Емеля кăмакипе

30 Раштав, 2014

Иртнĕ шăматкун Шупашкарта пурăнакансем Хĕл Мучи, Юр пике, упа, лаша, сурăх, качака тата юмахсенчи ытти сăнар тумĕсене тăхăнса савăнăçлă юрă-кĕвĕпе хулан тĕп урамĕпе утса тухнă. Çывхарса килекен Çĕнĕ çула халалланă уява 15 пин ытла çын хутшăннă.

2014 çул Лаша çулталăкĕ пулнине палăртса колонна умĕнче транспорт хатĕрĕсем ?лаша та транспорт!% пынă: çăмăл машинăсем, велосипедсем, газельсем... Хуçисем «тимĕр лашисене» Çĕнĕ çул майлă капăрлатнă: Емельăн кăмаки «тĕтĕм кăларнă», Хĕл Мучи «ташласа пынă», юр пĕрчи «ирĕлнĕ», йытă «хамлатнă»... Кунсăр пуçне Юр пике пурне те чăн-чăн каретăпа ярăнма чĕннĕ. Хĕрлĕ лапамра уяв халăхне хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă. «Здравствуй, песня» вокалпа инструмент ансамблĕ хĕпĕртÿллĕ юрă-кĕвĕ парнеленĕ.

А.ГРОМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.