттăм. Механизаторĕ Николай Мощенко украинччĕ. Талăкра чи нумай /99 гектар/ вырса çĕр-шывра - виççĕмĕш, студентсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Çак ÿсĕмшĕн пире ырă сăмахсем каласа чысларĕç.

Икĕ уйăх ытла çеç вăй хутăмăр пулин те çерем уçса çитĕнтернĕ тырă пусси ĕмĕрлĕхех асăма кĕрсе юлчĕ. Ĕç укçи аванах тÿлерĕç. Унпа анне-атте, хам валли тумтир туянтăмăр. Унсăр пуçне Канаш элеваторĕнчен ĕç укçи вырăнне 960 килограмм тырă тиесе таврăнтăмăр. Çемье питĕ савăнчĕ.

Егор ВАСИЛЬЕВ-БУРЗУЙ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.