Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ

31 Утă, 2018

Иртнĕ уйăхра Самар облаçĕнчи Шикун районĕнче пурăнакан Николай Лукьянов пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Вăл вырăнти чăвашсен наци культура автономине çирĕм çула яхăн ертсе пычĕ.

Николай Петрович районти йăхташсене чăвашлăх ĕçĕсене явăçтарас тесе сахал мар вăй хучĕ. Тăрăшни сая каймарĕ, тĕ л л е в ĕ се н чен пысă к па йĕ пурнăçа кĕчĕ: ял-салара чăваш фольклор ушкăнĕсем йĕркеленчĕç /вĕсенчен Мулекелти «халăх» ята тивĕçрĕ/, тăван йăла- йĕркене тытса пыма пуçларĕç. Çураки вĕçленнĕ хыççăн ялсем черетленсе Акатуй ирттерчĕç. 2013 çулта облаç шайĕнчи Акатуя йышăнчĕç. Шикун чăвашĕсем çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Мулекел çăви çинче канлĕх тупнă Мĕтри Ваçлее чысласа çулленех мероприяти ирттереççĕ.
Вăл манăн питĕ çывăх тусчĕ. Эпĕ унпа 1999 çулта Шупашкарта Республика кунне паллă тума кайсан паллашнăччĕ. Вăл сĕннипех Шикунри иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче тăван çĕршыва питĕ кирлĕ пулнă хут фабрикин кун-çулне тĕпчерĕм, унта хастар ĕçленĕ çынсене халалласа кĕнеке çыртăм. Вĕсенчен чылайăшĕ чăваш пулни мана питĕ хавхалантарнăччĕ.
Юлташăмăн кун-çулĕнчи пысăк тапхăрĕ халăх асĕнче юлĕ. Вăл пĕтĕмпех районта пурăнакансен шăпипе çыхăннă. Николай Петрович тата та нумай-нумай ĕçе пурнăçа кĕртме тĕв тунăччĕ, анчах йывăр чир ăна икĕ çул нушалантарчĕ. Юлашки çула ăсатма Мулекелсем ялĕпех тухрĕç, аякран килнисем те пурччĕ.
Вăл 68 çул та тултарайманччĕ, пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ. Николай Лукьянов 18 çулта чухне ялти вăтам шкула пĕтерсен Красноярскри радиоэлектроникăн çар училищине вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн 27 çул хĕсметре тăнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.